Паян ҫӗрле, Кӑшарнинче, Христос тӗнне ӗненекенсем вакка чӑмнӑ. Республикӑра каҫ пӑтӑрмахсӑр иртнӗ. Пакунлисен ҫапах сыхӑ пулма тивнӗ.
Вакра шыва кӗнӗ вырӑнсенче шалти ӗҫсен органӗсен 700 ытла ӗҫченӗ йӗркене пӑхса танӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле йӗркене пӑснӑ 4 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вакра чӳхенме килнӗ ҫынсене тӗрӗсленӗ чухне иккӗшӗнне касакан-чикен япала тупнӑ, пӗрин ҫумра газ баллонӗ пулнӑ, тепри хунар-шокер илсе пынӑ. Ҫавӑн пекех пакунлисем 18 литр алкоголь тата спиртлӑ шӗвек туртса илнӗ.
Палӑртмалла: кӗҫӗр республикӑри 127 ялта Кӑшарни кӗлли пулнӑ, мероприятие 25 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 31-мӗшӗнче машинӑсене пӑшалтан пенӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ хӑйне ирӗке янӑ каччӑна право хуралӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.
Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер пулни палӑрнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче ҫул ҫинче хӑйне евӗр пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуран утакан 33 ҫулти арҫынна пӳремеч (вӗрсе хӑпартнӑскер, унпа ачасем ярӑнаҫҫӗ) ҫапса кайнӑ.
Пӳремече квадроцикл ҫумне ҫыхнӑ-мӗн. 37 ҫулти арҫын руль умӗнче ларнӑ, 54-ри вара пӳремеч ҫинче ярӑнса пынӑ. Хайхи пӳремеч Мӑн Тутаркас ялӗнче пурӑнакан 33-ри арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Унӑн чӗркуҫҫи суранланнӑ, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
ШӖМ пресс-служби палӑртнӑ тӑрӑх, руль умӗнчи арҫыннӑн права та пулман, ӑна туртса илнӗ.
РФ Шалти ӗҫсен министерстви автомобиле регистрациленӗ чухнехи йӗркене улшӑнусем кӗртме хатӗрленет. Ведомство правилӑсене кӗртмелли улшӑнусене хатӗрленӗ ӗнтӗ.
«РИА-Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, машина хуҫисем хӑйсем регистрациленнӗ регионти кодпа ҫеҫ автономер илейӗҫ. Анчах улшӑнусем паян ыранах-пулмӗҫ, ҫӗнӗ йӗрке 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ.
Документра ҫакна та палӑртнӑ: транспорта патшалӑх автоинспекцийӗн кирек хӑш подразделенийӗнче те регистрацилеме май пулӗ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 20 сехет те 5 минутра Шупашкарти Мир проспектӗнче «Тайота» машина светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне чарӑнман. Ҫав вӑхӑтра вара амӑшӗпе ывӑлӗ светофорӑн симӗс ҫутипе ҫул урлӑ каҫнӑ.
Хайхи водитель арҫын ачана ҫапса кайнӑ. Руль умӗнче ШӖМ ӗҫченӗ пулнӑ. Халӗ ун пирки экс-ӗҫчен темелле ӗнтӗ. Ӑна тепӗр кунхинех, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ. Унӑн виҫӗ ертӳҫине вара дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.
5 ҫулти ача вӑйлах аманман. Вӑл амбулатори мелӗпе сипленет.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑҫемӗн пакунлисем те Хӗл Мучи тумне тӑхӑнаҫҫӗ. Муркашра Полицейски Хӗл Мучи ҫул-йӗр правилине аса илтерсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Муркашри вӑтам шкулта вӗренекен ачасем те пулнӑ. Правилӑна лайӑх пӗлекен, йӗркене пӑхӑнакан водительсене пылак ҫимӗҫпе хавхалантарнӑ.
Ҫӗрпӳре те пакунлисем савӑнтарнӑ. Асӑннӑ районти Опытнӑй шкулӗнче паян Ҫӗнӗ ҫул утренникӗ иртнӗ. Унта полицин капитанӗ Александр Андреев ҫитнӗ. Вӑл ачасене тав тунӑ, ӳссен йӗрке хуралӗнче ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Пакунлин тав сӑмахне шкулти икӗ ача тимлӗ пулнишӗн тивӗҫнӗ. Шкултан кайнӑ чухне пӗр кунхине вӗсем ӳсӗр водителе асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систернӗ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем водителе тытса чарнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗ те пулман.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта 4-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Шел те, кинемей ҫавӑнтах вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 66 ҫулти хӗрарӑм Карл Маркс урамӗнче, Суту-илӳ ҫурчӗ тата ШӖМӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ умӗнче, ҫул урлӑ каҫма юраман вырӑнта тӑрук сиксе тухнӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: ҫав вырӑнта виҫӗ ҫын каҫнӑ, пӗри каҫса ӗлкӗрнӗ, хыҫалти транспорт иртсе каясса кӗтнӗ, варринчи ҫын вара троллейбус айне пулнӑ.
Кинемей васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама пӑрахнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.
«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.
Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.
Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнче М-7 ҫул ҫинче, Калайкасси ялӗ ҫывӑхӗнче, «Хендай» микроавтобус аварие лекнӗ. Салонра 8 пассажир пулнӑ.
37 ҫулти водитель руле итлеттереймен, ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Шел те, водительпе юнашар малти ларкӑч ҫинче пынӑ 40 ҫулти арҫын вилмеллех суранланнӑ. Тепӗр 5 пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: микроавтобус водителӗ ҫул-йӗр правилисене пӗрре мар пӑснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ун тӗлӗшпе 16 административлӑ протокол ҫырнӑ. Чылай чухне вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхшӑн ҫакланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |