Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Статистика
o76.pskovedu.ru сайтри сӑн
o76.pskovedu.ru сайтри сӑн

Кӑҫал 10 уйӑхра республикӑри ҫул-йӗр ҫинче 739 авари пулнӑ. Вӗсенче 112 ҫын вилнӗ, 952-ӗн суранланнӑ.

Статистика савӑнтармасть. Ку ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклес тесе республикӑра «Чӗрӗ юл» хӑрушсӑрлӑх эрни иртет. Ӑна ҫул-йӗр ҫинче вилнӗ ҫынсене асӑнмалли куна халалланӑ.

Юлашки 5 ҫулта Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи аварире 602 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 20-шӗ - ачасем.

 

Хулара
digitalocean.ru сайтри сӑн
digitalocean.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине банк карточки ҫинчи 50 пин ытла тенки ҫухалнине асӑрханӑ та тӳрех полицие кайнӑ. Кӑштахран йӑлтах уҫӑмланнӑ: 9 ҫулти мӑнукӗ телефонра вӑйӑ вылянӑ иккен.

Ача вӑйӑ валютине тата суперпӑшал илес тесе палламан ҫын мӗн ҫырнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Ҫапла вӑл 52-ри хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Счет ҫинчи укҫа ҫийӗнчех ҫухалнӑ.

Ачан амӑшӗ кун пирки пӗлсен телефонри вӑййа тасатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 17 сехет те 40 минутра Комсомольскинче шкул автобусӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Автобус салонӗнче 15 ача тата 1 аслӑ ҫын пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул автобусӗн рулӗ умӗнче ларнӑ 54 ҫулти арҫын светофор умӗнче чарӑннӑ чухне дистанцие пӑхӑнмасӑр малта пыракан «Тойота» ҫине пырса кӗнӗ. Виҫӗ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем Шупашкартан театрализациленӗ представленирен таврӑннӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӑна прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче автобус ачана ҫапса кайнӑ.

Инкек ирхи 10 сехет те 30 минутра «Чебоксарец» магазин тӗлӗнче пулса иртнӗ.

Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ачапа унӑн тӑванӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. 41-мш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫавӑн чухне ачана ҫапса кайнӑ.

Пуҫне суранлатнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/3672
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

10 ҫулти арҫын ача килте пӗчченех пулнӑ чухне ашшӗн пневматика пистолетне тупнӑ. Хайхискер тусӗсемпе унпа выляма, банкӑсене пеме шутланӑ.

Анчах вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ вӗт. Пуля арҫын ачана шӑп та лӑп ҫамкинчен лекнӗ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр ӑна операци тунӑ. Халӗ арҫын ачан сывлӑхе хӑрушлӑхра мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91170
 

Хулара
ezavi.ru сайтри сӑн
ezavi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят.

Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет.

Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ.

 

Культура
vk.com/chansamble21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chansamble21 сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн вокалпа хореографи студийӗн преподавателӗсем тӗрлӗ халӑх ташшине ташлама хӑнӑхтарӗҫ.

Ансамбль артисчӗсем ташӑри кашни хускану мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.

Ӑсталӑх сехечӗ Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 6-13 ҫулсенчи ачасене йыхравлаҫҫӗ.

 

Республикӑра
yur-gazeta.ru сайтри сӑн
yur-gazeta.ru сайтри сӑн

Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм ачине хӗненӗ тесе шутлаҫҫӗ. 13-ри хӗрачана унран туртса илнӗ, кукамӑшне (е асламӑшне) панӑ.

Следстви шутланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ҫак хӗрарӑм килӗнче ӳсӗр пулнӑ чухне хӗрне пӗрре мар хӗненӗ, ӑна тивӗҫлӗ воспитани паман. Ҫак ҫемье унччен те ӑнӑҫсӑррисен шутӗнче тӑнине палӑртмалла.

Халӗ следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/91002
 

Статистика
krasivoe-foto.ru сайтри сӑн
krasivoe-foto.ru сайтри сӑн

Президент пепкелӗх центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӑк пульницӑра 50 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 5 хут нумайрах.

Тӗрӗссипе, кӑҫал йӗкӗреш кӑна мар ытларах ҫуралнӑ. Кӑҫал пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 228 ача ытларах кун ҫути курнӑ.

Ҫакӑ та кӑсӑклӑ: юлашки ҫулсенче арҫын ача ытларах ҫуралать. Пирӗн республикӑра тин ҫуралнӑ пепкесем вилессин кӑтартӑвӗ вара ҫӗршывра чи пӗчӗкки.

 

Раҫҫейре
"Пятница!" телеканал архивӗнчи сӑн
"Пятница!" телеканал архивӗнчи сӑн

Паян 22 сехетре «Пятница!» телеканала ҫутсан унта Чӑваш Ен ачине курма пултаратӑр. Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Егорова «Умнее всех» (чӑв. «Пуринчен те ӑслӑрах») кӑларӑма хутшӑннӑ. Эфирӗ шӑпах паян пулӗ.

Настя – 13 ҫулта. Ҫак кӑларӑма хутшӑнакан 9-14 ҫулсенчи ачасем хӑйсен ӑсӗпе укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ. Настя вара робототехникӑпа, программӑлассипе, культурӑпа тата Кӑнтӑр Корея технологийӗсемпе кӑсӑкланать. Вӑл хӑйӗн роботне тума ӗмӗтленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/90979
 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, ... 332
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире хӑтлӑх тата стабиллӗх шырама сӗнеҫҫӗ. Кухньӑри сӗтел-пукана ҫӗнетме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ шкап-купе е гарнитур туянма меллӗ вӑхӑт. Вӗсем сирӗн киле илем кӳрӗҫ кӑна мар, лӑпкӑлӑх та парнелӗҫ.

Авӑн, 06

1966
59
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2004
21
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть