Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ертсе пыма каллех ют регионти ҫынна шанма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист пӗлтернӗ. Ҫук-ха, ҫирӗплетсех каламан.
Пирӗн республикӑри шалти ӗҫсен министрӗн тилхепине Виктор Шметкова тыттарма пултараҫҫӗ имӗш. Вӑл — шалти службӑн генерал-майорӗ. Хальхи вӑхӑтра Виктор Анатольевич Шалти ӗҫсен министерствин Волгоград облаҫӗнчи Тӗп управленийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1963 ҫулта Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Аҫтӑрханти патшалӑхӑн пулӑ промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗн техника институтӗнчен, 1996 ҫулта Раҫҫейӗн ШӖМӗн Управлени академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шалти ӗҫсен тыӑмӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Волгоград облаҫне ӑна 4 ҫул каялла куҫарнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑччӗ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Владимир Путин хушӑвне Право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Полицин генерал-майорӗ ӗҫрен каяссине Чӑваш Енӗн ШӖМӗн планеркинче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине вӑл ӑнлантарса тӑманччӗ. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен.
Шупашкарта ҫул-йӗр патруль службин пайӗн ертӳҫин ҫумне тытса чарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗн ӗҫченне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тытса чарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫата кун пирки право тытӑмӗнчи ҫӑлкуҫсем ӗнер пӗлтернӗ иккен.
Ҫак пӑтӑрмах пирки каярах Чӑваш Енӗн прокуратуринче тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче те уҫӑмлатнӑ.
Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ хӑйӗн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе офицер ӗҫтешӗсене хутсем ҫырма чарнӑ-мӗн.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Халӗ ку фактпа Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ кӑлтӑкшӑн офицера ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх пур.
ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ.
Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ.
Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ.
Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха.
«Вятка» федераци автоҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр патруль службин инспекторӗсем «Фольксваген Туарег» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 45 ҫулти хӗрарӑм документсене кӑларса кӑтартнӑ, анчах унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене урӑх ҫын ҫине тунӑ, сӑнӳкерчӗкӗ вара урӑх ҫыннӑн. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне ШӖМ уйрӑмне ку ыйтӑва уҫӑмлатма илсе ҫитернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен правасӑр юлнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Раҫҫей кунӗ ҫывхарать. Палӑртса хӑварар: ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн ют ҫӗршыв ҫыннисем ШӖМӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура присяга тытнӑ. Вӗсем Раҫҫей гражданствине илесшӗн. Присяга хыҫҫӑн ҫак ҫынсене пирӗн ҫӗршыв паспортне параҫҫӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ ведомствӑна ют ҫӗршывра ҫуралнӑ 10 ҫын килнӗ. Вӗсем Молдовӑра, Украинӑра, Таджикистанра кун ҫути курнӑ. Пӗри вара – Анголӑран.
«На связи» форумра ҫак хыпара комментарилекенсем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри ҫырнине ӗненес тӗк, Анголӑран пирӗн пата килнӗ ҫын – тухтӑрта ӗҫлет, вӑл ӑна лайӑх тесе палӑртнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн ЛДПР депутачӗ Константин Степанов Шупашкарти ШӖМ умне пӗчченех пикета тухнӑ. Вӑл «Свободу Ивану Голунову» (чӑв. «Иван Голунова – ирӗклӗхе») тесе ҫырнӑ плакат йӑтнӑ.
Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикет йӗркеллех иртнӗ, пӗр полицейски пырса унӑн ятне-шывне ҫырса кайнӑ. Ун патне Голунов пирки пӗлекен ҫынсем те пырса кайнӑ.
Депутат хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ: «Журналист коррупци тата ритуаллӑ пулӑшу тытӑмӗнче скандаллӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Маншӑн оппозици МИХӗн журналисчӗ юраман япаласем йӑтса хула тӑрӑх ҫӳрени питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Ҫакна ӑссӑр ҫын ҫеҫ тума пултарать. Кунашкал тӗрӗслев ирттерекен журналист кун пек йӑнӑш тума пултарнине ӗненес килмест».
Палӑртмалла: Иван Голунова ҫӗртмен 6-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл наркотиксемпе ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Журналиста хавхалантаракан пикетсем халӗ ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ темелле. Унта хутшӑнакансен шухӑшӗпе, Голунов айӑплӑ мар. Халӗ вӑл килти арестра ларать.
Паян Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем Шупашкарта пысӑк уяв ирттернӗ. Пирӗн пата «Асамлӑ уй» кӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович та ҫитнӗ. Вӑл Олимпийский» стадионта «Асамҫӑ» акци ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл Хӗрлӗ лапама машинӑпа ҫул тытнӑ.
Анчах паллӑ телеертӳҫӗ ҫулпа мар, тротуарпа пынӑ. Ленинград урамӗнчи ҫул варринче автобус ларнӑ, вӑл машинӑсене ятарласа ирттерсе яман. Леонид Якубович вара унран тротуар урлӑ иртсе кайнӑ.
Ҫакна сӑн ӳкерекенсем пулнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче Якубович «Лексус» рулӗ умӗнче ларни курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене «За рулем» паблика вырнаҫтарнӑ. Вӗсене ҫул-йӗр полицийӗ те асӑрханӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, водителе явап тыттарӗҫ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат ҫырчӗ. Ҫавна республикӑри ытти кӑларӑм та хыпарларӗ.
Сергей Неяскин ӗҫрен кайма ыйтса ҫырни пирки паян ведомствӑра видеоконференцҫыхӑну мелӗпе иртнӗ канашлура пӗлтернӗ иккен.
Планеркӑра министр мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине каламан имӗш. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланни ҫапла тума хистеме пултарнӑ-мӗн. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ имӗш. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |