Ӗнер, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта водительсене парнесемпе савӑнтарнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем тата ЧР ШӖМӗн Шупашкарти уйрӑмӗн общество канашӗн элчисем акци ирттернӗ.
Экипаж Мускав проспектӗнче тата «Октябрь: 50 ҫул» урамра пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫинче водительсене чарса уяв ячӗпе саламланӑ, хӗрарӑм полицейскисем сувенирсем парнеленӗ.
Ку водительсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем малашне те ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса шантарнӑ. Парнеленӗ сувенирсем ҫул ҫинче яланах тимлӗ пулмалли пирки аса илтерӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 ҫулти арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫакскер Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан тӑванӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Шӑматкун – мунча кунӗ, вӗсем те рехетленме шутланӑ.
Хайхи арҫын мунчара ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юр ҫинче уҫӑлма шутланӑ – кӗрт ӑшне сикнӗ те арматура ҫине тӑрӑннӑ. Арҫын юр айӗнче арматура пулнине пӗлмен ҫав.
Ӑна, кӑкӑр тӗлӗнчен суранланнӑскере, Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ.
Ӗнер каҫхине «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, 656-мӗш ҫухрӑмӗнче, «Лада-Гранта» ВАЗ-2110 машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш машина водителӗ авари вырӑнӗнчен тарса ҫӳренӗ.
Анчах нумайлӑха тарайман вӑл – ӑна кӗҫех Кӳкеҫре тупнӑ. Хайхискер машинипе юр ӑшне тӑрӑнса ларнӑ, малти пайӗ ҫинче аварие лекнӗ вырӑнсем пулнӑ.
41 ҫулти водителӗн тармалли сӑлтавӗ тата пулнӑ иккен: вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те машинӑпа ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн явап тытнӑ. Халӗ ӑна уголовлӑ майпа явап тытма пултарӗҫ.
Шупашкар хулинче видеокамерӑсем халӗ чылай вырӑнта пур. Вӗсене предприяти-организацисенче те вырнаҫтараҫҫӗ, урамсенче те йышлӑ. Урамрисенчен хӑшӗсем ӳкерекен информаци пакунлисем патне каять. Ҫав камерӑсем преступление палӑртма пулӑшаҫҫӗ.
Усал шухӑшпа ҫӳрекене нимӗн те чараймасть пуль ҫав. Шупашкарти икӗ ҫамрӑк камерӑсенчен пӗрне вӑрланӑ. Вӗсем Речников лапамӗнчи ҫурт ҫинчи камерӑна куҫ хывнӑ. Ӑна кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлӗнче пӗҫертсе кайнӑ.
Урамри видеокамерӑна вӑрлаканӗсем 20-25 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Инстаграмӗнче каччӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтаранӑ.
Вӗсене пӗлекенсене 8(8352) 24-07-71 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Пӗр талӑкра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансене 469 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑмӑн карточки ҫинчен такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Лешӗн унта 1 пин тенкӗ кӑна-мӗн. Калаҫнӑ май ултавҫӑ тепӗр счет пирки те пӗлнӗ – унта вара 500 пин тенке яхӑн выртать. Хайхискер хӗрарӑма «вӑхӑтлӑх» счет ҫине 318 пин тенкӗ куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫа куҫнӑ кӑна – «банк ӗҫченӗн» шӑрши-марши ҫухалнӑ. Хӗрарӑм хуйхи пирки полицие пӗлтернӗ.
Канашра пурӑнакан 30-ти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл та телефонпа «банк ӗҫченӗпе» калаҫнине ӗненнӗ. Канаш хӗрарӑмӗ ултавҫа 151 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакансем заповедникра пулӑ тытнӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систерекен пулнӑ.
Тӑватӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас хӑрушлӑх та пур. РФ Пуҫиле кодексӗн 259-мӗш статйи вара кӑра. Вӑл статья 300 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама, е 480 сехет таран ӗҫлеттерме, е юсанмалла 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Пулӑҫсенчен йӗрке хуралҫисем виҫӗ сӑскӑ туртса илнӗ. Ҫав хатӗрпе Улатӑр арҫыннисем 413 карас, 229 уланкӑ, 21 чапак тытма ӗлкӗрнӗ. Чӗрӗ пулла пакунлисем шыва янӑ. Заповедникра пулӑ тытнин тӑкакне йӗрке хуралҫисем 110 пин тенкӗ таран шутласа кӑларнӑ.
Паян Шупашкар районӗнче тӑватӑ пассажир аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра пулнӑ. Аварие виҫӗ машина лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Муркаш-Шупашкар» маршрутка Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче ҫынсене каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Ун ҫине «Скания» грузовик пырса кӗнӗ. Светофор патӗнче ларакан «Ауди» автомашина водителӗ пысӑк машина пырса кӗнине тӗкӗр ҫинче асӑрхасан ҫул айккине пӑрӑнма хӑтланнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Машинӑсем пурте лапчӑннӑ. Маршруткӑри 12 пассажиртан тӑваттӑшӗ, ҫав шутра 16-ри хӗрача та пулнӑ, аманнӑ.
Инкек вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна-ха, ШӖМ ӗҫченӗсем ҫак 5 кунра ӳсӗр 35 водителе тытса чарма ӗлкӗрнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, инспекторсем 35 водителе тытса чарнӑ. Пурте – ӳсӗр. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ унччен те руль умне ӳсӗр ларса полицейскисен аллине лекнӗ. Ҫавна май вӗсене уголовлӑ майпа явап тыттарма пултарӗҫ.
Каласа хӑварар: ҫак кунсенче инспекторсем ҫул ҫинче ӳсӗр водительсене тытса чарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Кунашкал водительсене курсан тӳрех инспекторсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисен иртнӗ эрнекун сисчӗвленме тивнӗ. Тӗрлӗ объектра мина хунӑ тесе 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Суяҫҫӗ пуль тесе лараймӑн — тӗрӗслемех тивет. Пакунлисем ҫапла тунӑ та.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, телефонпа «шӳтлекен» ҫын 90 хутчен шӑнкӑравланӑ. Ҫав ҫын тӗрлӗ учреждени организацире мина хуни пирки хыпарланӑ. Тавах, ниҫта нимле мина та пулман.
Михаил Игнатьев суйса шӑнкӑравлакансене пуҫиле статьяпа явап тыттарма май пурри пирки аса илтернӗ. Суйса шӑнкӑравланӑшӑн 3 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май пурри пирки пӗлтернӗ вӑл. Михаил Игнатьев Элепер Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавас кӑмӑла пӑсакан провокаторсем хыҫҫӑн каймалла маррине аса илтернӗ.
Шупашкарти хулаҫум автовокзалӗнче пӗр ватӑ арҫын хутаҫ манса хӑварни пирки, унта укҫа пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ҫав арҫын тупӑннӑ, укҫана ӑна тавӑрса панӑ. Ҫак хутаҫа вокзалта асӑрханӑ хӗрарӑма вара ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Михайлов тав хучӗ, чечек ҫыххи тата парне парса чысланӑ.
Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулнине аса илтерер. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын ывӑлӗ патне хӑнана кайма тухнӑ. Хайхискер вокзалта алӑри хутаҫне ӳкерсе хӑварнӑ. Ҫак хутаҫа вокзал ӗҫченӗ Елена Алексеева асӑрханӑ, малтанах ҫӳп-ҫап тесе шутланӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта укҫа, 90 пин тенкӗ ытла. Вӑл хутаҫа диспетчера панӑ. Анчах ун хуҫи тупӑнман. Кун хыҫҫӑн полици ҫав арҫынна шырама тытӑннӑ, МИХсем унӑн сӑнне вырнаҫтарнӑ.
Ватӑ арҫыннӑн ҫемйи ӑшра ҫав укҫапа «сывпуллашнӑ» ӗнтӗ, тупасса шанман. Халӗ старике укҫине тавӑрса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |