Шупашкарта «Экспресс-кинемейсем» социаллӑ проект старт илнӗ. Халӗ ватӑ ҫынсене киле ача пӑхма чӗнме пулать.
Проект Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта пурнӑҫланать. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм нимеҫӗсем (волонтерсем) ҫемьесене ачасене пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Унта хутшӑнакан волонтерсене тест витӗр кӑларнӑ. Ҫапла вӗсенчен кашнинех ачана шанса пама юрать.
Тӗплӗнрех кун пирки 51-27-80, 53-42-94 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Чӑваш Енре тепӗр ҫын 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Татьяна Иванова Шупашкар районӗнчи Мишер ялӗнче пурӑнать. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй саламланӑ, хаклӑ парнесемпе, чечек ҫыххипе савӑнтарнӑ.
Татьяна Ивановна ывӑлӗпе тата кинӗпе пурӑнать. Вӑл халӗ те куҫлӑхсӑр вулать, килтисене канашпа пулӑшать.
Татьяна Иванова хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, пӑру пӑхнӑ, утӑ ҫулнӑ. Хӗр пӗвне кӗрсен Валентин Понаморева качча тухнӑ. Вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Татьяна Ивановна ӑна пӗчченех ӳстернӗ, упӑшкине фронта илнӗ. Таврӑнман вӑл, 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Татьяна Иванова каярахпа татах качча тухнӑ. Вӗсен тепӗр икӗ ача ҫуралнӑ.
Кӑшарни умӗн православи тӗнӗпе пурӑнакансем кунӗпех типӗ тытаҫҫӗ, кӑрлачӑн 18-мӗшӗ — Кӑшарни типпи. Хӗрлӗ Чутайри Турӑ Хӗресне Ҫӗкленӗ чиркӳре тӑрӑшакан Максим аттепе Татиана анне тата ӳнер шкулне ҫӳрекенсем Атнарти тата Ут-Тапӑрти стационарсене выртакан ватӑсемпе тӗл пулчӗҫ.
Максим атте ватӑсене ҫывхаракан Турӑ уявӗсем пирки ӑнлантарса пачӗ: ҫак кунсенче Таса сывлӑш вӑйӗпе шыв сӑвапланни, ҫав шыв ҫынсене ҫылӑхсенчен, тӑшмансенчен, чир-чӗртен хӑтарни пирки каларӗ.
Ҫамрӑк артистсем Татьяна Зарубина ертсе пынипе ватӑсене чуна тивекен концертпа савӑнтарчӗҫ.
Максим атте пухӑннисене асӑнмалӑх Сӑваплӑ Лука иконине парнелерӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене юлашки ҫулсенче тата тепӗр тӳлев хушса пачӗҫ: халӗ вӗсен ҫурта тӗплӗн юсассишӗн укҫа тӳлемелле. Капюсавшӑн укҫа тӳлеттерме тытӑнсан халӑх самаях кӑмӑлсӑрланнине нумайӑшӗ астӑвать ӗнтӗ. Ара пулмасӑр. Ахаль те ҫити-ҫитми укҫана тенкӗн-тенкӗн сыпӑнтарса пыракансемшӗн кашни тӑваткал метршӑн хушма укҫа тӳлесси пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫынсем тӳлеме тытӑнса тӑнине кура иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пени хушма тытӑнчӗҫ.
Ҫынсен хӑш-пӗр категорине капюсавшӑн тӳлеттерес марри пирки ҫӗршывра саккун проекчӗ хатӗрленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫапла вара чӑн та, ун пек саккун тухрӗ. РФ Президенчӗ регионсене 80 ҫултан аслӑраххисене тӳлеттермелле мар тума ирӗк панӑ. I тата II ушкӑн инваличӗсен, сусӑр ачаллӑ ҫемьесен тата 70 ҫултан аслӑраххисене капюсавшӑн йӳнӗрех тӳлеттермелле тумалли пирки те каланӑ.
Капюсав хакӗ кӑҫалтан пӗр тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 80 пуса ҫитрӗ.
Районсенче пулма тӳр килнӗрен тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫма май пур. Вӑл е ку районта лайӑх е япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме ҫук. Эпир пӗр ҫынна курса пурне те хаклама хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. Кашни тарӑхрах тӗрлӗ ҫын пурӑнать.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, «вӑрҫӑ ачисем» мӗнле пурӑнни куҫ умӗнчех. Пӗрисене ачисем лайӑх пӑхаҫҫӗ, тирпейлӗ ҫӳретеҫҫӗ. Теприсем вара… ватӑ ҫын вилессе кӗтеҫҫӗ. Ҫапла, 90 е 100 ҫулалла кармашакан амӑшӗ е ашшӗ автан авӑтман яла ӑсанасса кӗтсе пурӑнакансем те пур. Пӗррехинче Ҫӗрпӳ районӗнче пултӑмӑр, ватӑ арҫынпа калаҫрӑмӑр. Хӑй сусӑр, вӑрҫӑ ҫулӗсенче ача-пӑча пулнӑ. Алӑ тупанӗ, иккӗшӗ те, ҫук унӑн, хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Юлташӑм ватӑ арҫынпа калаҫрӗ, йывӑр ҫулсем пирки, вӑрҫӑ нуши ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Чӑннипех те шеллерӗ вӑл ватӑскере. Сывпуллашнӑ чухне вӑл ӑна тата нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. «Мӗн, мана вӗлересшӗн-им?» - мӑртӑхса пат татса хучӗ хӗрӗ. Ашшӗне, памперспа ҫӳрекенскере, пӑхса ывӑннӑ-ши вара вӑл? Хӑйне пӑхса ӳстернӗ ҫывӑх ҫынни пирки вӑл ҫапла епле калама хӑять?
Танлаштарӑмпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен пенсионерсене пурӑнмашкӑн ӑнӑҫлӑ регионсен йышне кӗнӗ. Ҫапла пӗлтерет rospens.ru портал.
Чӑваш Ен рейтингра — 6-мӗш вырӑнта. Списока хатӗрленӗ чухне специалистсем региона шута илсе вӑтам пенси укҫине шутланӑ. Унран ЖКХ тӳлевне, эмел туянмалли укҫа-тенке, апат-ҫимӗҫ «карҫинккине» кӑларнӑ.
Специалистсем шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри пенсионерсен ҫӳлерех асӑннӑ тӑкаксене саплаштарнӑ хыҫҫӑн тата 3313 тенкӗ юлать. Ҫакна кура пирӗн республика 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Танлаштарӑмпа килӗшӳллӗн, Иркутск облаҫӗнчи пенсионерсем лайӑх пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем — 1-мӗш вырӑнта. Унта ирӗклӗ усӑ курмалли укҫа 4266 тенкӗ юлать. Ҫавӑн пекех чи лайӑххисен йышне Брянск, Тула, Чулхула облаҫӗсем, Пушкӑрт Республики кӗнӗ.
Рейтингӑн аялти йӗркисене Дагестан Республики, Краснодар тата Приморье крайӗсем йышӑннӑ.
Республикӑра ЧР Элтеперӗ ҫумӗнче Ваттисен канашне йӗркелесси пирки хушӑва чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Анчах унӑн йышӗнче кам пулассине халӗ тин татса панӑ.
Раштавӑн 11-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче пӗрремӗш тӗлпулу иртнӗ. Тӗрлӗ организаципе орган сӗннӗ 60 кандидатурӑран 18-шне канаш пайташне суйланӑ. Вӗсем пурте — ӗҫ ветеранӗсем, пурте патшалӑх е общество, экономика, ӑслӑлӑх, социаллӑ тытӑм тата ӳнер ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн наградӑна тивӗҫнӗ.
Канаш председательне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн унчченхи ректорне Лев Куракова суйланӑ. Унӑн ҫумӗ вара Петр Ивантаев пулӗ.
Елчӗк районӗнчи Тӗмер ялӗнчи вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫынсене киле ҫитсе кӗнеке вулаттараҫҫӗ.
Кӗнекепе пичет кӑларӑмӗсене вӗсем халсӑр ватӑсемпе сусӑрсем патне киле кайса параҫҫӗ.
Килсерен кӗнекепе ҫӳренине вулавӑш ӗҫченӗсем кӑҫалхи Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ-ха.
Асӑннӑ ялти культура ӗҫченӗсем те ватӑсемпе сусӑрсем патен тухса ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть, акӑ, вӗсем ватӑ Николай Никитин, сусӑр Василий Уткин, 92-ри Раиса Яковлева патӗнче пулнӑ.
Киле пырса кӑмӑл тунине ватӑсемпе сусӑрсем чунтан тав туса йышӑнаҫҫӗ. Киле кӗнеке пырса парас ырӑ йӑла Хӑвӑлҫырмари вулавӑшӑн та пур. Унтисем нумаях пулмасть ҫав ялти Геннадий Купташкин килӗнче пулнӑ. Вӑл ӗмӗрӗпе вырӑнти колхозра водительте, бригадирта ӗҫленӗ. Ватлӑхра сусӑрланса юлнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Ҫамрӑксен театрӗ ыркӑмӑллӑх акцине пуҫарнӑ. «Савӑнӑҫ парнеле» ятлӑ вӑл.
Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Ачасемпе ватӑсем валли открытка хатӗрлеме, парне тума кашниех пултарать. Театрта укҫа-тенкӗ енчен те пулӑшу кӗтеҫҫӗ. Унпа ачасем тата ачасен ҫуртӗнче пурӑнакан шӑпӑрлансем валли Ҫӗнӗ ҫул парнисем туянӗҫ.
Ҫӗнӗ япаласене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Ручка-тетрадь, кӗнеке, тетте, ӑшӑ тум йышӑнаҫҫӗ. Ватӑ ҫынсене халатпа, тутӑрпа, сувенирсемпе тата ытти япалапа савӑнтарма юрать.
Парнесене раштавӑн 27-мӗшӗччен ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Ҫамрӑксен театрне пырса памалла. 51-15-28, 52-30-69 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтма пулать.
Палӑртса хӑварар: Ҫамрӑксен театрӗ виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ача ҫурчӗсене, ватӑсен ҫурчӗсене, пульницӑсене спектакльсемпе ҫитет.
Капюсавшӑн укҫа тӳлеттерме тытӑнсан халӑх самаях хирӗҫленӗччӗ. Халӗ те хӑшӗ-пӗри ӑна тӳлесшӗн мар. Анчах юпа уйӑхӗнче тӳлеменшӗн пени хушма тытӑнсан чылайӑшӗ хускалчӗ. Халӗ тӳлекенсен йышӗ нумайланса пынине палӑртаҫҫӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий Медведев саккун проектне хатӗрлеме хушнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ватӑ ҫынсем капюсавшӑн тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултарӗҫ.
Проекта Финанс, Строительство тата Ӗҫ министерствисем хатӗрлӗҫ. Вӗсем ҫӑмӑллӑхсене палӑртӗҫ.
Ҫавӑн пекех премьер-министр палӑртнӑ тӑрӑх, Правительство регионти влаҫсене пӗччен пурӑнакан 70 ҫултан аслӑрах ҫынсене юсав укҫин 50 процентне саплаштарма сӗннӗ. 80-ран иртнисене вара — 100 проценчӗпех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |