Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Вӗренӳ

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 5–6, 7–11 классенче Хӑюлӑх урокӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва аслӑ прапорщик Петр Николаевич Яковлев тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Иван Петрович Матвеев хутшӑнчӗҫ.

Петр Николаевич Читара 12 ҫул, Свердловскинче 16 ҫул хӗсметре пулни ҫинчен каласа пачӗ. Яковлев П.Н. Упи шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри училищӗре тракторист профессине алла илнӗ. 1962 ҫулта ӑна пурнӑҫ ҫулӗ Ҫерем ҫӗр уҫнӑ ҫӗре илсе ҫитернӗ. Икӗ ҫул кунта вӑй хунӑ хыҫҫӑн ытти ҫамрӑксем пекех 23 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Кунта вӑл водитель пулса чаҫӗн полковникне турттарнӑ. Аслӑ прапорщик служба вӑхӑчӗ пӗтсен тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Кунта та ал усса ларман. Ял ҫыннисен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе чылай вӑй хунӑ: Пайсупин ялӗнчи ҫынсене газпа тивӗҫтерес ӗҫе хӑй йӗркелесе пынӑ (унччен ку таврари ялсенче пуринче те газ кӗртнӗ), районтан яла ҫитме автобус пулманран Афанасьев Виталий усламҫӑпа Шупашкар–Пайсупин маршрут уҫаҫҫӗ. П.Н. Яковлев староста ял ҫыннисемпе пӗрле пӗве тасатассине, ял ҫӑвине тирпей-илем кӳртессине, ҫӑва ҫуртне тӑвассине йӗркелесе пырать.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» видеоконкурс ирттерет. Конкурса йӗркелесе ирттерме пулашакансен йышӗнче Атнер Хусанкай ӑсчах тата Николай Ишентей сӑвӑҫ пулӗҫ.

Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем пурӗ 7 номинаци хатӗрленӗ: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча сӑввисем» (шкул ҫулне ҫитменнисем валли); «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча вӑййисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча юррисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: пуҫламӑш класс сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: Митта Ваҫлей сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: Николай Ишентей сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: чи лайӑх видео».

Сӑвӑ вулакансен http://pecekse.chuvash.org сайтра регистрациленмелле, ӳкермелли хайлава суйласа илмелле. Юрлакансен уйрӑм майпа ҫырӑнмалла — хӑйсен заявленийӗсене вӗсен civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла.

Конкурс йӗрки-шывне пирӗн сайтран илме май пур: Конкурс положенийӗ.

 

Республикӑра

Ҫамрӑк хӗрарӑм эрех-сӑрапа туслӑ пулнӑ, виҫӗ ачине, икӗ, тӑватӑ тата сакӑр ҫултисене, тивӗҫлӗ воспитани паман. Вӑл республика тулашне тӑтӑшах тухса ҫӳренӗ, ачисене пӗчченех хӑварнӑ. Ҫавна май 2014 ҫулта Вӑрмар районӗн сучӗ ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ.

Ҫак кунсенче суд амӑшӗн правине тавӑрса панӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ. Хайхискер ӗҫе вырнаҫнӑ, ачисене килсе курнӑ, вӗсен сывлӑхӗпе, шкулта мӗнле вӗреннипе кӑсӑкланнӑ, тумтир тата парнесем туянса панӑ.

Хӗрарӑм лайӑх енне улшӑннине суд шута илнӗ. Ачисем те амӑшӗпе пурӑнас килнине пӗлтернӗ. Опекӑпа попечительлӗх органӗсем те амӑшӗ ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш пурнӑҫӗнче ял-йышпа пухӑнса ирттерекен йӑла-йӗрке чылай. Вӗсене пирӗн асаттесем уявланӑ, хальхи вӑхӑтра вара атте-аннесем ҫуркунне, ҫулла, хӗлле е кӗркунне ялан пӗр вӑхӑта пӑхӑнса ирттереҫҫӗ.

Кашни уявӑнах авалтан килекен хӑйне евӗр пӗлтерӗшӗ, сӑмахлӑхӗ, юрри-ташши, илемӗ пур. Ҫӑварни уявӗнче сив хӗле ӑсататпӑр, ҫуркуннене, ҫуллана кӗтсе илмелли шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр. Ҫӑварни юрри-такмакӗ ҫӗр ӗҫӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. Ку уява хирти ӗҫсене хӑвӑрт, вӑр-вар пуҫтармалла пултӑр тесе ирттереҫҫӗ.

Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗн ачисем те ҫав йӑласене ирттереҫҫӗ — нарӑсӑн 16-мӗшӗнче вӗсем «Ҫӑварни уявне» паллӑ тунӑ. Унта 5-7 класс ачисем хутшӑннӑ.

Ҫӑварни — пысӑк та савӑнӑҫлӑ уяв. Ӑна ӗлӗк-авалхи Италири шавлӑ карнавалсенчен пуҫланнӑ теҫҫӗ. Ҫӑварни кунӗсене Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 8 кун маларах (пӗр вырсарникунтан пуҫласа тепӗр вырсарникунччен) уявлаҫҫӗ. Ку уяв кашни ҫул пӗр вӑхӑтра килмест, вӑл Мӑнкун хӑҫан пулассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Ҫӑварни пуҫламӑшӗ — Аслӑ ҫӑварни. Кӑҫалхи календарьпе аслӑ ҫӑварни нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулчӗ, вӗҫӗ — Кӗҫӗн ҫӑварни. Вӑл нарӑсӑн 18-мӗшӗнче пулать.

Малалла...

 

Культура
«Эревет» ансамбль
«Эревет» ансамбль

«Эревет» ансамбль иртнӗ шӑматкун Кремльти кермен сцени ҫине тухнӑ. Концерта Анастасия тата Захар Заволокинсем ертсе пынӑ. Мероприятине «Янра, хут купӑс!» телепроект йӗркелӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Геннадий Заволокин ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Республикӑри ачасен халӑх инструменчӗсен кӑтартуллӑ «Эревет» ансамбльне 28 ача ҫӳрет. Мускава вӗсем тата пысӑкрах йышпа, 35-ӗн, кайнӑ. Йышра унччен ансамбле ҫӳренисем те пулнӑ.

Мускаври Кремльти сумлӑ сцена ҫинче Чӑваш Енри 11 хут купӑсҫӑ, 5 параппанҫӑ, 6 контрабас-балалайкӑҫӑ тухнӑ. Унсӑр пуҫне шӑпӑр, шӑхлич, ытти инструмент калакан пулнӑ.

1981 ҫулта йӗркеленнӗ «Эревет» чылай ҫӗршыва: Италие, Францие, Германие, Бельгие, Голландие, Австрие, Словение, Словакие, Венгрие, Дание, Швецие, Финляндие, Турцие тата ытти ҫӗре — ҫитсе курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/news/18460
 

Статистика

Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине палӑртнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗ те вӑрӑмланнӑ, халӑх йышӗ те нумайланнӑ. Ҫынсен йышӗ мигрантсене пула кӑна мар, ача нумай ҫуралнипе те ӳснӗ.

Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта пурӑнакан ҫынсен хисепӗ 502 255-пе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 2203 ҫын нумайрах.

Ҫитес ҫулсенче те демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх пуласса шанаҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр 6 275 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2 462-шӗ ҫемьере пӗрремӗш пепке пулнӑ. 2 804-шӗ — иккӗмӗш ача, 801-шӗ — виҫҫӗмӗш тӗпренчӗк, 208-шӗ тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача пулнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрлере 13 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Пӗр талӑка яхӑн шыранӑ хыҫҫӑн, телее, вӑл тупӑннӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ уроксем хыҫҫӑн киле таврӑнман. Хӗрачана Ҫӗмӗрле районӗнчи кӑна мар, кӳршӗ районти полицейскисем те, Чулхула облаҫӗнчи ҫынсем те шыранӑ.

Нимеҫӗсем (волонтерсем) те ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем пакунлисемпе пӗрле вӑрманта, юхӑннӑ ҫуртсенче, путвалсенче, мачча тӑррисенче шыранӑ. Телее, хӗрачана тепӗр кунхине патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тупнӑ, киле илсе ҫитернӗ.

Хӗрача тупӑннӑшӑн ашшӗ-амӑшӗ питӗ савӑннӑ. Вӗсем полицейскисемпе нимеҫӗсене йывӑрлӑхра пӑрахманшӑн тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47890
 

Хулара

Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие Шупашкарти Кӑкшӑм урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗнни пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене ахальтен илтӗнмен-мӗн. Пакунлисем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Балконран «Байкал МП-512» пневматика пӑшалӗнчен икӗ хутчен пенӗ.

Ҫакна 15 ҫулти арҫын ача тунӑ. Хайхискер пӑшалтан пемелли секцие ҫӳрет-мӗн. Пневматика пӑшалне вӑл хӑй туяннӑ пулнӑ. Куншӑн унӑн ашшӗ-амӑшне явап тыттарнӑ.

Телее, арҫын ача балконран икӗ хутчен пенӗ пулин те никам та шар курман. Каярахпа вӑл полицейскисене акӑ мӗн ӑнлантарнӑ: пӑшала ашшӗ-амӑшӗнчен вӑрттӑн туяннӑ пулнӑ. Аслисем килте ҫук чухне пӑшала тӗрӗслеме шухӑшланӑ.

Арҫын ачан ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Халӗ полицейскисен 15-ри ачана кам пӑшал сутнипе палӑртмалла.

 

Сывлӑх

Красноармейски районӗнче ача пахчисенчен пӗрне хупса хунӑ. Анчах яланлӑхах мар. Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ лӑпланиччен. Эпидемиологи тухтӑрӗсем шӑпӑрлансем пӗри хыҫҫӑн тепри чирленӗ хыҫҫӑн ача пахчине хупма йышӑннӑ.

Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те чирлекенсем йышлӑ. Ҫавна пулах темиҫе шкулти хӑш-пӗр класра вӗрентмеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйсен сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлнехи лару-тӑрӑва илсе кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти виҫӗ шкулти виҫӗ класа хупнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — пилӗк шкулти вунпӗр класа.

Пневмонипе чирлекенсене иртнӗ эрнере 233 тӗслӗх шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак цифра 9,3 процент пӗчӗкрех иккен. Пневмонипе чирлекенсенчен 47,2 проценчӗ — ачасем.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм йӗрке хуралне сайра тӗл пулакан ыйтупа пынӑ. Упӑшки ют паспортпа усӑ курса авланнӑран хайхискер мӑшӑрланӑва саккунсӑр тесе йышӑнма тата икӗ ачин ҫуралнине ӗнентерекен хучӗсенче ашшӗн ятне тӗрӗс мар палӑртнине ҫирӗплетме ыйтнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм виҫӗ ҫул каялла качча тухнӑ. Вӗсен 2015 тата 2017 ҫулсенче икӗ ача ҫуралнӑ.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ют ят-хушаматлӑ паспортпа усӑ куракан Узбекистан гражданинӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Лешӗ пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей гражданинӗн суя паспорчӗпе пурӑннӑ. Ку кӑна та мар, 2015-2016 ҫулсенче вӑл темиҫе преступлени тунӑ, ҫакӑншӑн ӑна пӗлтӗр судпа айӑпласа явап тыттарнӑ.

Суд хӗрарӑмӑн ыйтӑвне туллин тивӗҫтернӗ, мӑшӑрланӑва саккунсӑр тесе йышӑннӑ, ачисен ашшӗн ячӗ тӗрӗс маррипе те килӗшнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47840
 

Страницӑсем: 1 ... 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, 183, 184, 185, [186], 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, 194, 195, 196, ... 329
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр — унта усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ туссем тупатӑр, Пуҫри «таракансене» йӗркене кӗртессишӗн ан тӑрӑшӑр, юратнӑ ҫынна та ку енӗпе ан тарӑхтарӑр - кӑмӑл хуҫӑлӗ кӑна. Ку эрнере кӑмӑл вара лайӑх, ҫӑлтӑрсем лайӑх хыпар е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулассине систереҫҫӗ.

Утӑ, 21

1907
118
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
89
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ