Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр саунӑри бассейнра 8 ҫулти ача виллине тупнӑ. Бассейнри шыв тарӑнӑшӗ 160 сантиметр пулнӑ.
Ача саунӑна екпле лекнӗ-ха? Вӑл унта амӑшӗпе ҫитнӗ-мӗн. Лешӗ саунӑра тусӗсемпе каннӑ. Ахӑртнех, пуҫа тӳрех ҫакнашкал шухӑш пурса кӗрет: «Амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ-им?» Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача бассейнра путнӑ самантра амӑшӗ урӑ пулнӑ. Ача ишме пӗлмен.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, РФ УКн «Асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ачасем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче асамлӑх кӗтеҫҫӗ. Уйрӑмах – ашшӗ-амӑшӗн хӳттисер юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсене савӑнӑҫ парнелес килет-и? Эппин, Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче вӗсене хӑвӑр ҫемьене вӑхӑтлӑха та пулин илӗр.
Ача ҫурчӗсенче, интернатсенче, реабилитаци центрӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансем ҫемье ӑшшине туясшӑн. Вӗсене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене вӑхӑтлӑха илме май пур.
Тӑлӑха ҫемьене илес тесен хӑш-пӗр документ хатӗрлемелле. Паспорт копийӗ, судпа айӑпланманнине ӗнентерекен справка (ӑна шалти ӗҫсен органӗсем параҫҫӗ), инфекци чирӗсем, наркомани, токсикомани, алкоголизм, психика чирӗсем ҫуккине ӗнентерекен 164/у-96 форматлӑ справка (ӑна сиплевпе профилактика учрежденийӗнче илмелле) кирлӗ пулӗҫ.
Питӗрти блогер Сергей тӑлӑх ачасене пулӑшать, вӗсем валли укҫа пухать. Вӑл «Твиттерта» пост туса икӗ эрнере 190 пин тенкӗ пухнӑ. Ку йӑлтах тӑлӑхсем валли.
Блогер пӗтӗмлетӳсем тунӑ май Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачан ҫырӑвне палӑртнӑ. 15 ҫулти ача ыркӑмӑллӑх валли 150 тенкӗ куҫарса панӑ. «Каҫарӑр кунта сахал пулнӑшӑн. Эпӗ 15 ҫулта, ҫакӑн чухлӗ укҫапа ҫеҫ пулӑшаятӑп. Шупашкарти Гриша» тенӗ вӑл ҫырӑвӗнче.
«Ҫын 15 ҫулта ыркӑмӑллӑх мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланать. Ку Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ», - шухӑшне палӑртнӑ блогер.
Сӑмах май, Пушкин хулинче пурӑнакан тӑлӑхсем валли укҫа халӗ те пухаҫҫӗ. Кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем ҫемье ҫурчӗсенче воспитательсемпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче санитари енӗпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем вӗренӳ учрежденийӗсенчи эпидемиологи лару-тӑрӑвне сӳтсе явнӑ. Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — комисси ертӳҫи Рудольф Селиванов ертсе пынӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне муниципалитетра 42 ҫын, ҫав шутран 40 ача, пульницӑри мар пневмонипе (ӳпке шыҫҫи) чирленӗ: Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта 19-ӑн, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта 7-ӗн, Нӑрваш Шӑхальти шкулта 4-ӑн, Алманчӑкринче 3-ӗн аптӑранӑ.
Сисчӗвлентерекен ҫак тӑрӑм хыҫҫӑн районта Роспотребнадзор ӗҫченӗсем эпидемиологи тӑрӑмне тӗпченӗ. Шкулсенче пӳлӗмсене дезинфикцилеме, сывлӑша кварцпа сиенсӗрлетме хушнӑ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта ачасене вӗрентме вӑхӑтлӑха чарнӑ, Патӑрьелти 2-мӗш шкулта — пӗр класра.
Ҫӗрпӳре ача чуччупа ярӑннӑ чухне лачака ӑшне путса ларни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫав ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине пӗлтерер.
Кӑҫал юпа уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ хала администрацийӗ «СК «Алсер Строй» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, стройфирмӑн Никитин урамӗнчи тата Парк бульварӗнчи картише хӑтлӑлатмалла пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ срок вӗҫленнӗ пулин те подрядчик картише симӗслетмен, газон курӑкӗ акман. Ҫавӑн пекех территорие кӗме юраманнине кӑтартакан карта тытман. Ҫавна май арҫын ача, чуччупа ярӑннӑскер, лачака ӑшне путнӑ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура стройфирма тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Куншӑн ӑна штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пуҫлӑх тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ.
Аса илтерер: Ҫӗрпӳ хулинче Халӑх фрончӗ хастарӗсем пулнӑ. Подрядчик тӑпран 20 сантиметр сийне илсе хӑйӑр тӑкни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗ акци ирттерет. Унта сусӑр ачасем валли шӑккалат пухаҫҫӗ. Пылак парнесене кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче парӗҫ. Шӑпах ҫав кун вулавӑшра «Юлташсемпе – Раштав уявӗ» мероприяти иртӗ.
Ҫак кун вулавӑша сусӑр ачасене чӗнӗҫ, вӗсем валли концерт лартӗҫ. Куракансене ача-пӑча ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи тата коррекци педагогикипе психологи факультечӗн 2-мӗш курс студенчӗсем театрализациленӗ постановка кӑтартӗҫ.
Сусӑр ачасем валли шӑккалат пухас акци паян пуҫланнӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑнас килет-и? Шӑккалата кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен илсе пыма юрать. Сирӗн пӗчӗк парне сусӑр ачана пысӑк савӑнӑҫ парнелӗ.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та чӑн чӑвашла пурӑнаҫҫӗ Антоновсем», — тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева паян тӗнче тетелӗнче.
Тӗмен хулинче пурӑнакан чӑваш ачи Сергей Антонов тӗнче шайӗнче иртекен «Ҫӗпӗр ҫӑлкуҫӗсем» фестивальте пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн амӑшӗ, Ольга Николаевна, — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, ашшӗ, Сергей Константинович, — Йӗпреҫ районӗнчен иккен.
Сакӑр ҫулти вӗсен ывӑлӗ мӗн ҫуралнӑранпах тенӗ пек Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ ирттерекен мероприятисене хутшӑннӑ. Йӑмӑкӗпе Кирӑпа иккӗшӗ те юрлаҫҫӗ. Каникулта асламӑшӗпе аслашшӗ тата кукамӑшӗ патӗнче каннӑран чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлет, чӑвашла юрлать.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та, чӑн чӑваш пулса ҫитӗнтереҫҫӗ ачисене Антоновсем», — хавхаланса пӗлтерет вӗсем ҫинчен Зоя Яковлева.
Чӑваш Енри тӳре-шара Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенчи ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласшӑн. Вӗсем валли пылак парне туянмашкӑн укҫа пухнӑ ӗнтӗ.
Кунашкал акцие республикӑра кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Министерствӑсенче тата ытти учрежденире ӗҫлекен ҫынсем пылак кучченеҫ туянмашкӑн укҫа-тенкӗ пухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах 1 миллион та 80 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Ку укҫапа 5 пин пылак кучченеҫ туянма пулать. ЧР Ӗҫлев министерствипе ИӖМ укҫа пуринчен те ытларах пухнӑ-мӗн. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, ахаль тӳре-шара 200 тенкӗ панӑ.
Ҫак кунсенче гуманитари пулӑшӑвне Ногинск хулине янӑ, унтан парнесене Украинӑна ӑсатӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право хуралӗнче тӑрӑшакансемпе Юристсен кунне халалласа иртнӗ «ҫавра сӗтеле» хутшӑннӑ.
2017 ҫул Раҫҫейри ЗАГС уйрӑмне йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енре кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑччӗ. Республикӑра мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен 8 процент ӳснӗ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ. «Килӗштерсе пурӑнакан ҫемье – Раҫҫей тӗрекӗ. Обществӑн тӗп никӗсӗ тесен те йӑнӑш мар», — ҫак шухӑша палӑртнӑ юристсемпе тӗл пулӑва кайнӑ Элтепер.
Унтан вӑл Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫемьесене пулӑшма нумаях пулмасть тунӑ йышӑнусем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫа-тенкӗпе пулӑшас йӗркене Чӑваш Енре нумаях пулмасть тепӗр хут йышӑнса хӑварчӗҫ.
Микулай Павловский Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Белгородра пурӑнакан ҫемьери ачасем чӑвашла вӗренесшӗн.
Хӗрарӑм ҫапларах шӑрҫаланӑ иккен: «Ачасем 4 тата 7 ҫулсенче, вӗсен ашшӗ — чӑваш, анчах вӑл чӗлхене ӑнланать ҫеҫ, калаҫмасть. Ачасене хамах вӗрентме пултаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ — филолог. Темиҫе ют чӗлхе пӗлетӗп, кӑштах — чӑвашла. Ют чӗлхене вӗрентмелли методикӑна пӗлетӗп. Манӑн ачасем нумай чӗлхепе калаҫаҫҫӗ (акӑлчан, нимӗҫ чӗлхи, испан чӗлхи вӗренеҫҫӗ). Ҫулла чӑваш ялӗнче чӑвашла калаҫнине илтнӗ те ҫитес ҫу валли чӑвашла калаҫма вӗренесшӗн», — тенӗ май ачасен амӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗренмелли пособи туянас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |