Ку хыпар водитель правине илме ӗмӗтленекенсене уйрӑмах кӑсӑклантарӗ. Ара, водителе вӗренме шут тытнисем чи малтан тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ: ӑҫта каймалла?
Апла ку сире пӗлмешкӗн: Шупашкарти виҫӗ автошкул лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсен ҫынсене урапапа ҫӳреме вӗрентме юрамасть. Унчченхи пекех ӗҫлеме тытӑнас тесен вӗсен ЧР ҪҪХПИн требованийӗсене пурнӑҫлама тивӗ.
ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Стелс», «Профессионал» автошкулсен тата «Профессионал» вӗренӳ центрӗн правана вӗрентмешкӗн лицензи ҫук.
Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫӳлерех асӑннӑ шкулсен автодрома тара тытас документсемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Права илекенсем унта вӑхӑта чылай ирттереҫҫӗ-ҫке-ха.
Ҫапла автошкулсем документсене йӗркене кӗртиччен пулас водительсене йышӑнмӗҫ.