Шупашкарта пурӑнакан пӗр амӑшӗ пӗрремӗш класа ҫӳрекен хӑйӗн ывӑлӗ валли амӑш укҫипе компьютерпа телефон туяннӑ. Маларах пулсан ҫапла хӑтланнӑшӑн явап тыттарӗччӗҫ. Амӑш капиталӗпе усӑ курас йӗркене улӑштарнӑ хыҫҫӑн тупрана сусӑр ачасем валли те уйӑрма юрать.
Маларах эпир каланӑ ача шкул программине килте ӑша хывать. Ҫавӑнпа ӑна компьютер та, телефон та вӗренӳ валли кирлӗ.
Сӑмах май, ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ мар ачасене пенсие тӑлӑхсеннипе пӗрешкел парассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Социаллӑ пенсин уйӑхри виҫи 10068 тенкӗ те 53 пуспа танлашӗ. Ӑна ача 18 ҫул тултариччен, куҫӑн уйрӑмра вӗренекен студент пулсан 23 ҫула ҫитичченех тӳлӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ маррисем пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра — 12-ӗн.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче А. Г. Николаев ячӗллӗ Калайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи «Зарница» вӑйӑ иртрӗ. Вӑййӑ пурӗ пилӗк шкул хутшӑнчӗ. Хӑнана Шатракасси, Шомик, Сыпай, Шурча пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем килсе ҫитрӗҫ. Кашни командӑра вунӑ ача пулчӗ. 09 сехет те 45 минутра вӑййа килнӗ кашин отделени, Калайкасси шкул ачисем, курма килнӗ хӑнасем хӑйӗн вырӑнне спортзалта йышӑнчӗҫ. Ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи вӑййа Татьяна Аркадьевна Ершова шкул пуҫлӑхӗ уҫрӗ. Унтан Афган вӑрҫинче пулнӑ паттӑр салтаксем сӑмах илчӗҫ. Афган вӑрҫинче пулнӑ салтаксен пӗрлешӗвӗ ячӗпе Петров Константин Иванович тухса калаҫрӗ. Ершова Татьяна Аркадьевнӑна, Портнова Эльвира Владимировнӑна, Цветков Юрий Поликарповича тата Гордеев Вячеслав Кузьмича тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ. Калайкасси шкулне вӗренсе тухнӑ, Афган вӑрҫинче хутшӑннӑ Игров Вячеслав Павлович Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, ӑна сыхлама яланах хатӗр пулмаллине каларӗ. СОБР спецназ командирӗ, Григорьев Юрий Иванович полковник «Зарница» вӑййа хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ, ҫар вӑййисен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ.
Чӑваш Енре алимент парӑмӗ 1 миллиарда ҫывхарнӑ. Пӗлтӗр 350 миллион тенке шыраса илме май килнӗ-ха, ҫапах та парӑм виҫи ытла та пысӑк.
Алиментпа ҫыхӑннӑ парӑма паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче хускатрӗҫ. Кун йӗркинчи ыйту алиментпа тӳрремӗн ҫыхӑнманччӗ-ха, сӑмахӗ Чӑваш Енре тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне кӳресси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесси пирки калаҫнӑ чух хускалчӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӳлевсӗр пулӑшӑва тивӗҫ категорисене сӳтсе явнӑ май ачисене пӗччен ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ пирки сӑмах пулчӗ.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтӗр 350 миллион тенкӗ алимент шыраса илме май килнине каларӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑмӑн пӗтӗмӗшле виҫипе кӑсӑкланчӗ те министр 1 миллиарда яхӑннине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев яваплисен алимент шыраса илессипе ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварчӗ.
Иртнӗ шӑматкун «Аталану» ассоциацийӗнче лекци иртнӗ. Ачасене чӑвашла ӳстерес тата вӗрентӳре чӑваш чӗлхипе усӑ курассине аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ пӗрлӗх пайташӗсен умӗнче Елена Суслова нейропсихолог доклад каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫын хӑйӗн тымарӗсене пӗлнипе пӗлменни ун пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳни пирки каласа панӑ. Хӑйсен чӑвашлӑхӗнчен тарман ҫынсем хӑйсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен лайӑхрах туйнине унӑн тӗпчевӗ палӑртнине пӗлтернӗ.
Елена Суслова хӑйӗн пурнӑҫӗнчи саманчӗсене те илсе кӑтартнӑ. 2011 ҫулччен, Мускав лекиччен, имӗш вӑл хӑйӗн чӑваш тымарӗсене палӑртма юратман, пытарма тӑрӑшнӑ. Ют тӑрӑха лексен ҫеҫ хӑйӗнче чӑваша тупма пултарнӑ, именме пӑрахнӑ. Енчен те малтан хӑйӗн ҫуралнӑ вырӑнне «Чулхулапа Хусан хушшинче» тесе палӑртнӑ пулсан, Мускавра тӑватӑ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн кӑна ҫуралнӑ кӗтесӗ Шупашкар пулнине калама хӑват тупнӑ. Ачасене чӑвашла вӗрентсе ӳстерес кӑмӑл тупнисене Елена лекци-семинарта шӑп та лӑп хӑйсен тымарне пытарманни ачан кӑмӑл-сипетне лайӑхлатма пултарни пирки ӑнлантарса панӑ та.
Сӑмах май, «Аталану» пӗрлӗх пайташӗсем хӑйсен ачисемпе кашни шӑматкун пухӑнаҫҫӗ, ачисемпе чӑвашла вӑйӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма тӗрлӗ майсем шыраҫҫӗ.
Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулассине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен) йӗркелӳ комитетӗнче 15-е яхӑн ҫын тесе пӗлтернӗччӗ. Питӗрти ӳркенмен ентешӗмӗрсем ытти чух та тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарассипе ҫине тӑраҫҫӗ, шкулсене тухса ҫӳреҫҫӗ, ачасене чӑваш юмахӗсем каласа кӑтартаҫҫӗ.
Питӗрте иртнӗ Сурхуринче Ольга Павлова хастара хулари чӑвашсен пӗрлешӗвӗ Хисеп грамотипе чысланӑ.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн таврапӗлӳлӗх тата наци литературин пайӗнче Светлана Гордеева поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Вулавӑш «Юбиляры года» (чӑв. Ҫулталӑкри юбилярсем) ярӑмпа мероприятисен ярӑмне йӗркелеме палӑртнӑ. Светлана Гордеевӑпа тӗл пулма Шупашкарти 17-мӗш шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Светлана Денисовна Гордеева — поэт ҫеҫ мар, художник, журналист. Вӑл 1968 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинче ҫуралнӑ.
Ачасем Денис Гордеев ҫыравҫӑн хӗрӗ сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланипе кӑсӑклансах паллашнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене «Молодежный курьер» хаҫатра пичетленӗ. 2004 ҫулта «Литературная Чувашия» журналта унӑн сӑввисен суҫлӑ ярӑмӗ кун ҫути курнӑ. «Хаваслӑ карусель=Веселая карусель» сӑвӑсен пуххи 2012 ҫулта республикӑри конкурсра чи вуланакан кӗнеке ҫӗнтернӗ.
Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак уйӑхра «Битва лицеев» (чӑв. Лицей кӗрешӗвӗ) турнир пырать.
Ӑс-тӑн тупӑшӑвӗ кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче пуҫласа иртнӗ. Ун чухне ачасем математикӑпа пӗлӗве тӗрӗсленӗ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ачасем физикӑпа, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче информатикӑпа пӗр-пӗрин хушшинче тупӑшӗҫ.
Турӑн пӗрремӗш тапхӑрне хутшӑннисемпе ЧПУ Андрей Александров ректорӗ, прикладной математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗн деканӗ Александр Иваницкий тӗл пулнӑ, вӗсене ырӑ суннӑ.
Ун чухне Шупашкарти 2, 3, 4, 44-мӗш лицейри, 1, 2, 5-мӗш гимназири, 62-мӗш шкулти; Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри, 6-мӗш гимназири, 20-мӗш вӑтам шкулти; Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти, Красноармейски районӗнчи Тракри вӑтам шкулти 13 команда хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти 3-мӗш лицейри ачасем тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — 5-мӗш гимназирисем, виҫҫӗмӗшӗнче —Шупашкарти 44-мӗш лицейрисем.
Мала тухнисене хӑйсем патне вӗренме кӗме ЧПУ 5 балл парассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта хула администрацийӗн ачалӑха сыхлакан пайӗн ӗҫченӗсем хулара ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ҫул ҫитмен ачана тупса палӑртнӑ. 15 ҫулти хӗрачан ашшӗ вилнӗ, амӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки паян «Про город» (чӑв. «Хула пирки») портал пӗлтерет.
Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хайхи ачан саккунлӑ опекунӗсем ҫук. Ҫул ҫитменскер кукамӑшӗ патӗнче пурӑнать. Хӗрарӑм мӑнукне лайӑх пӑхать, мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтерет.
Опекӑпа попечитель пайӗн ӗҫченӗсем ачана ӑҫта вырнаҫтарассине, кампа хӑварассине ҫитес вӑхӑтрах саккунпа килӗшӳллӗн татса парӗҫ.
Асӑнса хӑварар, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта тупса палӑртнӑ ку пӗрремӗш тӗслӗх. Иртнӗ ҫул ҫак вӑхӑталла тӳре-шара ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ виҫӗ ачана шута илнӗ.
Чӑваш Ен шкул автобусӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене пула Раҫҫей телеканалӗсен эфирне темиҫе хут та лекни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Юлашки икӗ уйӑхра кӑна виҫӗ авари пулчӗ. Хальхинче шкул автобусӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах Канаш районӗнче сиксе тухнӑ. Маяк ялӗ тӗлӗнче паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, шкул автобусӗ КАМАЗпа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вӑхӑтӗнче транспортра 4 ача, 1 учитель тата, паллӑ ӗнтӗ, 1 водитель пулнӑ. Шкул ачисен сывлӑхне тӗрӗслеме Канашри территорисен хушшинчи центра илсе ҫитернӗ, Канашри психиатри пульницин тухтӑрӗсене ҫав вӗрекенсене психологи пулӑшӑвӗ пама илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ачасенчен пӗри те аманман. Ку лару-тӑрӑва Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче шкул автобусӗ маршруткӑпа ҫапӑннӑччӗ. Ҫул паман ГАЗель хуҫине уншӑн 500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Ун хыҫҫӑн тепӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ. Ун чухне шкул автобусӗнче пулнӑ 16 ҫулти хӗрӗн сӑмси хуҫӑлнӑ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗп хулари Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче виҫҫӗмӗш пӑтӑрмаха шута илнӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Ачасен хорӗпе иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче РФ Патшалӑх Канашӗнче концертпа пулнӑ ачасемпе чей сӗтел хушшинче тӗл пулнӑ. Унта ҫавӑн пекех икӗ ведомство ертӳҫи: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев тата культура министрӗ Константин Яковлев — пулнӑ.
Регион пуҫлӑхӗ пултаруллӑ ачасене ырланӑ, вӗсен сасси чун-чӗрене ҫӗклентерсе янине пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать ЧР Элтеперӗн пресс-служби. Сӑмах май, раштавӑн 27-мӗшӗнчи Мускаври концерта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та хутшӑннӑ, хорпа темиҫе саслӑн тӗрлӗ юрӑ шӑрантаракан маттур ачасене алӑ ҫупса тав тунӑ.
Пирӗн республикӑран хор йышӗнче Шупашкарти Федор Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен сакӑр, Комсомольскинчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗршер ача пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |