Шупашкарти пӗр шкул юсав ӗҫӗсене пула авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫӑлайман. Вӑл - 4-мӗш лицей.
Унта юсав ӗҫӗсем ҫулла пуҫланнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗлӳ ҫуртӗнче хушма ӗҫсем тупӑннӑ. Ҫавна май вӑл Пӗлӳ кунӗнче ачасене йышӑнайман.
Ҫакна кура авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 331-мӗш маршрута кӗске ҫулпа ҫӳреттерме пуҫлӗҫ. Кӑна ачасем 12-мӗш шкула ӗлкӗрччӗр тесе тӑваҫҫӗ.
Канаш хулинче IT-теплица уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Капла пуҫарӑва Канашри IT-куб сӗннӗ.
Вӗренӳ центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе Дмитрий Краснов вице-премьер тата цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина паллашнӑ.
Цифра вӗрентӗвӗн центрӗ Канашра 2019 ҫулта уҫӑлнӑ.
Унта Python программӑпа программӑлама, VR тата AR-приложенисем йӗркелеме, системӑна администрацилеме, цифра гигиенине вӗренеҫҫӗ.
IT-кубӑн партнерӗсем — Яндекс, Samsung корпорацисем, Касперский лабораторийӗ, 1С, Шупашкарти «Экра».
Паян - Пӗлӳ кунӗ, ачасемпе вӗрентекенсен уявӗ. Анчах республикӑра педагогсем ҫитмеҫҫӗ. 260 ваканси пур. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви.
Ытларах математика, ют чӗлхе, вырӑс чӗлхипе литературин, физика, физкультура учителӗсем кирлӗ. Тулли мар кун ӗҫленӗшӗн 5889 тенкӗ тӳлеме хатӗр. 15279 тенкӗпе танлашакан шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ нумай.
Чӑваш Енри шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисене урокра телефонпа усӑ курма чарӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама вӗсене ирӗк парӗҫ.
Ҫӗнӗ санитари правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, уроксенче карас телефонӗсемпе усӑ курма юраманни пирки ҫӗршывӑн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов палӑртса хӑварнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫывхарать, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вара математика учителӗ ҫук. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушано Аликово» (чӑв. Элӗкри сас-хура) ушкӑнра та ҫак специалиста шыраҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫак шкул 2014, 2015, 2016 тата 2017 ҫулсенче Раҫҫейре чи лайӑх пӗлӳ ҫурчӗсен ТОПне кӗнӗ. Вӑл республикӑри чи ватӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна 1854 ҫулта уҫнӑ. 1934 ҫултанпа вӑл вӑтам шкул шутланать.
Ҫак кунсенче, республикӑра вӗрентекенсен август конференцийӗ пулнӑ чухне, виҫӗ муниципалитета шкул автобусӗсем панӑ. Телейлисен йышне Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел тата Вӑрмар районӗсем кӗнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче автобус кивви вырӑнне ҫӳреме пуҫлӗ. Малтанхи 11 ҫул каяллахиех пулнӑ. Ҫӗнӗ автобусра, киввипе танлаштарсан, лармалли вырӑн та нумайрах.
Ҫак транспортсене 16 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 55 шкул автобусӗ килсе ҫитмелле.
Республика тулашӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсен ачисем «Эткер» уйлӑха ҫулсеренех пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулнӑ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен 20 ытла ача килсе ҫитнӗ. Вӗсемпе пӗр кунхине Шупашкар хулинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ тата уйрӑм предметсемпе тарӑн пӗлӳ паракан 40-мӗш шкулти чӑваш чӗлхи учителӗ Александр Степанов тӗл пулнӑ, Чӑваш Енӗн тӗп хулипе паллаштаракан экскурси ирттернӗ.
Александр Марсович «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «20 ытла ачаран 2-3 ача кӑна чӑвашла калаҫмасть, анчах та вӗсем те аванах ӑнланаҫҫӗ». «Эппин, пирӗн шанӑҫ пур!!!» — хавхаланнӑ пултаруллӑ педагог.
«Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?» — ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Александр Степанов ҫапларах ҫырса пӗлтернӗ: «Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви нумаях пулмасть сӗнӳ кӑларчӗ. Ун тӑрӑх, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине 3 сехетрен кая мар вӗрентмелле. Ку пӗр енчен ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен хула шкулӗсенче е пачах та чӑваш чӗлхине вӗрентмен, е 1-2 сехет кӑна пулнӑ. Ырламалла ҫеҫ пек. Тепӗр енчен ялти шкулсен хӑй евӗрлӗхне шута илмест ку документ. Ялти шкулсенче, тӗслӗхрен, 5-мӗш класра чӑваш чӗлхипе литератури валли 5 сехет уйӑрнӑ пулнӑ. Эппин, вӗсен сехечӗсем чакаҫҫӗ-и? Ку мӗн туни пулать вара? Аркӑран касса чавса ҫине саплӑк лартни мар-и?»
Ку ыйту хуравне республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлеҫҫӗ пулинех...
Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Алпарух (Александр Блинов) чӑваш чӗлхине хӑвӑрт вӗренмелли тӳлевсӗр курса ҫырӑнма сӗнет.
Чӑваш чӗлхине Алпарух хӑй вӗрентӗ. Заняти эрнере икӗ хутчен, каҫсерен, иртӗ. Онлайн-вӗренӗве авӑн тата юпа уйӑхӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.
Чӗлхене вӗренес текенсен ҫак каҫӑпа иртсе заявка хӑварма май пур.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсем вӑя кӗрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, шкул ачисем финанс пӗлӗвне ӑса хывӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫакнашкал уроксем пулӗҫ.
Уроксем 9-11-мӗш классенче иртӗҫ. Республикӑра пӗтӗмпе 22 пин ача ҫак темӑна итлесе ларӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уроксене Финанс министерствин ӗҫченӗсем ирттерӗҫ. Ытти ҫӗрте вара – вырӑнти администрацисен финанс пайӗн ӗҫченӗсем, централизациленӗ бухгалтерире тӑрӑшакансем. Ҫавӑн пекех ку енӗпе нимеҫӗсемпе экспертсене чӗнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |