Ӗнер каҫхине республикӑра икӗ ҫынна машина таптаса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри — 12-ри ача.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 сехет те 25 минутра Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче 12 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне фура айне лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскере васкавлӑ медпулӑшу машинипе Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине ӑсатнӑ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, «МАН» фура водителӗ урӑ пулнӑ.
Темиҫе сехетрен ҫакнашкал инкек Канаш районӗнче пулнӑ. Атнаш ялӗ ҫывӑхӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине ҫӑмӑл автомашина пырса кӗнӗ. Шел те, хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Руль умӗнче ларнӑ 31 ҫулти водитель урӑ пулнӑ.