Абитуриентсем валли йышӑну кампанийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӑҫал аслӑ шкула вӗренме кӗрес текенсем валли ҫӗнӗлӗх ӗҫлеме пуҫланӑ: заявление Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫырма пулать.
Портал урлӑ 5 заявлени яма май пур. РФ Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ку сервиспа 974 аслӑ шкулпа филиал ӗҫлет. Конкурс списокӗсене онлайн режимра ҫӗнетсех тӑрӗҫ. Ҫапла майпа абитуриентсем ҫакна килтенех сӑнаса тӑма пултарӗҫ.
Сӑмах май, олимпиада призерӗсене тата ҫӑмӑллӑх категорине кӗрекенсене вӗренме йышӑнни утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ыттисене ҫурлан 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Историпе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзамӗнӗн петӗмлетӗвӗ паллӑ. Ку предметпа камсем 100 балл пухнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗмпе икӗ ҫамрӑк чи нумай балл пухнӑ. Пӗри – Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулти Анжела Романова. Тепри – Шупашкарти 5-мӗш гимназинчен вӗренсе тухнӑ Елена Бобрикова.
Сӑмах май, унччен химипе тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ 11 яш-хӗр пирки хыпарланӑччӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тренерсене чӑвашсен кӗрешӳ мелӗпе вӗрентме хӑнӑхтарнӑ. Халӗ вӗсене квалификаци шайне ӳстерни ҫинчен калакан сертификатсем панӑ.
Кӗрешӳ — чӑвашсен спорт енӗ. Ҫав енӗпе тренерсен пӗлӗвне туптама республикӑн Спорт министерстви сӗннӗ. Программӑна спорт кӗрешӗвӗ, дзюдо, самбо енӗпе ӗҫлекен тренерсем валли ятарласа хатӗрленӗ.
Пӗлӗве ӳстермелли курсра хальлӗхе 36 тренер вӗреннӗ. Вӗсем пурте — республикӑри тата муниципалитетсенчи спорт шкулӗсенче ӗҫлекенскерсем.
Тутарстанри шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем семинара пухӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Халӗ ун пек семинара Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗсем валли йӗркеленӗ.
Чӗмпӗр хулинчи 57-мӗш вӑтам шкула 50 ытла педагог пуҫтарӑннӑ. Вӗсен умӗнче тухса калаҫнисем чӑваш чӗлхине, литература вулавне тата литературӑна вӗрентме ҫӗнӗ программӑсем хатӗрлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енре 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен йышӗнче икӗ экзаменра 100-шер балл пухнӑ. Пӗтӗмпе – 20 балл.
Ҫак хӗр – Шупашкарти 2-мӗш лицейре ӑс пухакан Екатерина Ейкова. Вӑл вырӑс чӗлхипе тата хими предмечӗпе иртнӗ экзаменсенче 100-шер балл пухнӑ.
Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче пӗтӗмпе 13 яш-хӗр 100 балл пухнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухнӑ 13 выпускник вырӑс чӗлхипе патшалӑх экзаменӗ тытса 100 балл илнӗ.
Ҫак йышра — Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам шкулӗнчи Тагир Шамсутдинов, Красноармейски шкулӗнчи Анастасия Григорьева, Улатӑрти 6-мӗш гимназири Анна Савинова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Анна Громова, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Виктория Федулова, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Виктория Гриценко, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ольга Кукса, Шупашкарти 41-мӗш шкулти Екатерина Сорокина, Шупашкарти 43-мӗш шкулти Ирина Кольцова, Шупашкарти 46-мӗш гимназири Анна Васильева, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Анна Архипова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Екатерина Ейкова тата Кристина Овчинникова.
(Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса)
Кушлавӑш салинче 1860‑1863 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерствин икӗ шкулӗ ӗҫленӗ, унта арҫын ачасемпе Н. Близновский (1825‑1887), хӗр ачасемпе унӑн мӑшӑрӗ (Дария Акрамовская – Очӑккассинче 1801 ҫулта ҫуралнӑ Осип Максимович Акрамовскин хӗрӗ. Ун амӑшӗ Чӗмпӗр купсин хӗрӗ пулнӑ пулсана та вӑл чӑвашла лайӑх калаҫма пултарнӑ) тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ. Вӗсем Хусана куҫса кайнӑ хыҫҫӑн (Н. Близновские В. Вишневский пулӑшнипе Хусанти Успени чиркӗвне куҫараҫҫӗ, кӗҫех вӑл тӗн консисторийӗн пайташӗ пулса тӑрать, протоиререй сане тивӗҫет) шкул хупӑннӑ, вӗренекенсен ҫирӗм ҫухрӑмра ларакан Хапӑс шкулне ҫӳреме тивнӗ. И. Оточев, чӑваш ачисем валли ятарлӑ шкул уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗскер, ҫӗнӗ вырӑнта хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пуҫӑннӑ. Хапӑс шкулне ҫӳрекен пӗр вӗренекене ‑ Пӗчӗк Упакассинчи Митрофана ‑ ятарласа хатӗрлеме тытӑннӑ. 1867 ҫулта Кушлавӑш пупӗ Н. Золотницкипе паллашать, унтан 25 экземпляр «Чӑваш кӗнеки» илет.
Чӑваш кадет корпусне ҫамрӑксен вӗренме кӗме май пур. Вӗренӳ учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра унта 5, 6, 7 тата 8-мӗш классене йышӑнаҫҫӗ.
Кадетсен йышне тӑрас тесен ҫирӗп сывлӑхлӑ пулмалла, вӗренме кӗмелли экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытмалла, собеседовани витӗр тухмалла тата физкультура енӗпе тест ирттерӗҫ.
Чӑваш кадет корпусне кӑҫал арҫын ачасене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.
Пулас кадетсен ашшӗ-амӑшне ачисен докуменчӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илсе пырса пама ыйтаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен документсене 10-мӗш класа вӗренме кӗрекенсенчен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енри кадетсем малашне укҫа тӳлемесӗр апатланма пуҫлӗҫ. Ӗнер иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче вӗрентӳ ҫинчен калакан республикӑри саккуна улшӑну кӗртме йышӑннӑ.
Дмитрий Захаров министр ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хушма программӑсемпе, ҫав шутра ҫар хатӗрленӗвӗ енӗпе вӗренекен ачасене хальлӗхе тӳлевсӗр апатлантарман. Вӗсене вӗренӳре кирлӗ тумтирпе те тивӗҫтермен. Малашне ҫак кӑлтӑксене пӗтерме йышӑннӑ.
Паянхи куна илсен, Шупашкарти Кадет корпусӗнче 367 ача вӗренет. Унта халӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене ҫеҫ тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ. Кунне пилӗк хутчен ҫитерме 227 тенке кайса ларать. Пур ачана та тӳлевсӗр апатлантарма ҫулталӑкра 16,5 миллион тенкӗ кирлӗ. 2022 ҫулта ҫав тӗллевпе 12,2 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, тумтирпе тивӗҫтерме — 20,9 миллион.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта паян Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче шкула халалласа палӑк уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗрӗссипе ҫак ӗҫ-пуҫ иртнӗ эрнерех, шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ иккен. Палӑка чаплӑн, тӳре-шарасене чӗнсех уҫнӑ. Пупне те Пачӑшкӑсене те йыхравлама манман — паянхи кун унашкал мероприятисем вӗсемсӗр мӗнле ирччӗр-ха?
Ҫак пулӑма мӗнле хакламалла-ши? Нивушлӗ эпир шкулсем уҫас вырӑнне палӑксем уҫма тытӑнӑпӑр?
Паллах, кун пек ҫӑмӑлрах та йӳнӗрех. Тимӗр листа ҫинче вырӑсла сӑвӑ касса кӑлар та, ҫуммӑн ӗлӗкхи парттӑна вырнаҫтар — пулчӗ те. Шкул уҫас тесен вара шкулне хӑпартма тивӗ, вӗрентекенсене хатӗрлеме тата ытти те. Уйрӑмах ялсене аталантарма тивет. Хальхи пек ялсене фельдшерсене ҫеҫ илӗртнипе мар, тулли программа хатӗрлесе. Ялта ҫуралнӑ ачасем хуланалла ан тарса пӗтчӗр тесе. Тен, хӑшӗ пӗри калӗ, ку тӗнчери юхӑм тейӗ. Пӗлсех тӑратӑп, тивӗҫлӗ программа тусассӑн, ялтисемшӗн хӑтлӑ пурнӑҫ йӗркелесе парсан унти халӑх хула енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |