Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗн пульницине 40 ҫулти хӗрарӑма илсе килнӗ. Хайискер наркӑмӑшланни паллӑ пулнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби акӑ мӗн хыпарлать: хӗрарӑм килте йӑнӑшпа гербицид ӗҫнӗ. Вӑл тимсӗрлӗхне пула ҫак хутӑша 50 грамм ӑша янӑ. Ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнӑ.
Пульницӑна илсе пырсан хӗрарӑма тухтӑрсем медпулӑшу панӑ: унӑн хырӑмлӑхне тасатса кӑларнӑ, унтан киле янӑ.
Шупашкарти 1-мӗш типографи ертӳҫисене предприятие йывӑрлӑха юри кӗртсе ӳкернӗ тесе шанмаҫҫӗ.
Ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем 2012 ҫулта организацишӗн пайталлӑ мар ӗҫ туса ирттернӗ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсем 33 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ, ҫав шутран 24 миллионне поставщик-предприяти счечӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах унтан типографие нимле тавар та килмен.
Пайтасӑр килӗшӳ ятарласа туни, унпа килӗшӳлӗн укҫа куҫарни типографин финанс тӑрӑмне кӑткӑслатнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян предприяти, чӑн та, йывӑрлӑхра. Ӑна панкрута кӑларма йышӑннӑ. Унта шалу парӑмӗпе те татӑлса пӗтмен.
Пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви тӗпчет.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫынсене улталанӑ тесе тытса чарнӑ.
Чӑваш Енри право хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, 30 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене хваттер тара яратӑп тесе шантарнӑ. Те укҫа илнӗ хыҫҫӑн ҫухалнӑ вара, те ҫынсене урӑхла мелпе шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ — кун пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартман.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи темиҫе хут та улталама пултарнӑ. Ӑна ШӖМӗн Пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Пурӑнмалли кӗтес тара илес тесе ҫав хӗрарӑмпа ҫыхланса улталаннисене право хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче мӗнле номерсемпе шӑнкӑравламаллине те кӑтартнӑ: 8 (8352) 24-37-97, 24-37-98 е 02.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи пӗр ҫурт тӗлӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аварире тӑватӑ машина шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх «Lada Xray» машинӑри 33 ҫулти водитель «Суту-илӳ ҫурчӗ» еннелле кайнӑ чухне хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Вӑл руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.
Унтан автомобиль ҫине тепӗр икӗ машина пырса тӑрӑннӑ. Аварире «Lada Xray» машина салонӗнче ларнӑ 5 ҫулти хӗрача, «Lada Granta» машинӑра пулнӑ 22 ҫулти хӗрпе каччӑ аманнӑ.
Шупашкарти аэропортра авиапассажирсене тӗрӗсленӗ. Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи лини пайӗпе Чӑваш Енри суд приставӗсем «Узнай о своих долгах» (чӑв. Хӑвӑн парӑмсем пирки пӗл) акци ирттернӗ. Ку вӑл — «Должник» (чӑв. Парӑмҫӑ) профилактика мероприятийӗнсенчен пӗри.
Аэропортри пассажирсем вӗҫсе каймалли залра транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем ҫынсене унти суд приставӗсем патне йыхравланӑ. Лешсем пассажирсен парӑм пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче Мускава тата Анапӑна вӗҫекен 250 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Транспорт ҫинчи лини пайӗ парӑмсем (штрафсем, алиментсем, налуксем) пуррипе ҫуккине ҫынсем Патшалӑхӑн пулӑшӑвӗн порталӗнче те пӗлме пултарнине пӗлтерсе унта та кӑсӑкланма май пуррине аса илтерет.
Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти арҫын республикӑна спирт продукцийӗ илесе килнӗ те ӑна хулара, ун ҫывӑхӗнчи ялсенче сутнӑ. Анах халӗ унӑн усламӗ пӑчланнӑ. Ӑна оперативниксем ярса илнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Машиностроительсен тӑкӑрлӑкӗнчи оперативниксем пӗр гаражра ухтару ирттернӗ. Унта 17 пине яхӑн кӗленче, 100 миллилитрлисем, тупнӑ. Кӗленчесенче этанол пулнӑ. Пакунлисем пӗтӗмпе 300 ытла курупка туртса илнӗ (2 677 литр спирт).
Арҫыннӑн кунашкал тавар туянма, упрама тата сутма лицензи пулман. Саккуна пӑсса этил спиртне кӳрсе килнӗшӗн, упранӑшӑн тата сутнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри организаци-учрежденисенче мина лартнӑ тесе каллех хӑратнӑ. Ҫакна эпир республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче паян хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Сирпӗнмелли хатӗрсем вырнаҫтарнӑ текен хыпар илтсен яваплӑ тытӑмсем (полици тата Росгварди ӗҫченӗсем) яланхиллех васкавлӑн ӗҫе кӳлӗннӗ. Турра шӗкӗр, ниҫта та нимӗн те тупӑнман.
Правӑна сыхлакан органсем халӗ усал шӳтлекенсем камсем пулнине палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Мина лартнӑ тесе шиклентерекенсем маларах та темиҫе хутчен пулнӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электрон почтӑпа систернине, ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каллех ҫавӑн пек хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарта Алексей Логинов урамне уҫнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствипе Тӗп универмаг хушишинче вырнаҫнӑ урама ҫавӑн пек ят пама йышӑннӑччӗ.
Алексей Логинов — Совет Союзӗн Геройӗ. Вӑл — Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. 1931-1934 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗсенче милиционер-счетоводчикра ӗҫленӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн милици управленийӗн секретарӗнче вӑй хунӑ. Фронта 1941 ҫулта тухса кайнӑ. Алексей Романович 1943 ҫулта авӑн уйӑхӗнче пуҫ хунӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Паян Логинов урамӗнче унӑн палӑкне уҫнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче «Частник» (чӑв. Уйрӑм ҫын) уйӑхлӑх иртет. Вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Профилактика мероприятине Гостехнадзор инспекцийӗпе Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче инспекторсем уйрӑм ҫынсем хӑйсен тракторӗсемпе тата мотоблокӗсемпе епле усӑ курнине хаклӗҫ.
Гостехнадзор инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри мӗнпур трактортан 60-а яхӑн проценчӗ — уйрӑм ҫынсен аллинче. Тракторсене тата хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техникӑна теприсем тӗрӗслеттермеҫҫӗ. Ҫакӑ инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Юсавлӑ техника та асӑрханманнине каҫармасть. Вӑрнар районӗнче пӗчӗк ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри тимӗр укҫа ҫӑтса янӑ ачана пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар-ха. Пӗчӗкскере пульницӑна васкавлӑн ҫитерме.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар-Сурски» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишек ҫывӑхӗнче, дежурствӑри инспектортан ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пӗр водитель пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн виҫӗ ҫулти ывӑлӗ тимӗр укҫа ҫӑтса янине, Вӑрнар районӗнчи ҫемье пульницӑна кайма тухнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинче пӑкӑ кансӗрленӗ.
Ҫӳл-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ, полицин капитанӗ Сергей Никифоров пӑтӑрмах пирки дежурство пайне пӗлтернӗ. Унтан вӑл ашшӗпе ывӑлне патруль машинине лартса Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |