Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм самолет билечӗ туянас тесе улталаннӑ.
Авиабилета тӗнче тетелӗ урлӑ илес шухӑшлӑ 30 ҫулти хӗрарӑм фишинг (ку сӑмаха чӑвашла куҫарсан тӗнче тетелӗ урлӑ улталас тенине пӗлтерет) сайта лекнӗ. Суя сайт чӑн сайтран пӗр саспаллипе улшӑнса тӑнӑ. Хӗрарӑм ҫакна асӑрхаман.
Авиабилетлӑ пулас текенскер сайтра хӑйӗн банк карттин номерне тата реквизитне кӑтартнӑ. Кайран унӑн телефонӗ ҫине операцие ҫирӗплетме ыйтса банкран ятарлӑ кодлӑ смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм вӑл кода фишинг сайтра ҫырса хунӑ. Пулас авиапассажир кӗҫех 29 пин те 900 тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви сайтсемпе асӑрханса усӑ курма чӗнсе калать. Суя сайтсенче ӗҫлемен каҫӑсемпе баннерсем пур иккен.
Иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта минӑсем лартни пирки хыпар сарӑлма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кунашкал пӗлтерӳсем организацисен электронлӑ почтине килнӗ иккен.
Аса илтерер, усал хыпар «Меридиан» суту-илӳ комплексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри тӗп пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртри пульницӑна хӑратнӑ. Те чӑнласах калаҫҫӗ, те юри сехре хӑптараҫҫӗ — тӗрӗслемесӗр пӗлеймӗн. Оперативлӑ тытӑмсем вырӑна ҫитсе лару-тӑрӑва хакланӑ, мина шыранӑ. Тавах, никам та нимӗн те хуман.
Суйса пӗлтернӗшӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун пирки паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри полицейски Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна тӑванӗн вил тӑприне тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑншӑн арҫын Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе тав ҫырӑвӗ шӑрҫаланӑ.
«Полицейские тавах. Вӑл ман пиччене (тен, шӑллӗ-ши. Брат тенӗ те. — Асӑрхаттарӑвӗ авторӑн) пытарнӑ вырӑна шыраса тупрӗ кӑна та мар, вӑл вилни ҫинчен калакан свидетельство дубликатне илме те пулӑшрӗ», – ҫырнӑ ҫырура.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти арҫын хӑйӗн тӑванне ӑҫта пытарнине пӗлесшӗн пулнӑ. Лешӗ ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче чире пула вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнче пытарнӑ.
Вилнӗ арҫын вил тӑприне тупма пултарни — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ полицие пынӑ та пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче банк карттине ҫухатнине, унӑн счечӗ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем ҫав карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑм Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр апат-ҫимӗҫ лавккинче ют карточкӑпа тӳленӗ, вӑл унта 17 пин тенкӗлӗх япала туяннӑ.
Ҫак хӗрарӑм камерӑсем ҫине лекнӗ. Вӑл капюшонлӑ куртка, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ шыраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма пӗлетӗр тӗк кун пирки полицие хыпарлӑр: 24-07-02, 34-18-40 е номерпе шӑнкӑравлӑр.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратури инкек сӑлатвне тӗрӗслеме тытӑннӑ та, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» предприяти каҫӑна йӗркеллӗ тасатманнине палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Тупнӑ: ун патне ҫыру килнӗ, укҫа самаях тӳлеме шантарнӑ – 170 пин тенкӗ. Кун валли ҫӗрӗпе компьютер умӗнче ларса валюта курсӗ улшӑннине сӑнаса кӑна тӑмалла-мӗн.
59 ҫулти хӗрарӑм ҫапла тунӑ та: куҫ хупмасӑр ҫӗрӗпех валюта курсӗ улшӑннине пӑхса ларнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем укҫа тӳлессине каланӑ, комиссишӗн 7 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшнӗ.
Унтан «ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫын» каллех укҫа ыйтнӑ: «налукшӑн» 330 доллар куҫармалла-мӗн. Кун хыҫҫӑн тин Шупашкар хӗрарӑмӗ ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ, полицие заявлени ҫырма чупнӑ.
Шалти ӗҫсен министерстви пурне те асӑрхануллӑ пулма ыйтать: палламан ҫынсем укҫа куҫарса пама ыйтсан ан килӗшӗр!
Паян Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ. Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ведомствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кун хыҫҫӑнах ун патне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцин пуҫлӑхӗнчен Игорь Моляковран ыйту пулнӑ.
«Тӑван ывӑлӑр, Сарӑтури ҫамрӑк ҫын, ӑнсӑртран Чӑваш Ене килсе тӳрех ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннине эсир килӗшӳллӗ япала тесе шутлатӑр-и?» - ҫапла янӑранӑ ыйту.
«Ывӑл – ӳснӗ ҫын, Раҫҫей гражданинӗ. Документсене тӑратнӑ, конкурс витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине ведомство ертӳҫи хаклатӑр», - хуравланӑ Сергей Неяскин.
Аса илтерер: Дмитрий Неяскин ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне кӑҫал нарӑс пуҫламӑшӗнче йышӑннӑ. Вӑл миҫери паллӑ мар, ведомство сайтӗнче унӑн биографийӗ ҫук. Ашшӗ, Сергей Неяскин, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ЧР ШӖМне ертсе пыма тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ.
Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ.
Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ.
Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ.
Ӗнер каҫхи 10 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман.
Машина ҫине пырса кӗнине пула пуйӑсӑн вӑхӑтлӑха чарӑнма тивнӗ. Вӑл 22 сехет те 43 минутра хускалса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Ҫав самантра салонра 19 ача пулнӑ.
Юрать, ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пур пассажир та хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, аварире никам та аманман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, светофор умӗнче шкул автобусӗн 56 ҫулти водителӗ тимлӗхне ҫухатнӑ та малта пыракан «Шкодӑна» пырса тӑрӑннӑ. Икӗ транспорт та кӑштах сиенленнӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем авари пирки хут ҫине ҫырнӑ хыҫҫӑн автобус малалла кайнӑ. Вӑл Йӗпреҫ поселокӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |