Шупашкар хулинче пӗр арҫын кану базине иленнӗ. Анчах унта канма кайман вӑл, вӑрлама. Ҫын укҫи-тенкине тата ют пурлӑха пурӗ 300 пин ытла тенкӗлӗх вӑрланӑ арҫынна халӗ тытса чарнӑ.
Арҫын Шупашкарти Университет урамӗнчи кану базинче канакансене темиҫе хутчен те шар кӑтартнӑ. Вӑрӑ ӗҫӗпе ҫуллахи вӑхӑтра аппаланнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын уҫӑ чӳречесемпе балконсем витӗр кӗнӗ. Улӑхиччен номере сӑнанӑ, никам та ҫуккине ӑнланса илсен кӗнӗ. Хайхискер видеосӑнав камерисен тӗлне ҫакланнӑ.
Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ этем — 41 ҫулти арҫын. Унччен те судпа айӑпланнӑскер. Вӑрланине вӑл тунман. Ӑна кану базине 7 хутчен кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Авиабилет туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Суя сайтсем те пулма пултараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Питӗре вӗҫме билет туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Питӗре вӗҫме палӑртнӑ, сайта кӗрсе билет туяннӑ. Хайхискер заявка ҫырнӑ, банк карттин реквизичӗсене кӑтартнӑ. Счечӗ ҫинчен 13 пине яхӑн тенкӗ илнӗ. Анчах электрон билет ун патне ҫитмен.
Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын билета ултавҫӑсем йӗркеленӗ суя сайтра илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӑвай районӗнчи ялта пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 146 тӗм кантӑр ӳстернӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем наркотиклӑ ӳсен-тӑрана туртса илнӗ.
Кантӑр 46 ҫулти хӗрарӑмӑн пахчинче ӳснӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑрта наркотик пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 55 ҫулти арҫын та пахчинче кантӑр ӳстернӗ. Унран 33 тӗм туртса илнӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑннӑ пӗр арҫыннӑн килӗнче вӑрҫӑ хатӗрӗсем упраннӑ: 4060 ытла тӗрлӗ калибрлӑ патрон, 1 килограма яхӑн тар (пӑшал пемелли хатӗр) тата кортик. Кун пирки йӗрке хуралҫисене 61 ҫулхи хӗрарӑм пӗлтернӗ.
Ҫулланнӑ хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, 91 ҫулти ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн унӑн хваттерӗнче тимӗр ещӗк асӑрханӑ. Унта ҫар хатӗрӗсем упраннӑ. Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче шкулта ОБЖ учителӗ пулса ӗҫленӗ, сунара ҫӳреме юратнӑ.
Ҫар хатӗрӗсене эксперизӑна ӑсатнӑ. Ҫавӑн пек хатӗрсене ҫынсем хӑйсен кӑмӑлӗпе парсан вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 222-мӗ статйипе айӑпламӗҫ.
Шупашкар хулинчи ҫамрӑк арҫын хӗрарӑма пула улталаннӑ.
29 ҫулти вӑйпитти ар ҫыхӑнӑвне укҫалла кӗме килӗшекенсен сайчӗ урлӑ хӗрарӑма чӗнсе илес тенӗ.
Анчах кӗтни кӑлӑхах пулнӑ — никам та килмен. Хӗрарӑма чӗнсе илме хӑтланса арҫын укҫа куҫарса янӑ. Ултавҫӑ капкӑнне ҫакланса вӑл 16 пин те 400 тенкӗсӗртӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм та килмен, укҫа та ҫухатнӑ арҫын хытах пӑшӑрханнӑ. Унтан вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Весем патне вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине персе ҫитнӗ, шар курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Юрату мӗн патне илсе ҫитерет? Ӑна пула укҫасӑр кӑна мар, акцисемсер те тӑрса юлма пулать.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти арҫын Мускав хӗрарӑмӗпе кӑрлач уйӑхӗнче паллашнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне питӗ шаннӑ. Вӑл хӗрарӑма пӗрре мар кивҫен панӑ.
Арҫын пӗтӗмпе ӑна 1 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кун валли вӑл пысӑк предприятири акцисене те сутнӑ. Хӗрарӑм Шупашкара таврӑнсан парӑма татма шантарнӑ. Анчах кӗҫех вӑл телефона тытма пӑрахнӑ. Ҫапла арҫын шӑнман пӑр ҫинче ларса юлнӑ.
Паян ирхи 6 сехет те 30 минут тӗлӗнче Шупашкарта троллейбус микроавтобуспа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Энгельс тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Пассажирсене 15-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус светофор тӗлӗнче чарӑннӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 234-мӗш маршрутпа турттарать.
Троллейбуса руль умӗнче 27 ҫул ларакан водитель тытса пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, транспортӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Салонта 10 ҫын пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫын — маршрут микроавтобусӗнче. 46-64 ҫулсенчи икӗ хӗрарӑм-пассажир кӑштах суранланнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Водительсем иккӗшӗ те урӑ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 сехет те 20 минутра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ачасем шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 31 ҫулти хӗрарӑм транспорта итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Машинӑра виҫӗ ача пулнӑ: 2-ри хӗрача, 5-ри тата 6 ҫулти арҫын ачасем. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасем хыҫалта ятарлӑ креслӑсӑрах ларнӑ.
Ку кӑна мар, салонра аслӑ ӳсӗмри тепӗр 3 ҫын пулнӑ: водитель, унӑн упӑшки тата хунямӑшӗ. Водитель хӑй урӑ пулнӑ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан ҫын ӗне туянас тенӗ те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна улталанӑ ҫынсене тупнӑ. Вӗсем – Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан икӗ арҫын.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ҫын тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳре ӗне сутнине курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ ӗнене машинӑпа тиесе янине ӗнентернӗ. Ку вара ӑна ӗненсе 40 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Ҫав ҫынсене тупнӑ. 23-ри тата 33 ҫулти арҫынсем ҫавнашкал ытти преступление те тунине палӑртнӑ. Чӑваш Ен полицейскийӗсем ӗҫлӗ командировкӑна кайса вӗсене тытса килнӗ. Арҫынсем Патӑрьел арҫыннин тӑкакне саплаштарнӑ. Ултавҫӑсене судпа айӑпланӑ. Пӗрне ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Теприне тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Банкоматра тепӗр ҫын хӑварнӑ укҫана кӗсьене чикнӗ икӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи чарӑнура пӗр ҫын банкоматра укҫа манса хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн икӗ арҫын кӗнӗ. 4 пин тенке шӑпах ҫавсем илсе кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен сӑнӗсем видеокамера ҫине лекнӗ.
Ку арҫынсене палласа илтӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 89176594360, 24-09-88.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |