Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем ҫын хутаҫне йӑтса кайнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хутаҫра 500 пин тенкӗ укҫа пулнӑ.
Пӑтӑрмах паян, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, кӑнтӑрла, Карл Маркс урамӗнчи кредит учрежденийӗнче пулса иртнӗ.
Ҫур миллион тенкӗ чикнӗ хутаҫ 71 ҫулти арҫыннӑн пулнӑ. Ӑна вӑл айккинелле хурса янӑ.
Вӑхӑтлӑха хуҫасӑр выртнӑ хутаҫа ҫулланнӑ хӗрарӑм йӑтса тухса кайнӑ. Сӑнпа пӑхсан ҫав хӗрарӑм 55-60 ҫулсенче, унӑн ҫӳллӗшӗ 160-170 сантиметр, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, ӑна кӗске кастарнӑ. Хӗрарӑм ҫутӑ хӗрлӗ платье тӑхӑннӑ.
Ҫак ҫынна уйӑрса илнисене 24-20-03 е 102 номерпе полицие шӑнкӑрӑвласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Пули-пулми илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗнпе паллаштарнӑ чухне автоинспекцире тӑрӑшатӑп тесе тыттарнӑ. Ҫынна пулӑшма килӗшенҫи пулнӑ вӑл.
Арҫынран вӑл 21 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ара, тӑкӑксӑр май ҫук: судпа айӑпланманни ҫинчен справка тутармалла, медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла, ӗҫре кирлӗ тумтире туянмалла, ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче вӗренмелле.
Чӑннипе хӗрарӑм ҫынсене унччен те пӗрре кӑна мар улталаннӑ иккен. Халӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ. Ҫынна улталанӑшӑн 5 ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ — банкран илнӗ кредит. Кӳрше те кивҫен патне каҫнӑ. Ултав серепине ҫакланнӑ 52 ҫулти арҫын ултавҫӑсене тӗрлӗ суммӑна икӗ уйӑх хушшинче пӗчӗкшерӗн куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмах виртуаллӑ суту-илӳ лапамне инвестици хывса укҫа-тенкӗ ӗҫлесе май пур тесе ҫырнӑ пӗлтерӗве асӑрханинчен пуҫланнӑ. Ҫавна ӗненсе вӑл ятарлӑ каҫӑпа иртнӗ, ун хыҫҫӑн банк картти ҫинчи 25 пин тенкӗ йӗп пек ҫухалнӑ. Кӑштахран арҫын патне пӗри шӑнкӑравласа укҫана тупӑш илмелле хума пулать тесе ӗнентернӗ. Савӑннӑ арҫын 1, 5 миллиона яхӑн тенкӗ кредит илсе тӗрлӗ телефон номерӗ ҫине куҫарса панӑ. Кайран хайхи укҫана каялла илес тенӗ. Апла тӑвас тесен 650 пин тенкӗ комисси тӳлемелле тенӗрен машинӑна салука хывса тата кредит илнӗ. Каштахран хӑйӗн кредит картти ҫинчи 132 пин тенке илнӗ, унтан кӳршӗрен 50 пин тенкӗ ыйтнӑ. Икӗ уйӑхра арҫын ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ ҫынсене улталаса пурӑннӑ. Ӑна нумаях пулмасть тытса чарнӑ. Кун пирки Тутарстанри ШӖМ пӗлтерет.
Кӳршӗ республикӑра Лениногорск хулинче пурӑнакан 20 ҫулти каччӑ полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫа ӗҫлесе илес тенӗ, мессенджерта ушкӑн та тупнӑ.
Ун патне тӳрех «консультант» ҫырнӑ. Хайхискер ӑна питӗ ӑннине, вӑл укҫа выляса илме пултарнине пӗлтернӗ.
20-ри каччӑ сумма пирки илтсен йӑлтах манса кайнӑ тейӗн, ҫав шутра -вӑл нимӗнле лотерейӑна, конкурса хутшӑнманни пирки те. Анчах ӑна 5 пин комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Тӳлесен вара, паллах, нимӗнле укҫа та выляса илмен вӑл.
Ҫак ӗҫе Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе республика Элтеперне Олег Николаева паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулӑва Раҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн пуҫлӑхӗн Атӑлҫи тӑрӑхнчи ҫарӗсен ведомствӑлла мар хурала тата лицензипе ирӗк паракан ӗҫе йӗркелесе пыракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Павел Дегтярёв хутшӑннӑ.
Росгвардин Чӑваш Енре управленине Дмитрий Расчетов ертсе пырӗ. Ӑна ҫак должноҫе Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.
Дмитрий Расчетов РФ Шалти ӗҫсен министерствин Барнаулти юридици институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2000 ҫулсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2014 ҫулта Алтай Республикинчи ведомствӑлла мар хурал пайне ертсе пыма тытӑннӑ. 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе Росгвардин Алтай Республикинчи упралвенине ертсе пынӑ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 50 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртри подъездри хуҫалӑх блокӗнче икӗ велосипед тата электросамокат упранӑ. Ирпе тӑрать те — подъездра хӑварнӑ пурлӑх ҫуккине асӑрхать.
Оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче пӗр велосипеда тупма май килнӗ. Вӑл преступлени вырӑнӗнчен инҫе мар пулнӑ.
Пакунлисем халӗ вӑрра шыраҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, велосипедпа электросамоката видеокамера тӗлне лекнӗ каччӑ йӑтса кайма пултарнӑ.
Вӑрмарта тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпар авторӗ пушар ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухнӑ тесе хыпарланӑччӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: инкекре тӑватӑ ҫемье килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫурта 37 ҫулти арҫын чӗртсе яма пултарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл арҫынна административлӑ майпа темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ иккен, анчах ҫав этем унччен судпа явап тытса курман. Хальхинче ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Муркашра 71 ҫулти арҫын 5 ҫулти ачана машинӑпа таптанӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 17 сехетре Коммуналлӑ урам картишӗнче пулса иртнӗ.
5 ҫулхи хӗрачапа кукашшӗ (тен, аслашшӗ-тӗр. Вырӑсла «дедушка» тесе ҫырнӑ) ача пахчинчен таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ача ҫине «ГАЗ-2752» автомобиль пырса кӗнӗ. Унӑн рулӗ умӗнче 71 ҫулти арҫын пулнӑ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Микроавтобус водителӗ инкек вӑхӑтӗнче урах пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарам онлайн майпа билет туянас тесе укҫи-тенкине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ҫак хӗрарӑм полицие пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл пӗр сайтра авиабилет туянас тенӗ те унӑн банк картти ҫинчен 35 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ полицейскисем ҫав ултавҫӑ кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхине 7 сехетре Етӗрне ҫулӗ ҫинче Заовражнӑй ҫул пӑрӑнӑшӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» рулӗ умӗнче ларнӑ 69 ҫулти арҫын транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шевролене» лектернӗ, унтан «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Кайран «Ниссан» ҫине «Калина» пырса кӗнӗ.
Аварире суранланнӑ 7 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен йышӗнче – 3 ҫулти хӗрача тата 1 ҫулти арҫын ача. Ачасен, телее, сурансем пысӑках мар. Вӗсене водительсем ятарлӑ ларкӑч ҫинче илсе ҫӳренӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |