И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра хӑш-пӗр факультетсене пӗрлештернӗренпе темиҫе ҫул та хыҫа юлчӗ ӗнтӗ. Шел те, унчченхипе танлаштарсан, тӳлевсӗр вырӑнсем сахалланса пыраҫҫӗ.
Халӗ ав виҫӗ факультета пӗрлештерсе Вырӑс, чӑваш филологийӗсен тата журналистика факультечӗ пулса тӑнӑ. ЧПУн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул ҫак факультетра «Журналистика» енӗпе вӗренекенсем валли тӳлевсӗр 10 вырӑн пулӗ. Ҫакна РФ Вӗренӳ министерстви федераци конкурсӗнче палӑртнӑ.
Аса илтерер: унччен факультетра журналистика енӗпе пӗр тӳлевсӗр вырӑн та пулман. Виҫӗ факультета 2013 ҫулта пӗрлештернӗ.
Раҫҫейре ялсенчи чи лайӑх 500 тата 200 шкулсене палӑртнӑ. Танлаштарӑма (рейтинга) хатӗрленӗ чухне 2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ.
Кӑҫалхи списока Крым тата Севастополь шкулӗсем кӗнӗ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул та лайӑх енпе палӑрса списока кӗме пултарнӑ. Вӑл топ-200 шкулсен йышӗнче.
Сӑмах май, Элӗк шкулӗ пӗлтӗр те ҫак танлаштарӑмра вырӑн тупнӑ. Шкул пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Унтан пултаруллӑ ҫынсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫулленех ППЭсене лайӑх тытаҫҫӗ те аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче ӑс пухма тытӑнаҫҫӗ.
«Раҫҫейри чи лайӑх шкулсем» рейтинга кашни ҫулах хатӗрлеҫҫӗ.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Вырӑс географи обществи Пӗтӗм Раҫҫейри диктант йӗркелет. Ун пек диктант ирттерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин маларах асӑннӑ обществӑн XV сьездӗнче сӗннӗ.
Диктант чӳкӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех иртӗ. Вӑл пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем географие епле пӗлнине тӗрӗслеме май парӗ. Вӑл ҫынсен географи пӗлес ӑсталӑхне палӑртӗ.
Диктанта ҫӗршывра пурӑнакан кирек кам та хутшӑнаять. Унӑн ҫулне те, пӗлӗвне те, епле тӗне ӗненнине те, ӑҫта ӗҫленине те пӑхмӗҫ. Хутшӑнас тесен пӗр пус та тӑкакланмалла мар. Диктант ҫырас кӑмӑллисене пурне те пӗр пек ӗҫ хушӗҫ. Диктант теми «Манӑн ҫӗршывӑм — Раҫҫей».
Диктанта хутшӑнас тесен 45-26-03 телефонпа шӑнкӑравласа (хушма номер 3302) е e-mailniko-inna@yandex электрон адреспа ҫырса тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче каллех компьютер ӑсталӑхне хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Унччен те пулнӑ ҫак пулӑшӑва авӑн уйӑхӗнчен ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ.
Компьютер ӑсталӑхне центрта ватӑсене вӗрентеҫҫӗ. Занятие эрнере икӗ хутчен, юнкунпа эрнекун, ирттереҫҫӗ. Пурне харӑс ӑнлантармаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӗлӗве ӑша хывма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе кашнине уйрӑм ӑнлантараҫҫӗ.
Малтанласа ватӑсене ансат япаласене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, ӗҫ сӗтелӗ ҫинчи ярлыксемпе епле усӑ курмалли пирки ӑнлантараҫҫӗ, файлсене епле йӗркелесе епле упраса хӑвармаллине каласа кӑтартаҫҫӗ. Флешкӑпа епле усӑ курмалли пирки те каласа параҫҫӗ. Шӑшипе ӗҫлесси те компьютер умне пуҫласа лараканшӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Тепӗр ҫыншӑн ансатӑн туйӑнакан япаласемех ыттисемшӗн йывӑрӑн туйӑнаҫҫӗ. Апла пулин те ватӑсем компьютера хӑнӑхаҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче влаҫ органӗсем йӗркеленӗ Вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «АФО чӑнлӑхӗ» сайт пӗлтерет. Шкулсене салатнӑ ҫырӑва ӗненсен портал вырнаҫнӑ серверта хытӑ диск тӗпренсе пӗтнӗ. Малашне вӗренӳ министерстви шкулсене хӑйсен сайчӗсене тытса пыма пулӑшмӗ, вӗсем кашни учреждени сайчӗсене хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама тивӗ. Вӗренӳ министерстви шкулсене ӑсталамалли хостинг вырӑнӗсене те сӗннӗ — тӳлевлисенчен пуҫласа укҫа тӑкакламалла маррисем таран.
Хӑй вӑхӑтӗнче чылай шкул хӑйсен сайчӗсене вӗренӳ порталӗнче тунӑччӗ. Унсӑр пуҫне ҫав порталрах вӗрентекенсем те хӑйсен страницисене ӑсталанӑччӗ. Организацисемпе учрежденисен каталогӗ cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ порталӗнче ӑсталанӑ сайтсен йышӗ вӗсен пуххинче икҫӗртен те иртнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри Вӗренӳ порталӗнче сайт йӗркелесси тӳлевсӗр пулнӑ. Министерство сӗнекен вариантсенче вара уйӑхне пӗри ҫеҫ тӳлевсӗр, ыттисенче уйӑхне сахалран та 120 тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Уйӑхсерен 1500 тенкӗ ыйтакан Росшкола проектне те сӗннӗ.
Вӗренӳ порталӗнче пухӑннӑ документсене халь авторсен ятарлӑ электрон почта адресӗпе ҫыру ҫырса илме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.
Ҫитес ытларикун, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, планпа килӗшӳллӗн халӑха пӗлтермелли сигнал тытӑмне тӗрӗслӗҫ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӑраса ӳкмелле марри ҫинчен систереҫҫӗ.
Ҫак кун 10:00 тата 10:30 сехетсенче сиренӑсем тата громкоговорительсем янӑраса кайӗҫ. Ҫавӑн пекех радио каналӗсем, телекурав халӑха граждан хӳтӗлевӗн систермелли сигналӑн тренировки пулни пирки «Внимание всем!» тесе пӗлтерӗҫ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хахайт (тревога) вӗренмелли ҫеҫ пулӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗсенчех юлма ыйтаҫҫӗ.
Хальхинче хахайт — вӗренмелли ҫеҫ. Ытти чухне вара халӑха кун пек сасса илтсен радиоприемниксене, телевизорсене ҫутма, васкавлӑ пӗлтерӗве итлеме хушаҫҫӗ. Кун пирки ӗҫтешсене, ертӳлӗхе, ҫемьене, кӳршӗсене пӗлтермелле ун чухне.
Кӑҫӑлтан пуҫласа И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Шупашкарти шкулсенче ҫӗнӗлле практика тухма пуҫлӗҫ. Малашне вӗсем унчченхи пек 1 уйӑх ҫурӑ мар, ҫур ҫул уроксем ирттерӗҫ.
Ку проектпа тӗп хулари 30 шкул интересленнӗ. Наталия Кудряшова практикант палӑртнӑ тӑрӑх, ку опыт уншӑн усӑллӑ. Унччен вӑл 1 уйӑх ҫурӑ ҫеҫ практикӑра пулнӑ. Ку уншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ. 3-мӗш лицейри Аршак Сагателян вӗрентекен вара Наталия пултаруллӑ педагог пулма пултарассине палӑртнӑ.
Лицей директорӗ Ирина Полбенникова ҫамрӑк специалистсен шкула килнӗ чухне опыт сахал пулнине каланӑ. Ҫапла вӗсем ӗҫлеме тытӑнсан 3 ҫул хӑнӑхаҫҫӗ.
Ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе хатӗрленӗ ку проекта. Эппин, малашне студентсем ахаль практикантсем ҫеҫ мар пулӗҫ. Вӗсем интереслӗ ҫамрӑк специалистсене ҫаврӑнӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине хальхи технологисемпе усӑ курса вӗрентессипе стажировка иртнӗ. Кун пек вӗрентӗве федерацин патшалӑх вӗренӳ стандартне куҫнӑ май йӗркеленӗ.
Стажировкӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркелени пирки Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров пӗлтерет.
Унта Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем хутшӑннӑ.
И.А. Фомина «Литература юррисем, вӗсенче илемлӗхе курма вӗрентесси», А.В. Волкова «Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса «Йывӑҫсем» темӑна вӗрентесси», С.Ю. Ефимова «Ача-пӑча сӑмахлӑхне 5-мӗш класра вӗрентесси», А.В. Ишова «Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса В. Агеевӑн «Чӑваш вӑййи» ӳкерчӗкне тишкересси, сочинени ҫырасси», Л.Ю. Николаева «Пайӑр ятсене вӗрентнӗ май кулленхи вӗренӳре усӑ куракан ӗҫ-хӗле йӗркелесси», Н.Д. Васильева «Сывлӑха упрас тесен мӗн тумалла?» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ шкулта укҫа пухни пирки час-часах сӑмах хускатать. Ку чылайӑшне тавлаштарать. Мӗн тума пухаҫҫӗ укҫана? Хысна уйӑрни ҫитмест-им? Ҫакӑ тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать ашшӗ-амӑшне.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шкулта укҫа-тенкӗ пухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.
Администраци ӗҫченӗсем кирек мӗнле пухнӑ укҫа пирки те тимлӗн итлеме хатӗр. Унта 23-42-37 е 23-42-47 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Ӗҫченсем шӑнкӑравсене кашни кун, канмалли кунсемсӗр пуҫне, 11-12 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ.
Телефон умӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата воспитани ӗҫӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Николаевна Тарасенко тата Надежда Станиславовна Ефремова лараҫҫӗ. Пӗр шӑнкӑрава та тимлӗхсӗр хӑвармасса шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |