Шупашкара ҫитес вӑхӑтра йывӑр чирлӗ ачасене ҫӑлӑнӑҫ пама ятарлӑ аппаратсем кӳрсе килӗҫ. Ҫав аппаратсене ытти чухне усӑ курнӑ оборудовани пулӑшайми пулсан ҫеҫ парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен ПТРК пӗлтерет.
Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ Сергей Степаненко Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май республикӑри тухтӑрсем валли йӗркеленӗ вӗренӳ семинарне хутшӑннӑ тата сывлӑх сыхлавӗн министрӗпе Владимир Викторовпа тӗл пулнӑ. Сергей Степаненко республикӑра ачасене ҫӑлмалли ҫӗнӗ меслетпе усӑ курма сӗннӗ. Вӑл ӳпкене искусствӑлла майпа нумай вӑхӑт сывлаттаракан аппарата ылмаштарма май парать.
«Пирӗн респираторлӑ пулӑшу меслетне аталантармалла. Чӑваш Енре ӗҫе чунӗпе парӑннӑ тухтӑрсем вӑй хураҫҫӗ. Меслете ӗҫе кӗртме условисем пур», — тенӗ Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» район хаҫатӗнче «Твой выбор профессии» (чӑв. Профессине эс суйласси) ятпа республикӑри профориентаци акцийӗ иртнӗ. Ҫавна май Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкул ачисем «Авангард» район хаҫатӗнче пулнӑ.
Хаҫатӑн тӗп редакторӗ Александр Козлов ачасене «Авангард» хаҫат кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Пичет кӑларӑмӗ кӑҫал 86 ҫул ӗҫленӗ. Хаҫата Митта Ваҫлейӗ пуҫарса янӑ.
Профориентаци акцине хутшӑннӑ Нина Мазякова волонтер ачасене журналист профессийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасем хаҫатҫӑсенчен профессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатнӑ, ҫав шутра шалу виҫипе те кӑсӑкланнӑ. Журналистсем вара ачасене хаҫат-журнала статьясемпе заметкӑсем ҫырса тӑма сӗннӗ. Чылай журналист шӑпах ҫавӑн пеккинчен хӑйӗн утӑмне пуҫланӑ.
Иртнӗ эрнере ШӖМӗн Етӗрнери уйрӑмне пӗр арҫын пынӑ та хайӗн машини ҫинчи эмблема ҫухални пирки пӗлтернӗ. Унӑн машини картишре чиперех тӑнӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен пӑхнӑ та – эмблема ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ?
Машина маркин эблемисем ӑҫта ҫухалнине полицейскисем уҫӑмлатнӑ. Шкул ачисем машинӑсен паллисене коллекцие пухнӑ-мӗн. Вӗсене юр ҫинче юлнӑ йӗр тӑрӑх шыраса тупнӑ.
Ачасен аллинчен пӗр арҫын кӑна мар шар курнӑ. Тепӗр ҫичӗ машинӑн та эмблемисем ҫухалнӑ иккен. Вӗсене пухма юратнӑ 11-13 ҫулсенчи ачасене тытса чарнӑ. Вӗсем машинӑсен 20 ытла эмблемине пухнӑ.
Хальлӗхе эмблемӑсене шыраса 20 водитель полицие пынӑ.
Шупашкар – ачасемшӗн хӑтлӑ хула-и? Ҫакна www.domofond.ru портала тишкерсен пӗлме пулать. Экспертсем ача-пӑча инфратытӑмӗ аталаннӑ хуласен списокне хатӗрленӗ.
Танлаштарӑма хатӗрличчен Раҫҫейри пысӑк хуласенче пурӑнакансен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. «Манӑн районта ачасене кирли йӑлтах пур: вӑйӑ лапамӗ, ача пахчи, поликлиника, шкул тата ытти те» предложение 1-10 балпа хаклама сӗннӗ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 258441 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмра малти йӗркене Мускав хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Питӗр. Виҫҫӗмӗш йӗркене Тӗмен йышӑннӑ. Шупашкар миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру улшӑнман. Кӑҫал та Шупашкар ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн хулара ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмӑн чи аялти йӗркисене Якутск, Шахты, Махачкала хулисем йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем ӳсӗр шкул ачине тытса чарнӑ. Арҫын ача ҫул хӗррипе утнӑ, вӑл урӑ пулман.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр ачана Красноармейски районӗнче тытса чарнӑ. Хайхискере йӗрке хуралҫисем полици участокне илсе ҫитернӗ.
ҪҪХПИ иртен-ҫӳрене тимлӗрех пулма ыйтать. Урамра ӳсӗр ачана курсан тӳрех полицие шӑнкӑравлӑр.
Ашшӗ-амӑшӗн те асӑрхануллӑ пулмалла. Ачисем ӑҫта тата мӗн туса ҫӳренине сӑнасах тӑмалла.
Ҫул-йӗрти инкекре вилнисене асӑнса чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Пӗтӗм тӗнчери астӑвӑм кунӗ иртет. Ҫавна 2005 ҫулта йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫалхи ырана, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшне, тивет.
Ҫулта-йӗрте вилнисене асӑнса, чӗррисене ыррине сунса чиркӳсенче кӗлӗ вулӗҫ.
Шупашкарта ыран кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи инкекре шар курнӑ «ВАЗ-2109» автомашинӑна автоэвакуатор ҫине вырнаҫтарӗҫ те хула ҫыннисене кӑтартса ҫӳрӗҫ.
Астӑвӑм кунне халалласа Шупашкарта ӗнерех хӑш-пӗр мероприяти ирттернӗ. Шупашкарти 2-мӗш шкул ачисем ҫуран ҫӳрекенсене тата водительсене хутран ӑсталанӑ пирӗштисене парнеленӗ. Пӗтӗмп 130 пирӗшти ӑсталанӑ ачасем. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи автоаварире сарӑмсӑррӑн куҫ хупнӑ.
Красноармейски районӗнче приставсем ашшӗпе ачи патне пынӑ. Вӗсем 8 ҫулти арҫын ачана амӑшӗ патне илсе каясшӑн пулнӑ.
Приставсем пырса кӗнӗ чухне арҫын шӑпах ывӑлне лаша утлантарнӑ. Пакунлисем кӗрсе тӑнине курсан ашшӗ тӳрех ӑнланнӑ: вӗсем ачана туртса илесшӗн. Хайхискер аптӑраса тӑман — лаша утланнӑ ывӑлне тарма ыйтнӑ. Ача итленӗ, ял тӑрӑх вӗҫтерсе уя виркӗннӗ. Приставсем ун хыҫҫӑн чупнӑ.
Кӑштахран ача кӳршӗ яла ҫитнине пӗлнӗ. Приставсем, ача-пӑча психологӗ, опека органӗсем тата ачан амӑшӗ унталла вӗҫтернӗ. Арҫын ачана лаша ҫинчен анма ӳкӗте кӗртнех. Ӑна амӑшне панӑ.
Ашшӗне вара куншӑн пуҫран шӑлман, 10 талӑклӑха арестленӗ.
Ҫак кунсенче Рязань хулинче «Воспитатель года — 2017» (чӑв. Ҫулталӑк воспитателӗ — 2017) пӗтӗм ҫӗршыври конкурс иртнӗ. Унта шӑпӑрлансемпе ӗҫлекенсем Раҫҫейӗн 75 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. Сумлӑ конкурса Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова та хутшӑннӑ.
Раҫҫейри пултарулӑх ӑмӑртӑвне кайиччен вӑл хулари тата республикӑри конкурссенче хӑйӗн кулленхи тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Пӗчӗкскерсемпе пӗр чӗлхе тупма та пӗлмелле, вӗсене аталантарассипе те ҫине тӑмалла. Ҫак енсем хӑйӗнче пуррине вӑл ӑсталӑх сехечӗсен вӑхӑтӗнче туллин кӑтартса панӑ.
Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова ҫӗршыври конкурсра малай тухайман пулин те уншӑн хуҫӑлман. Конкурсра Орлов облаҫӗнчи Дарья Курасова ҫӗнтернӗ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ хулинче 11 ҫулти Настя Осиповӑн виллине тупни Чӑваш Еншӗн пысӑк инкек пулчӗ. Ун чухне пӗр арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви вӗҫленнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 23 ҫулти каччӑ ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн гаражӗнче пулнӑ, наркотик тутаннӑ. Ҫав самантра 11 ҫулти Настя иртсе пынӑ. Хайхискер хӗрача ыттисене каласа парасран хӑраса ӳкнӗ, ӑна гаража сӗтӗрсе кӗнӗ те тискеррӗн пӑвса вӗлернӗ. Кун хыҫҫӑн каччӑ гаража хупнӑ та преступлени вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 130 грамм ытла синтетика наркотикӗ тупнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпӗн пӗр пайне ҫеҫ йышӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑл преступлени вӑхӑтӗнче мӗн тунине ӑнланнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе ЧР Аслӑ судне ярса панӑ.
Шупашкарта ачасене хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи педагогсен йышне чакарасшӑн. Кун пирки республикӑн тӗп хулинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӑрӑшакан Александр Яковлев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче ҫӗркаҫ хыпарланӑ.
Александр Яковлев Чӑваш Енри паллӑ орнитолог пулнине, вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпченине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир ун ҫинчен тӑтӑшах ҫыркаланӑ.
«Йӳтеслӗх ҫирӗпленчӗ... Шупашкарти (Чӑваш Енре те пӗтӗмӗшле ҫавӑн пекех) хушма пӗлӳ паракан тытӑм ҫине хӗрес лартсан та юрать. Ҫитес ҫул ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсенчен 50 ытла процентне чакарӗҫ, ҫав шутрах ачасен йышӗ малтанхиллех 5500 юлӗ. Программа ҫулталӑклӑха пулӗ, эрнере кашни ушкӑна — 2 сехет (педагог пуҫне 9—12 ушкӑн), вӗрентӳ пахалӑхӗ никама та кӑсӑклантармасть, конвейер ӗҫлет, ачасен шучӗ пур. Ӑслӑ та пултаруллӑ ачасем вӗрентӳ тытӑмне кирлӗ мар...», — ҫырнӑ Александр Яковлев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |