Шупашкарта транспортра медицина маски тӑхӑнман тепӗр 30 ҫын административлӑ майпа явап тытнӑ. Тӳре-шара черетлӗ рейд ирттернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче Шупашкарти 120 объекта тӗрӗсленӗ: суту-илӳ точкисене, парикмахерскисене, кафе-ресторана… Хӑш-пӗр лавккара маска тӑхӑнман ҫынсене те тавар сутни палӑрнӑ.
Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче те тӗрӗслев иртнӗ. Автобус-троллейбусран тухнӑ ҫынсене, маска тӑхӑнманнисене, явап тыттарнӑ. Унашкаллисем 30-ӑн пулнӑ. Палӑртмалла: маска тӑхӑнманшӑн ахаль ҫынсене 1-30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Паян ирхине Шупашкарта 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус Воробьев тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта юпа ҫине пырса тӑрӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Автобус водителӗ светофорӑн симӗс ҫути ҫутнӑ вӑхӑтра кайса ӗлкӗрес тенӗ те транспорта пӑрайман.
Паян кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче те ҫакнашкалах авари пулнӑ. Унта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус юпа ҫине пырса кӗрсе йывӑҫсем патӗнче чарӑннӑ. Хальлӗхе мӗншӗн кунашкал пулса тухни паллӑ мар. Ҫакӑ паллӑ: 46-мӗш тата 15-мӗш маршрутсем «ТМК-1» компанин.
Паян Шупашкар хулинче автобус юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫат пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче пулнӑ. Асӑннӑ урамри «Воробьев композиторсен урамӗ» чарӑнура 15-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑ автобус юпа ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем пӗлтернӗ тата сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан автобусӑн малти пайӗ сиенленнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.
Ҫынсем шар курнипе курманни пирки уҫӑмлӑн пӗлтермен. «Аманман пулмалла», — тесе ҫеҫ ҫырнӑ.
Чӑваш Енре районти ача пахчисене шӑпӑрлансене автобуспа турттарма пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулсемпе юнашарах ача пахчисем вырнаҫнӑ. Пӗчӗк ялсенче ача пахчисем ятарласа тума тӑкаклӑ. Ун пек ялсенчи шӑпӑрлансене ача пахчисене ятарлӑ автобуспа турттарсан аван. Ку вӑл шкул автобусӗ евӗртерех пулӗ.
Сӑмах май каласан, паян пирӗн республикӑна 31 шкул автобусӗ килсе ҫитнӗ. Вӗсене шкулсене савӑнӑслӑ лару-тӑрура валеҫсе тухнӑ.
Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла.
Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 25 минутра «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хуларан Шупашкар районӗнчи учхоза кайма тухнӑ автобуспа «Лада Гранта» ҫапӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑн 32 ҫулти водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл автобуспа ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобилӗн водителӗ вилнӗ. Автобусра ларса пынӑ 7 пассажиртан икӗ хӗрарӑм, 22 тата 65 ҫултискерсем, аманнӑ.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханса ҫӳремеллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Паян 17 сехет те 15 минутра Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Пульница комплексӗнчен инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу машинипе автобус ҫапӑннӑ.
33 маршрутпа ҫӳрекен автобус мигалкӑпа пыракан васкавлӑ медпулӑшу машинине ирттерсе яман, ун ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу машини шӑпӑрлана Ача-пӑча медицина центрне илсе кайма тухнӑ. Юрать-ха, салонри ача суранланман. Фельдшера вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ачана вара урӑх васкавлӑ медицина машинипе илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта транспортра ҫӳреме килес ҫул хакланӗ. Хулари тӳре-шара ҫавӑн пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Автобуспа тата маршруткӑпа ҫӳрекен пассажирсен укҫа тӳлесен 27 тенкӗ тӑкаклама тивӗ, банк карттипе е ЕТКпа татӑлсан – 23 тенкӗ. Троллейбуса кӑмӑллакансен укҫан тыттармасан 22 тенкӗ тӳлемелле пулӗ, аллӑн укҫа кӑларса хурсан — 26 тенкӗ.
Проездной билет хакне хальхи 900 тенкӗрен 1000 тенке ҫитересшӗн. Шкул ачисемпе студентсен 725 тенкӗ пулӗ (халӗ — 650 тенкӗ).
Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен 22 тенкӗ тухса каять, карттӑпа чухне — 20 тенкӗ. Автобусра укҫан тӳлесен 25 тенкӗ илеҫҫӗ, карттӑпа чух — 21 тенкӗ. Хаксене пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче 2 тенкӗ ӳстернӗччӗ.
Элӗк районӗнче шкул автобусӗ ҫаврӑнса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: автобус инкеке ӗнер 15 сехет те 50 минутра Пиҫенер ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче паян уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, инкекре автобус водителӗ тата 4 пассажир (ҫав шутра 9-16 ҫулсенчи виҫӗ ача пулнӑ) суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килӗсене янӑ. Салонта пурӗ 9 ача пулнӑ. Вӗсем – 3-11-мӗш классенче вӗренекенсем. Ачасемпе пӗр педагог ҫула тухнӑ.
Инкек хыҫҫӑн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Автобусӑн кайри ураписенчен пӗри кивелнине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне водитель ҫул-йӗр условине шута илмен тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Элӗк районӗнче шкул автобусӗ ҫул-йӗр ҫинче аварие лекнӗ. Ку паян 15 сехет те 50 минутра Пиҫенер ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ПАЗик водителӗ руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче салонра ачасемпе педагог пулнӑ. Ачасем – Тавӑт шкулӗнче 2-11-мӗш классенче вӗренекенсем. Тухтӑрсен пулӑшӑвӗ водителе тата вӗрентекене кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |