Ҫӗмӗрле хулинче ӗнер хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем сити-менеджерпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Зиновьев вырӑнне унӑн тивӗҫне пурнӑҫлакана палӑртасси тата сити-менеджера суйламалли комиссие палӑртасси пулнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Зиновьевӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ. Ку пукана вӑл икӗ ҫул йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйличчен тилхепене сити-менеджерӑн ҫумӗ Алексей Григорьев тытса пырӗ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртмелле. Комиссие районта ҫеҫ мар, республикӑра та йӗркелӗҫ. Кайран кандидатурӑна вырӑнти депутатсем пӑхса тухса ҫирӗплетмелле.
Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине лекнӗ Николай Маловӑн парламентри ӗҫ вырӑнне шыв йӗпетнӗ. Унпах пӗрлех ытти хӑш-пӗр депутатӑн та ҫемҫе пуканӗ нӳрелнӗ.
Мускаври вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, РФ Патшалӑх Думин пленарлӑ ларӑвне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Ҫакна «Правда ПФО» интернет-хаҫат Мари Элтан депутата суйланнӑ Сергей Казанков Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. «Ҫумӑр ларусен залнех аннӑ, Парламент ӗҫне чарма тиврӗ», — тесе ҫырнӑ иккен Сергей Казанков. «Ҫутҫанталӑк душӗн эпицентрне Чӑваш Енри ҫӗнӗ депутат, пӗр эрне кӑна ӗҫленӗ Малов лекрӗ. Кӑшарнипе, Николай Владимирович!» — тенӗ Мари Элти депутат Фейсбукра.
Парламентӑн ларусен залне шыв епле анма пултарнине палӑртас тесе Сергей Казанков РФ Патшалӑх думин Аппарачӗн ертӳҫи ячӗпе ыйту хатӗрленӗ.
Ӗнер Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ҫӗктер поелокӗнче депутатсем пулнӑ. Вӗсене унта пурӑнакансем чӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, пухӑва пуҫтарӑннисенчен ытларахӑшӗ — Инҫет Ҫурҫӗртен куҫса килнисем.
Сергей Семенов депутат нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫуршар ҫул вӗри шывсӑр пурӑннинчен тӗлӗннӗ. Сивӗ шыв пур иккен, анчах вӑл аран юхать. Оппозици шутланакан парти пайташӗ тепӗр парти пайташӗсене ҫавӑншӑн ӳпкелени сисӗнет. Лешсем суйлав кампанийӗ вӑхӑтӗнче ку ыйтӑва татма шантарнӑ имӗш.
«Ҫынсем питӗ кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, пулӑшу пулассине тата влаҫа ӗненмеҫҫӗ!» — тенӗ Сергей Семенов.
Тӗлпулӑва пынисене депутат коллективлӑ ҫыру хатӗрлеме сӗннӗ. Ӑна вӑл республика прокурорӗ патне ҫитерме, хускатнӑ ыйтусемпе ӗҫлеме шантарнӑ.
Шупашкар хулинче тӳлевлӗ парковкӑсем тума палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине кунти хыпарсене сиктермесӗр тишкерекенсем астӑваҫҫех пулӗ.
Аса илтерер, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче пурӗ тӑватӑ вырӑн суйланӑччӗ: Чукун ҫул вокзалӗ умӗнче (100 вырӑн), Республика тӳремӗ ҫывӑхӗнче (175), Ӗҫлӗ тӑкӑрлӑкра (31) тата Раҫҫей Почтин тӗп офисӗ (28) ҫумӗнче.
Хулари тӳре-шара хутсене тишкернӗ те тӳлевлӗ парковка йӗркелеме саккун ҫуккине ӑнланса илнӗ. Ҫавна кура унтисем республикӑн Патшалӑх Канашне саккун проекчӗ ярса панӑ. Ӑна республика парламенчӗн депутачӗсем кӗрхи сессисенчен пӗринче пӑхса тухаҫҫӗ пулӗ. Аса илтерер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, парламентӑн ҫурхи, юлашки, сессийӗ ӗҫленӗччӗ.
Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун йышӑнма сӗннӗ — арҫынсене арӑмӗсене улталасан, е тепӗр май айӑккинелле чупсан, штрафлама сӗннӗ. Ҫак саккун проектне Ленинград облаҫӗн Саккун хатӗрлекен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Петров хатӗрленӗ. Кун пирки Ura.Ru портал паян хыпарланӑ.
Владимир Петров ҫак саккуна Патшалӑх Думинче намӑс сӑмахсемпе ҫемьере усӑ курнишӗн штрафлама сӗннӗ хыҫҫӑн хатӗрленӗ. Парламентари шухӑшӗпе халӑха намӑс сӑмахпа усӑ курма чарма юрамасть. Апла йышӑнсан ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те чарӑнӗ, промышленность ӗҫлеймӗ.
Владимир Петров шухӑшӗпе арҫын арӑмне улталанине миравай тӳресем пӑхса тухма тивӗҫ. Айӑккинелле чупнине пӗлсен айӑпа кӗнӗ арҫынна е штрафламалла, е килтен тухмалла мар йышӑнмалла имӗш. Владимир Петров пӗлтернӗ тӑрӑх унашкал саккунсем йышӑнсан арҫынсем арӑмӗсене улталама та пӑрахӗҫ, вӗсен ҫӑварӗсенчен намӑс сӑмахсемпе те тухмӗҫ.
Ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. Пӗлменнисене аса илтерер. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннччӗ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑччӗ.
Ку ӗс суда та ҫитрӗ. Малтан Шупашкарти Ленин район сучӗ чӑваш парламенчӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама йышӑну кӑларнӑ, ӗнер ЧР Аслӑ сучӗ Ленин районӗнчи ӗҫтешӗсен йышӑнӑвне пӑхса тухса ӑна вӑйрах хӑварнӑ. Ҫапла вара Сергей Семенова ирӗксӗр ӗҫлеттерме парламентӑн ирӗк ҫук.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче депутатсем сӑмах май Куславккари морг ыйтӑвне хускатнӑ. Унта морг ҫукран ҫынсене урӑх хулана илсе кайма тивет иккен. Игорь Моляков депутат сессире тӗслӗх асӑнса хӑварнӑ. Вилнӗ амӑшне тепӗр хулана илсе кайма пӗр хӗрарӑм кӳршине ыйтнӑ. Вилене автомобилӗн хыҫалти ларкӑчӗ ҫине хурса кайма тивнӗ.
Куславкка тӑрӑхӗнчен ЧР Патшалӑх Канашне депутата суйланнӑ Юрий Зорин морг ыйтӑвне уҫӑмлатма шут тытнӑ. «Икӗ ҫул каялла тендер ирттернӗ чухне морг вырӑнӗнче суту-илӳпе кану центрӗ тӑвас шухӑшлӑ ҫын ҫӗнтернӗ. Анчах вӑл нимӗн те туман. Калаҫу ирттернӗ: ҫӗре памасть, морг тумасть. Ҫавӑнпа тата тепӗр конкурс ирттернӗ. Халӗ ҫӗр виҫеҫҫӗ. Куславкка районӗнче ҫуралнӑ, Мускавра пурӑнакан инвестор пур. Вӑл Куславккана куҫса килсе морг тума хатӗр», — ӗнентернӗ Зорин депутат.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр вуннӑмӗш сессийӗ ӗҫлерӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри республика Элтеперне Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ.
Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ку пуҫарӑва ырласа йышӑннӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫеҫ орден панине «начар парне» тесе хакланӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Правительство ҫурчӗ умне Юрий Шакеев ятлӑ ҫын пикета пырса тӑнӑ. Сессирен тухакан депутатсене вӑл Элтепере наградӑланипе килӗшместӗп тесе каланӑ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 33 депутат сасӑланине, улттӑн тытӑнса тӑнине, пӗри хирӗҫ пулнине те эпир ҫырнӑччӗ.
Владимир Ежеев кандидатурине унччен ЧР ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ Сергей Павлов депутат сӗннӗ.
Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫитес уйӑхра 60 ҫул тултаракан Владимир Ежеев кандидатурине халӑхра, ҫав шутра хӑш-пӗр депутат та, тӗрлӗрен йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Республикӑри омбудсмен кандидатурине Раҫҫейри этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырлать.
Паян иртекен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепере «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ.
Чӑн та, сессире ку ыйтӑва хускатрӗҫ. Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Елчӗк районӗнчи халӑх тарҫисен ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑнчӗҫ. Сессие хутшӑннӑ депутатсенчен чылайӑшӗ ку шухӑша ырларӗ, Михаил Игнатьев Элтепер тӑрӑшӑвне пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем наградӑна тивӗҫ тесе сасӑларӗҫ. Сӑмах май, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков вара урӑхларах шухӑш палӑртрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |