Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.6 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Салапайкасси

Салапайкасси (выр. Салабайкасы) — Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял, Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме 21 км, район центрне, Кӳкеҫ поселокне ҫитме — 22 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫитме — 21 км. Климачӗ вӑтам континенталлӑ. Ял лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ вӑрмансен зонинче вырнаҫнӑ.

Историйӗ

XVIII ӗмӗрте ял Шарпаш ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ выҫҫӑлкӑ пулнӑ. 1927 ҫулхи историллӗ хутсенче ҫавӑн пекех Салапай ятпа асӑннӑ.

1866 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсен категорийӗнче шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчесси, вӑрман касса хатӗрлесси, чӑпта ҫапасси тата ют ҫӗре кайса ӗҫлесси.

1931 ҫулта «Красное знамя» колхоз йӗркеленӗ. 2010 ҫулта ял территорийӗнче «Атӑл» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ (ЯХПК) ӗҫленӗ.

Тӗрлӗ ҫулсенче ял Чикмӗ уесӗн Сӗнтӗр вулӑсне (XVIII ӗмӗр – 1920 ҫул), Шупашкар уесне (1920—1927 ҫулсем), Шупашкар районне (1927—1935 ҫулсем тата 1959 ҫултанпа), Ишлей районне (1935—1959 ҫулсем) кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Ҫулсем тӑрӑх ялти халӑх йышӗ:

  • 1795 ҫул — 13 кил;
  • 1859 ҫул — 24 кил, 88 арҫын, 92 хӗрарӑм;
  • 1897 ҫул — 79 арҫын, 81 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 44 кил, 101 арҫын, 107 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 89 арҫын, 119 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 95 арҫын, 119 хӗрарӑм;
  • 2002 ҫул — 63 кил, 153 ҫын: 68 арҫын, 85 хӗрарӑм;
  • 2010 ҫул — 57 пайӑр кил хуҫалӑхӗ, 176 ҫын: 81 арҫын, 95 хӗрарӑм.

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Ялта шкул, фельдшерпа акушер пункчӗ, вулавӑш, спорт лапамӗ тата виҫӗ лавкка пур.

Паллӑ ҫынсем


 
Категорисем: Салапайкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-24 23:36:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем