Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара пурӑннӑ кинемей сарӑмсӑр вилнӗ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн пурнӑҫне вут-ҫулӑм татнӑ.
Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче унӑн пӗр хутлӑ йывӑҫ пӳртӗнче пушар алхасма тытӑннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн 81 ҫулти кинемей виллине тупнӑ. Ват ҫын сӗрӗмпе чыхӑнса вилме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫын вилнӗ тӗслӗхе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслеҫҫӗ. Карчӑка такам пусмӑрласа вӗлерни пирки калама сӑлтав ҫук-мӗн. Пушар вут-ҫулӑмпа асӑрханусӑр пулнӑран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари инкекӗн сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ меслетпе палӑртассине шантараҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе пуҫармассине тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев хыҫҫӑн татса парӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Татьяна Тихонова пенсионера ОТР каналпа кӑтартрӗҫ. «Активная среда» телепередачӑна ӑна нимеҫӗ (волонтер) пулнӑран чӗннӗ.
Утмӑла ҫывхаракан хӗрарӑм Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта 2016 ҫулта йӗркеленӗ «Экспресс бабушки» (чӑв. Экспресс асаннесем) проекта хутшӑнать, нимеҫӗ пулса ачаллӑ ҫемьесене пулӑшать.
Шупашкар хӗрарӑмӗпе телесюжетра «бабушка со стажем» (чӑв. стажлӑ асанне) тесе паллаштарчӗҫ. Тата унӑн пилӗк мӑнук тесе каларӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ — хӑйӗн. Ыттисем — ют ҫынсен ачисем. Хастар пенсионер вӗсене пӑхать. Кашни кунах мар. Эрнере — пӗр-икӗ хут. Темиҫешер сехет.
Хальхи вӑхӑтра хӗрарӑм Шупашкарти виҫӗ ачаллӑ Андреевсене пулӑшнине пӗлтерчӗҫ. Кӗҫӗннисене, улттӑри йӗкӗрешсене, амӑшӗ тепӗр чух кинемейпе шанса хӑварать.
Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ.
Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ.
Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ.
Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ, халӗ ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗпе Николай Панкратовпа тӗл пулнӑ.
Ватта Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх вырӑнӗнче тесе мухтанӑ.
Николай Панкратов вара ялсене ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби аслӑ ҫулсенчисене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнине хыпарлать.
Виҫӗмкун Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ ҫумӗнчи ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. «Ку вӑл — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тӗлпулу», — тенӗ асӑннӑ канаш ертӳҫи Лев Кураков.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Виталий Станьяла хурласа Кураков Туркай умӗнче айӑпа кӗнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Тӗп Ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта Владимир Путин патне яма хатӗрленӗ Уҫӑ ҫырӑва хӗрӳллӗ пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Тимӗр Тяпкин чӑваш чӗлхи паянхи кун йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнин сӑлтавне ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхине тимлӗх уйӑрманнинче курать. «Килте чӑвашла калаҫма пуҫланӑ хыҫҫӑн кӑна шкулсемпе ача пахчисенче чӑвашла вӗрентессине ыйтма пулать», — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Пётр Федотов пенсионер вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 400 пин ытла хӑйсен юнне тӑкни пирки каланӑ. Анчах, шел те, вӑрҫӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхине хӗсме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Алексей Бойков тӗрлӗ хутсене икӗ чӗлхепе йышӑнса пыма сӗннӗ, радиопа телекуравра чӑваш чӗлхин вӑхӑтне ӳстерме ыйтнӑ.
Усӑллӑ сӗнӳсемпе ҫавӑн пекех Алексей Иванов-Сӗрмек, Эдуард Ушаков, Владимир Милютин, Альберт Егоров татат ыттисем тухса калаҫнӑ.
Уҫӑ ҫырӑвӑн хатӗр варианчӗпе пирӗн сайтра паллашма пултаратӑр.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче пурӑнакан Матрена Ямброськина паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.
Тыл ӗҫченӗ хӑйӗн чаплӑ юбилейне ачисемпе, мӑнукӗсемпе, кӳрши-аршипе тата тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Саламлама ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев, Акчикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Ольга Сергеева ятарласа пынӑ, Владимир Путин Президентӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Каласа хӑвармалла: Матрена Филипповна Октябрь революцийӗн вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин терт-нушине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл фронтри салтаксемпе офицерсем валли ҫӗрулми типӗтнӗ. Кайран Павел Ямброськина качча тухнӑ, вӗсем пӗрле ултӑ ача ӳстернӗ. Матрена Филипповна «Путь Ильича» колхозра тар тӑкнӑ.
«Эпӗ чи пуян хӗрарӑм, — тет юбиляр. – Манӑн мӗн кирли йӑлтах пур: ачасем, вунӑ мӑнук, тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Патшалӑх пенси парать. Хӑш-пӗр чухне ӑна ӑҫта чикмеллине те пӗлместӗп».
.
Ултавҫӑсем ветерансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яма именмеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 98 ҫулти ветерана улталанӑ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче унӑн хваттерне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе газ службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ӑна хваттере кӗртнӗ. Хайхискер 8800 тенкӗ тӑракан прибор лартасси пирки каланӑ. Хӗрарӑм ветеран пулнӑ май ӑна йӳнӗрехпе тума шантарнӑ. Ҫапла ветеран 5300 тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Газ тухсанах прибор ӗҫлесе каять, кун пирки тӳрех Горгаза пӗлтерӳ ҫитет имӗш. Арҫын ҫапла ӑнлантарнӑ. Специалистсем хӑйсемех килсе юсаса парӗҫ-мӗн.
Анчах кунашкал прибор 600 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Ҫапла майпа ветерана улталаса хӑварнӑ, укҫине сӑптӑрнӑ. Вӑл 9 хут ытларах тӳленӗ.
Шупашкарти 47-ри арҫын ватӑ та сусӑр амӑшне хӗнесе пурӑннӑ. Усалланнӑшӑн ӑна унччен те судпа айӑпланӑ. Алла ҫывхарнӑ этем халӗ те ӑсланман, ӳсӗрле ватӑ амӑшне хӗнесе асаплантарнӑ.
Полицие карчӑкӑн тӑванӗн хӗрӗ пӗлтернӗ. 86-ри кинемие пӑхса пурӑнакан хӗрарӑм ватӑ Шупашкарти Мир проспектӗнче пурӑннине пӗлтернӗ. 90 ҫула ҫывхаракан ватӑ ывӑлӗпе пурӑннӑ. Ҫулне кура тата сусӑррине пула унӑн арҫын куҫӗнчен пӑхма тивнӗ. Вӑйпитти этем ҫывӑх ҫыннине ыр кӑтартса пурӑнас вырӑнне эрехпе айкашса чунне илнӗ, кинемие час-часах хӗненӗ.
Полицие ку хыпар ҫитнӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усал арҫын хӑйӗн хура ӗҫне пытарман, йышӑннӑ, ҫапах та мӗнле хӑтланнине каласа кӑтартма килӗшмен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Ваттисен кунӗнче ваттисем валли хӑйне евер парне пулӗ ку. 60 ҫултан иртнӗ ҫынсен ҫӳҫе тӳлевсӗр е йӳнӗрех хакпа кастарма май пулӗ.
Николаев урамӗнчи «Овация» тата Декабристсен урамӗнчи «Диана» парикмахерскисем ваттисене хапӑлласах йышӑнӗҫ. Унта аван уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӳлевсӗр ҫӳҫ касӗҫ. Маларах ҫырӑнас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 63-39-36.
Ку кӑна мар. Хулари хӑш-пӗр парикмахерски пенсионерсене йӳнӗ хакпа – 100 тенкӗпе – ҫӳҫ касать. Ку акци авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Ваттисен ӳсӗмне ӗнентерекен документ кӑтартмалла. Каласа хӑвармалла: пенсионерсен ҫӳҫне «Облик» вӗренӳ центрӗнче ӑс пухакан ӑстасем касӗҫ.
Ваттисен кунӗ ҫывхарса пырать. Уявра пенсионерсемпе «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртнӑ. Ваттисен ыйтӑвӗсене регионти темиҫе ведомство ӗҫченӗсем хуравлӗҫ.
Аса илтетер: ваттисен кунне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» вара авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. 8(83352)39-36-81 телефонпа ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12-ччен шӑнкӑравлама май пур.
Ваттисен ыйтӑвӗсене республикӑри тӗрлӗ социаллӑ ведомство ертӳҫисем хуравлӗҫ: Пенси фончӗ, ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хутлӗх министерстви, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Социаллӑ страхлав фончӗ, Медицина страхлавӗн фончӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |