«Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем черетлӗ велосезона уҫнӑ. Туслӑ йыш велосипед ҫине ларса СССР лётчик-космонавчӗн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитсе килнӗ. Велочупӑва хастарсем Космонавтика кунне халалланӑ.
Велоюхӑм ертӳҫи Николай Плотников халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл» маршрутпа 200-е яхӑн ҫула тухнӑ. Вӗсенчен чи кӗҫенни 7 ҫулта пулнӑ, чи асли — 81-ре.
Велосипедпа ҫула тухнисене вырӑнти тӳре-шара кӗтсе илнӗ. Шупашкартан пырса ҫитнисене музейпа паллаштарнӑ, концерт кӑтартнӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май республикӑра сӑвӑссем те вӑраннӑ. Паянхи кун тӗлне 5 ҫын пульницӑна сӑвӑс ҫыртнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу илме пынӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисен йышӗнче Шупашкар арҫынни тата ача пур. Пӗлтӗр ҫак вӑхӑт тӗлне 3 ҫын сӑвӑс ҫыртнипе пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр боррелиозпа 20 ҫын чирленӗ. Унран вакцина ҫук.
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ача ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе шыранӑ. Халӗ тупнӑ. Телее, вӑл чӗрӗ-сывах.
Арҫын ачана "Таможня" чарӑну ҫывӑхӗнчи "Пятерочка" лавккара тупнӑ.
Сӑмах май, вӑл ҫухалсан следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАС пайӗнче ӗҫлекенсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ икӗ ят хунӑ. Вӑл – Яра-Дея.
ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем унччен кунашкал ятпа тӗл пулманнине палӑртнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Максим Марьин ӗнер ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» хастарӗсем ӑна шырама тухнӑ.
Ача 130 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Тӗттӗм кӑвак куртка, тӗттӗм хӗрлӗ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ун пирки пӗлетӗр пулсн шӑнкӑравлӑр: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗсем: Елена Касатка, 89520203557, Татьяна Гюрза, 89282660548
Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсӗ Чӑваш Енре кӑҫал та иртӗ. Унта уйрӑм авторсем те, авторсен ушкӑнӗсем те хутшӑнайӗҫ.
Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнӗҫ: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (конкурс ҫӗнтерӳҫине 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ), вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав (75 пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ), аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ лекӗ).
Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш ҫурти 2-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 56-50-57 (хушма номер 2537).
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ача чутах машина айне пулман - хӑраса кӑна ӳкнӗ. Вӑл велосипедпа пынӑ чухне ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Юрать-ха, хӗрачана темех пулман. Водитель пысӑках мар хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу, полици чӗннӗ.
Ӗнер 18 сехет ҫурӑра Шупашкарта 10 ҫулти хӗрача "Лада Калина" машина кустӑрми айне пулнӑ. Ку инкек Шумилов урамӗнче пулса иртнӗ.
Видеокамерӑна пӑхсан 33 ҫулти водитель ҫул хӗресленекен вырӑна светофорӑн симӗс ҫутипе тухни паллӑ. Анчах кӑшт кайсан ун умне хӗрача сиксе тухнӑ.
Ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене тӗрӗллӗ парне пама пуҫлӗҫ. Ӑна 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем тивӗҫӗҫ. Парне йышӗнче мӗн пулӗ-ха? ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫакна пӗлес тесе ыйтӑм ирттерет.
Виҫӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ: пододеяльник, тӗрленӗ алшӑлли, простынь, юмахсен кӗнеки. Иккӗмӗшӗ: ача утиялӗ, тӗрӗллӗ кипке, ахаль кипке. Виҫҫӗмӗшӗ: капюшонлӑ алшӑлли, чӗрне касмалли хачӑ, погремушка, прорезыватель, ӗмкӗчлӗ бутылка.
Хальхи вӑхӑтра 1-мӗшӗшӗн ытларах сасӑ панӑ.
«Ниссан» автомобильпе ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм йӗркене пӑсма питех те юратнӑ.
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 16 сехет те 23 минутра Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем унӑн автомобильне тӗрӗслес тӗллевпе чарнӑ. Хӗрарӑм икӗ ачине автокреслосӑр илсе ҫӳрени палӑрнӑ.
Хӗрарӑм-водителе йӗркене пӑсма юраманни, автокресло ҫыншӑн мар, ачасене инкеке лекесрен асӑрханма кирли ҫинчен ӑнлантарса панӑ, административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Тепӗр сехетрен ҫав машиӑна каллех чарнӑ. Руль умӗнчи хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Тепӗр кунхине ҫав хӗрарӑм каллех йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Ун чухне вӑл унчченхи кунхинчен те ӳсӗртерех пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |