Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын двигатель туянасшӑн пулнӑ, анчах ун вырӑнне ӑна икӗ михӗ кирпӗч ярса панӑ. Куншӑн вӑл самай укҫа тӳленӗ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие килсе йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Chery Fora автомобиль валли двигатель сутнине курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ таваршӑн 27 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ, двигателе транспорт компанийӗ урлӑ ярса пама шантарнӑ.
Посылка килнӗ-ха, анчах унта двигатель мар, икӗ кирпӗч пулнӑ. Арҫын сутуҫӑ патне шӑнкӑравланӑ, анчах лешӗ телефона сӳнтернӗ ӗнтӗ. Полицейскисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ярославльте пурӑнакан 29 ҫулти арҫын. Ӑна РФ ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Нурӑс салинчен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 10 ҫынна яхӑн пулнӑ. Юрать, никам та вилмен.
«Луидор» автобус «Шупашкар-Сурское» автоҫулӑн 52 ҫухрӑмӗнче 10 сехет те 40 минутра ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель руле итлеттереймен. Салонри пассажирсем вӑйлах аманман. Каштахран пӗр ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр пулман.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм федераци каналӗсенчен пӗринче экстрасенс пулӑшӑвӗ пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер мӑнукӗсене питӗ качча парас килнӗ, ҫавӑнпа унпа ҫыхӑннӑ.
Анчах 85 ҫулти хӗрарӑм суя экстрасенспа ҫыхӑнса 143 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Экстрасенс хайхи хӗрарӑма пулӑшма шантарнӑ: вӑл кирек мӗнле ыйтӑва та татса параять иккен. Анчах малтан укҫа тӳлемелле, кайран – пулӑшу. Кинемей чӑнах та ӗненнӗ, ултавҫӑн счечӗ ҫине 143 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнлансан ватӑскер полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери футбол чемпионатне курма пӗлтӗр пирӗн ҫӗршыва килнӗ ҫынсенчен 5 пин ытларахӑшӗ Раҫҫейрех юлнӑ. Ҫак цифрӑна паян ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци енӗпе ӗҫлекен тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Краюшкин пӗлтернӗ.
Пакунлӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, футбол кураканӑн паспорчӗпе пирӗн ҫӗршыва 650 пин ытла ҫын килнӗ. Анчах каялла кайма вӗсенчен хӑшӗсем тӑхтаса тӑраҫҫӗ. «Чылайӑшӗ саккуна пӑхӑнакансерсем пулчӗҫ, хӑйсен тӑван тӑрӑхне вӑхӑтра тухса кайрӗҫ, — тенӗ полицейски. — Ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 12 пин ытла ҫын Раҫҫейре тӑрса юлнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службипе пӗрле вӗсенчен чылайӑшне тӑван ҫӗршывне ӑсатма май килчӗ. Футбол кураканӑн карттипе килнисем халӗ Раҫҫейре — 5,5 пин ҫын~~».
Паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин наградӑланӑ. Регион ертӳҫине Раҫҫейӗн ШӖМӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Чӑваш Енӗн ваҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республика ертӳҫине Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви умӗнче лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн хисеп тунӑ.
Грамотӑна Сергей Неяскин министр Шалти ӗҫсен министерствин коллегийӗн паянхи ларӑвӗнче панӑ. Ҫак саманта асра хӑвармалла сӑн та ӳкерсе илнӗ. Ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Преступленисемпе кӗрешессине илсен, пӗлтер пирӗн республикӑра преступленисен шутне унчченхи ҫулхинчен 7,6 процент сахалтарах шута илнӗ. Пурӗ 11,8 пин ытларах регистрациленӗ.
32 ҫулти водитель паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнче пӗр хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ те тӗрӗссипе ятарлӑ вырӑнта каҫман-ха. Водитель тыткаларӑшӗ те питех тӗлӗнтерет.
Пӑтӑрмах паян ирхи 7 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Рено Логан» автомобиль рульне тытса пыракан 32-ри арҫын Шупашкартан Ҫӗрпӗве кайнӑ чух ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Шар курни ҫавӑнтах вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑма ҫул айккине сӗтерсе кайнӑ. Ӑна вӑл юрпа хупласа хӑварма хӑтланнӑ. Кайран вырӑнтан кайса ҫухалнӑ.
Инкеке лекнӗ (ҫаплах каламалла ӗнтӗ. Асӑрханусӑрлӑха пула хӑй те хуйха ӳкнине тавҫӑрма йывӑр мар) водитель хӑтланкаларӑшне куракансем пулнӑ. Кӗҫех водителе ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ.
Паян ҫӗрле, Кӑшарнинче, Христос тӗнне ӗненекенсем вакка чӑмнӑ. Республикӑра каҫ пӑтӑрмахсӑр иртнӗ. Пакунлисен ҫапах сыхӑ пулма тивнӗ.
Вакра шыва кӗнӗ вырӑнсенче шалти ӗҫсен органӗсен 700 ытла ӗҫченӗ йӗркене пӑхса танӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле йӗркене пӑснӑ 4 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вакра чӳхенме килнӗ ҫынсене тӗрӗсленӗ чухне иккӗшӗнне касакан-чикен япала тупнӑ, пӗрин ҫумра газ баллонӗ пулнӑ, тепри хунар-шокер илсе пынӑ. Ҫавӑн пекех пакунлисем 18 литр алкоголь тата спиртлӑ шӗвек туртса илнӗ.
Палӑртмалла: кӗҫӗр республикӑри 127 ялта Кӑшарни кӗлли пулнӑ, мероприятие 25 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 31-мӗшӗнче машинӑсене пӑшалтан пенӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ хӑйне ирӗке янӑ каччӑна право хуралӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.
Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер пулни палӑрнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче ҫул ҫинче хӑйне евӗр пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуран утакан 33 ҫулти арҫынна пӳремеч (вӗрсе хӑпартнӑскер, унпа ачасем ярӑнаҫҫӗ) ҫапса кайнӑ.
Пӳремече квадроцикл ҫумне ҫыхнӑ-мӗн. 37 ҫулти арҫын руль умӗнче ларнӑ, 54-ри вара пӳремеч ҫинче ярӑнса пынӑ. Хайхи пӳремеч Мӑн Тутаркас ялӗнче пурӑнакан 33-ри арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Унӑн чӗркуҫҫи суранланнӑ, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
ШӖМ пресс-служби палӑртнӑ тӑрӑх, руль умӗнчи арҫыннӑн права та пулман, ӑна туртса илнӗ.
РФ Шалти ӗҫсен министерстви автомобиле регистрациленӗ чухнехи йӗркене улшӑнусем кӗртме хатӗрленет. Ведомство правилӑсене кӗртмелли улшӑнусене хатӗрленӗ ӗнтӗ.
«РИА-Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, машина хуҫисем хӑйсем регистрациленнӗ регионти кодпа ҫеҫ автономер илейӗҫ. Анчах улшӑнусем паян ыранах-пулмӗҫ, ҫӗнӗ йӗрке 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ.
Документра ҫакна та палӑртнӑ: транспорта патшалӑх автоинспекцийӗн кирек хӑш подразделенийӗнче те регистрацилеме май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |