Ҫӗнӗ Шупашкарти «Юханшыв бульварӗ» микрорайонта хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекен 500-е яхӑн ҫын хваттерсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх пур.
Асӑннӑ районта микрорайон ҫӗклекен «Роспан» тулли мар яваплӑ общество хӑйне хай панкрута кӑларасшӑн. Капла шухӑш тытнӑскер Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, унта вӑл хӑйне панкрута кӑларма ыйтнӑ. Тавӑҫа стройфирма ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче суда ҫитернӗ.
Ҫӗнӗ микрорайонта ҫӗкленекен ҫурт-йӗре 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Халӑхран укҫа пухнӑ пулин те подряд организацийӗ ӗҫе халӗ те вӗҫне ҫитермен. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче «Роспан» пайташӗ республикӑн правительствин ларӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Юханшыв бульварӗ» микрорайона ҫитес виҫӗ ҫулта хута яма шантарнӑ.