Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарти полицейскисем патне вырӑнти газ службинчен хыпар ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Магницкий урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫын ҫутҫанталӑк газне саккуна пӑсса илет.
Харпӑр ҫуртра пурӑнакан ҫав ҫын унччен газ хатӗр-хӗтӗрӗ енӗпе специалист пулнӑ-мӗн. Хайхискер газ пайлакан сете врезка тунӑ. Ҫапла майпа вӑл саккуна пӑсса ҫутҫанталӑк газне вӑрланӑ. Арҫын 57 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР ШӖМӗн пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хваттерте пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ.
64-ри арҫын 47 ҫулти ют ҫӗршыв ҫыннине саккуна пӑсса пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара унпа пурӑнмасть те. Ҫавна май Шупашкар ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Саккун тӑрӑх, пропискӑна тӑратнӑ ют ҫӗршыв ҫыннин ҫав хваттерте пӗрле пурӑнмалла. Ҫакна шута илмесен пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхшӗн 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ӑна вӗсем ют пурлӑха вӑрланӑ тесе каласшӑн.
Пӑтӑрмахӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи лавккара пулса иртнӗ. Пӗри, пуҫӗ тем пирки шухӑшланӑ ӗнтӗ хайхин е ҫынна ытла шаннӑ-ши, хай сумккине лавккара лартса хӑварнӑ. Никамсӑр-мӗнсӗр. Хуҫасӑр япалана магазина пынӑ хӗрарӑм асӑрханӑ та хӑйӗн тума васканӑ. 35-40 ҫулсенчискер ачапа пулнӑ. Ҫын япалине ярса илнӗскере видеокамера ӳкерсе илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне вӗсем Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтне вырнаҫтарнӑ. Хӗрарӑм симӗс куртка, шурӑ калпак тӑхӑннӑскер пулнӑ.
Ҫухалнӑ сумкӑри пурлӑха унӑн хуҫи 16 пине яхӑн тесе хакланӑ.
Мари Эл Республикинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм Шупашкарта вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫумӗнче Шупашкарти Президент бульварӗнчи суту-илӳ центрӗнчи пӗр пайра сутакан сакӑр япала тата хачӑ пулнӑ.
27-ри хӗрарӑм хӑйӗн алли кукӑррине йышӑнман. Лавккаран япала вӑрланине тунаканскер: «Йӑлтах хамӑн», — тесе хытах ӗнентерме хӑтланнӑ. Шар курнӑ суту-илӳ точки тӑкака 18 пин тенкӗ ытла тесе хакланӑ.
Мари Элтан килнӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ. Хайхи ытти ҫӗрте те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланман-ши тесе тӗрӗслесшӗн. Пакунлисем тытса чарнӑ чух тупса палӑртнӑ япаласене мӗнле майпа тата хӑҫан вӑрланине те вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра палӑртӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пӗр арҫын ачине кӳмене лартса тӗксе пыракан хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Ют пурлӑха ярса илнӗскер часрах вырӑнтан тапса сикнӗ.
Шар курнӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Инкек Ислюков урамӗнче пулса иртнине ӑнлантарнӑ.
Пакунсем кӗҫех ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрах та вӑхӑт иртмен — хурахла тапӑннӑ тесе шухӑшлакан 35-ри арҫынна тытса та чарнӑ. Вӑрланӑ телефон ун ҫумӗнче пулман. Халӗ телефон ӑҫтине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те пакунлисен аллине ҫакланкаланӑ. Унтан та ытларах — вӑл темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ытти чух та ҫынсене вӑрӑ-хурахла тапӑнман-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ, ҫав версие тӗрӗслеҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра Пӑрачкав районӗнче автобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Мускавран Чӗмпӗре кайма тухнӑ «Сетра» транспорт Мочкас ялӗнче кювета чӑмнӑ.
Салонра ҫав вӑхӑтра 20 пассажир пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫын суранланнӑ, вӗсене вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ руле итлеттереймен. Халӗ Пӑрачкав районӗнчи полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ маршрутка та ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Юрать, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен пӗри ҫеҫ кайран тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ача рюкзакне вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна куншӑн айӑпласшӑн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти Миттов бульварӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине пӗлӗшӗпе пӗрле унӑн ачине илме кайнӑ. Хайхискер унта тепӗр шӑпӑрланӑн амӑшӗ енчӗкне ачан рюкзакне чикнине асӑрхаса юлнӑ. Меллӗ самант пулсанах 35 ҫулти арҫын енчӗкри укҫине вӑрлас тесе рюкзака йӑкӑртнӑ.
Ҫак арҫыннӑн хваттерне ухтарнӑ, ачан рюкзакне шӑпах унта тупнӑ. Анчах енчӗкре укҫа пулман ӗнтӗ – вӑл ӑна тӑкаклама ӗлкӗрнӗ.
Пӗр-пӗр тытӑмӑн ӗҫченӗ тесе ҫынсен килне усал шухӑшпа ҫитекенсем тупӑнма пӑрахман-ха. Ун пек тӗслӗх нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ.
84-ри кинемей патне икӗ хӗр пырса кӗнӗ. Хӑйсене вӗсем вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хайхисем кивӗ купюрӑсене ҫӗннисемпе ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Укҫан номерне ҫырса иленҫи тунӑ. Кайран тата ҫутӑ счетчикӗн кӑтартӑвӗпе паллашма подъезда тухнӑ. Ҫак самантра вӗсенчен пӗри хваттере каялла кӗнӗ. Кинемейӗн 70 пин тенкине ҫаклатса та тухнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна киле кӗртмелле маррине, пӗр-пӗр тытӑм специалисчӗ текенсенне удостоверенийӗсене тӗрӗслемеллине, укҫа-тенкӗпе хаклӑ япаласене ют ҫынсене тӗллеттерме юраманнине тепӗр хутчен асӑрхаттарса калаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти пӗр каччӑна телефон вырӑнне ҫӗрулми сутнӑ. Тавара хайхискер тӗнче тетелӗ урлӑ сааккас панӑ. Укҫана малтанах йӗркеллех тӳлесе хунӑ. Кӗҫех вӑл тавар патне кайнӑ. Хутаҫра смартфон вырӑнне хитрен чӗркенӗ ҫӗрулми сиксе тухнӑ.Ҫапла вара ҫамрӑк 14 пин тенкӗ ытлалӑх шар курнӑ.
Шупашкарти 37-ри хӗрарӑм ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ хӑйӗн машини валли саппас пай туянма ӗмӗтленнӗ. Сутуҫӑпа телефонпа калаҫса илнӗ хыҫҫӑн лешӗ ӑна малтанласа укҫа тӳлеме сӗннӗ. Хӗрарӑм 15 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран телефон кӗпҫине тытакан та пулман. Шупашкарти 18-ти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 57-ри арҫын та ҫапла майпа улталаннӑ.
44-ри хӗрарӑм вара хитре сумка илме ӗмӗтленнӗ, анчах ӑна йӳнӗ рюкзак ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |