Атӑл леш енче ҫӗтсе кайнӑ хӗрарӑма ҫӗрӗпе шыранӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Хӗрарӑм «Заволжье» пахча юлташлӑхӗ тӗлӗнче ҫӗтсе кайнӑ. Дачӑран таврӑнакан арӑмӗ ҫухални ҫинчен унӑн упӑшки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Йӑлӑмри вӑрмана Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, вӗсен йышӗнче виҫӗ кинолог пулнӑ, тухса кайнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех «Лиза Алерт» шырав организацийӗн хастарӗсем те хӗрарӑма шыранӑ.
Дачӑран таврӑнакан хӗрарӑм карас телефонӗсӗр пулнӑ. Ӑна, ҫӗтсе кайнӑскерне, ҫӗрӗпе шыранӑ. Вӑрманта, Атӑл ҫыранӗ хӗрринче. Ирхи пиллӗкре ӑна волонтерсем тупнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси ҫулӗнчи хӗрарӑм таса сывах пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 19 сехет те 40 минутра «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗ ҫинче пилӗк машина инкеке лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗ-3009А1 автофургон водителӗ ҫула май каякан ГАЗ-2705 машинӑпа ҫапӑннӑ. Лешӗ «Лада-111730» маркӑллӑ автомобиле пырса тӑрӑннӑ. Унтан микроавтобус хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Шевроле-Круз» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Калина» «Ман» фура ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх,
автофургон рулӗ умӗнчи 61 ҫулти Шупашкар арҫынни пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыман. Сурана пула вӑл вырӑнтах вилнӗ. Микроавтобусӑн суранланнӑ водительне васкавлӑ пулӑшу машини пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем тӗплӗн тишкерсе палӑртӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулинче юпа уйӑхӗн 26-мӗш каҫхине полицейскисем лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫынна ҫӗр хута вӑратса лартнӑ. Куншӑн арҫын питех те савӑннӑ, пакунлисене тав тунӑ.
Ҫав каҫхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлӗнче, ШӖМӗн ҫул-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн ӗҫченӗсем: полицин аслӑ лейтенанчӗ Василий Григорьев тата полицин лейтенанчӗ Сергей Ядранский — Ҫӗмӗрле хули тӑрӑх патрульпе ҫӳренӗ. Джержинский урамӗнче вӗсем пӗр ҫуртран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем алӑкран тата чӳречесенчен шаккама тытӑннӑ. Вӗсем унта шалта ҫын пур пуль тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, йӑнӑшман. 59 ҫулти арҫын пулнӑ. Часах ҫулӑм пурӑнмалли пӳрте ярса илнӗ. Полицейскисем кӳршӗсене те вӑратнӑ. Пушарпа кӗрешекенсене те вырӑна чӗнсе илнӗ. Вӗсем «хӗрлӗ автана» алхасма паман.
Кил хуҫи мунча хутнӑ иккен, хӑй ҫывӑрса кайнӑ.
ЧР ШӖМӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче 300 пин тенке йӑтса кайнӑ ҫынна шырани пирки пӗлтернӗ. Шупашкарта палламан арҫын хутаҫа чикнӗ укҫа-тенке тупнӑ та хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ.
Ку акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамӗнчи пӗр урамри банкра пӗр ҫын хутаҫ манса хӑварнӑ. Унта вара 300 пин тенкӗ пулнӑ. Ӑна вара такам йӑтса кайнӑ.
Хутаҫа илсе кайнӑ ҫын видеокамерӑна лекнӗ. Вӑл ҫамрӑк курӑнать. Халӗ ӑна полицейскисем шыраҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑр районӗнчи пайне хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Усал хыпара илсе ҫитерекенни — 62-ри хӗрарӑмӑн хӗрӗ.
Хӗрарӑм Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче пурӑнаканскер иккен. Амӑшӗ килте ҫуккине хӗрӗ асӑрханӑ. Кӳршӗ ялта пурӑнаканскер шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче ҫухалма пултарнӑ. Ял ҫыннисем ӑна юпан 14-мӗшӗнче курнӑ.
Хӗрарӑма Улатӑр районӗнчи мӗнпур йӗрке хуралҫисем, сунарҫӑсем, ҫынсем шырама пикеннӗ. Шывсӑр тата апатсӑр халтан кайнӑ хӗрарӑма вӑрманта, Первомайски поселокӗнчен 1,5 километрта, ӗнер асӑрханӑ. Вадим Элюков участковӑй, пуҫиле шырав пайӗн оперуполномоченнӑйӗ Александр Тюгашкин тата полицин лейтенанчӗ Ильдар Маннанов аякран хӗрлӗ тутӑр курнӑ. Хӗрарӑм сивӗ ҫӗр ҫинче выртнӑ. Вӑл хускалайман та. Хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енри чи лайӑх участковӑй Тӑвай районӗнче пурӑнать. Ҫапла палӑртнӑ ЧР Шалти ӗҫсен министерстви ирттернӗ он-лайн сасӑлава хутшӑннисем.
Тӑвай районӗнчи Николай Шамбулин «Народный участковый 2019» (чӑв. 2019 ҫулхи халӑх участковӑйӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри конукрсӑн Чӑваш Енри тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енри участковӑй Раҫҫерйи конкурса хутшӑнӗ.
Николай Шамбулин — полици капитанӗ. Шалти ӗҫсен пайӗнче 14 ҫул тӑрӑшать, ҫав шутран 10 ҫул ытларах — участковӑй пулса. Шамбулин участковӑй 6 ялти йӗркелӗхе тытса тӑрать. Унӑн участокӗнче 4200-е яхӑн ҫын пурӑнать. Пушӑ вӑхӑта вӑл ҫемьепе ирттерме кӑмӑлать. Инна мӑшӑрӗпе вӗсен 3 ҫулхи ывӑла, Димитрие, ӳстереҫҫӗ. Май килсенех Николай Шамбулин пулла каять.
Чӑваш Енре икӗ каччӑ лавкка ҫаратнӑ. Вӗсене полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ку пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 18 ҫулти тата 20-ри каччӑсем лавккан чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискерсем кассӑран 20 пин тенкӗ илнӗ, 5 кӗленче эрех, коняьк, пирус хӗстерсе тухнӑ.
Ирхине сутуҫӑ ӗҫе килнӗ те чӳрече ҫӗмрӗккине, эрех, укҫа ҫухалнине курнӑ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Каччӑсене тытса чарнӑ, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр водитель ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах 10 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ.
Асӑннӑ хулари 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 27-мӗш ҫурт патӗнче «ГАЗ-172451» автомобиль хыҫалалла чакнӑ. 39 ҫулти водитель ҫавӑн чухне ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫине пырса кӗнӗ.
Руль умӗнчине тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Патшалӑхӑн Чӑваш Енри инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, водителе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн пӗлтӗр тата кӑҫал 7 хутчен явап тыттарнӑ.
Ӳсӗр водитель айӑпне пула аманнӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Тепӗр тесен, кам айӑплине специалистсем татса парӗҫ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи пӑтӑрмаха халӗ шӑпах тӗрӗслеҫҫӗ те.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм ҫемйи арканасран хӑраса укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӑх тетелӗнче ӑрӑмҫӑран пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑмӑн тахҫантанпах ҫие юлмасть-мӗн, ҫавӑнпа вӑл упӑшкине ҫухатма хӑрать.
Экстрасенс ӑна пулӑшма шантарнӑ. Анчах куншӑн вӑл укҫа ыйтнӑ. Малтанах экстрасенс пысӑках мар укҫа ыйтнӑ, унтан – тата нумайрах. Хӗрарӑмӑн укҫа нумай пулман, вӑл микрофинанс организацийӗсенче кивҫен илнӗ. Ҫапла майпа вӑл экстрасенса 384 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӑйне улталанине хӗрарӑм кайран тин ӑнланнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем ултавҫа Ӗренпур облаҫӗнче тытса чарнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 22 ҫулти хӗрарӑм, Коми Республикинче пурӑнаканскер. Хайхискер айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне – 150 пин тенке – саплаштарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Патӑрьел ҫывӑхӗнче трактор кювета чӑмнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 35 ҫулти арҫын ларнӑ. Транспорт — вырӑнти предприятин.
Тракторист асфальт сарман ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен – кайнӑ ҫӗртех кювета чӑмнӑ. Арҫын, шел те, суранланнӑ. Унӑн ҫурӑм шӑмми аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |