Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Комӑна кӗрсе ӳкнӗ 10-ри ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 25.02.2019 17:32 | 2069 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.

Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.

Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.

#Маяк, #Канаш районӗ, #ҫул-йӗр, #автобуссем, #ачасем, #пӑтӑрмахсем, #пульницӑсем, #ШӖМ, #Канаш, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 1098.06.9305
2019.02.25 17:51
Комӑна кӗрсе ӳкнӗ... "Вилес патне ҫитнӗ" е "тӑнне ҫухатнӑ" темелле пуль. Унсӑрӑн: "Ай, чӗлхи ытла пуклак",- тесе пите хӗретӗҫ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем