Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре пӗр арҫынна вӑкӑр тапӑннӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку Етӗрне районӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун 16 сехетре арҫынна хайӗн хуҫалӑхӗнчи вӑкӑр сӗкме тӑнӑ. Выльӑх ҫулталӑкрискер пулнӑ. Юрать, ку пӑтӑрмах инкекпе вӗҫленмен – вӑкӑрӑн мӑйракисем арҫынна шӑтарайман.
Кил хуҫин ҫапах хырӑмӗ, сӑмси суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем сурансене пӑхнӑ. Медпулӑшу пунӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.
Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Китайра коронавирус сарӑлнӑ май ЧР ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени ҫак ҫӗршывра пурӑнакансенчен вӑхӑтлӑха документсем йышӑнмаҫҫӗ, Раҫҫее ӗҫлеме килме ирӗк паракан документсем хатӗрлесе памаҫҫӗ.
Ку – вӑхӑтлӑх кӑна, ҫӗршывра коронавирус инфекцийӗ тӗлӗшпе лару-тӑру лӑпланиччен. Ҫакна вируса республикӑна илсе килесрен сыхланас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ чарусем Раҫҫее хӑйсен тата вӗренес тӗллевӗсемпе килме палӑртнӑ Китай ҫыннисене те пырса тивет.
Палӑртмалла: коронавируспа чирлӗ ҫынсене пур ҫӗршывра та тупса палӑртнӑ. Раҫҫейре икӗ ҫын, Китай гражданӗсем, чирленӗ, вӗсене сыватнӑ.
арӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче пурӑнакан арҫын пахчана тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна кӳршисен йытти тапӑннӑ, хулпуҫҫинчен, аллинчен ҫыртнӑ.
Суранланнӑ арҫын пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ арҫын полицие кайса кӳрши тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Вӑл йытӑ хуҫине явап тыттарасшӑн.
Аса илтерер: кун пек тӗслӗх Шупашкарта та кӑҫал пулнӑччӗ. Пирогов урамӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне арҫынпа ачана йытӑ тапӑннӑччӗ. Хуҫи те ҫавӑнтах пулнӑ.
Ӗнер, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта водительсене парнесемпе савӑнтарнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем тата ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн элчисем акци ирттернӗ.
Экипаж Мускав проспектӗнче тата «Октябрь: 50 ҫул» урамра пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫинче водительсене чарса уяв ячӗпе саламланӑ, хӗрарӑм полицейскисем сувенирсем парнеленӗ.
Ку водительсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем малашне те ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса шантарнӑ. Парнеленӗ сувенирсем ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулмалли пирки аса илтерӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 ҫулти арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫакскер Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан тӑванӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Шӑматкун – мунча кунӗ, вӗсем те рехетленме шутланӑ.
Хайхи арҫын мунчара ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юр ҫинче уҫӑлма шутланӑ – кӗрт ӑшне сикнӗ те арматура ҫине тӑрӑннӑ. Арҫын юр айӗнче арматура пулнине пӗлмен ҫав.
Ӑна, кӑкӑр тӗлӗнчен суранланнӑскере, Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ.
Ӗнер каҫхине «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, 656-мӗш ҫухрӑмӗнче, «Лада-Гранта» ВАЗ-2110 машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш машина водителӗ авари вырӑнӗнчен тарса ҫӳренӗ.
Анчах нумайлӑха тарайман вӑл – ӑна кӗҫех Кӳкеҫре тупнӑ. Хайхискер машинипе юр ӑшне тӑрӑнса ларнӑ, малти пайӗ ҫинче аварие лекнӗ вырӑнсем пулнӑ.
41 ҫулти водителӗн тармалли сӑлтавӗ тата пулнӑ иккен: вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те машинӑпа ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн явап тытнӑ. Халӗ ӑна уголовлӑ майпа явап тытма пултарӗҫ.
Шупашкар хулинче видеокамерӑсем халӗ чылай вырӑнта пур. Вӗсене предприяти-организацисенче те вырнаҫтараҫҫӗ, урамсенче те йышлӑ. Урамрисенчен хӑшӗсем ӳкерекен информаци пакунлисем патне каять. Ҫав камерӑсем преступление палӑртма пулӑшаҫҫӗ.
Усал шухӑшпа ҫӳрекене нимӗн те чараймасть пуль ҫав. Шупашкарти икӗ ҫамрӑк камерӑсенчен пӗрне вӑрланӑ. Вӗсем Речников лапамӗнчи ҫурт ҫинчи камерӑна куҫ хывнӑ. Ӑна кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлӗнче пӗҫертсе кайнӑ.
Урамри видеокамерӑна вӑрлаканӗсем 20-25 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Инстаграмӗнче каччӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтаранӑ.
Вӗсене пӗлекенсене 8(8352) 24-07-71 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Пӗр талӑкра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансене 469 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑмӑн карточки ҫинчен такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Лешӗн унта 1 пин тенкӗ кӑна-мӗн. Калаҫнӑ май ултавҫӑ тепӗр счет пирки те пӗлнӗ – унта вара 500 пин тенке яхӑн выртать. Хайхискер хӗрарӑма «вӑхӑтлӑх» счет ҫине 318 пин тенкӗ куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫа куҫнӑ кӑна – «банк ӗҫченӗн» шӑрши-марши ҫухалнӑ. Хӗрарӑм хуйхи пирки полицие пӗлтернӗ.
Канашра пурӑнакан 30-ти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл та телефонпа «банк ӗҫченӗпе» калаҫнине ӗненнӗ. Канаш хӗрарӑмӗ ултавҫа 151 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакансем заповедникра пулӑ тытнӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систерекен пулнӑ.
Тӑватӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас хӑрушлӑх та пур. РФ Пуҫиле кодексӗн 259-мӗш статйи вара кӑра. Вӑл статья 300 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама, е 480 сехет таран ӗҫлеттерме, е юсанмалла 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Пулӑҫсенчен йӗрке хуралҫисем виҫӗ сӑскӑ туртса илнӗ. Ҫав хатӗрпе Улатӑр арҫыннисем 413 карас, 229 уланкӑ, 21 чапак тытма ӗлкӗрнӗ. Чӗрӗ пулла пакунлисем шыва янӑ. Заповедникра пулӑ тытнин тӑкакне йӗрке хуралҫисем 110 пин тенкӗ таран шутласа кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |