Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗнӗ конкурс пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, хулари чи илемлӗ, чи чечеклӗ картише палӑртӗҫ. Кун пирки ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ.
Конкурса общество хӑйтытӑмлӑхӗн 57 органӗ хутшӑнма пултарӗ. Картишсене хакланӑ чухне клумбӑсен шутне, вӗсене мӗнле илемлетнине шута илӗҫ. Ҫавӑн пекех мӗн чухлӗ шӑматкунлӑх ирттернине те хаклӗҫ.
Конкурса картишсене хӑтлӑх кӗртес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта пурӑнакан халӑхшӑн хӑтлӑ пултӑр. Кашнине 10 балл таран хаклама пултарӗҫ.
Конкурса хутшӑнас тесен сӑнӳкерчӗксем тата видеоматериал утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон — 23-51-01. Конкурса утӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чыслӗҫ, укҫан хавхалантарӗҫ.
Ыран, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Элли Юрьев ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗн 30 ҫулхине халалласа Шупашкарти ӳнер музейӗнче 16 сехетре курав уҫӑлать. Унта ачасен тата вӗсене вӗрентекенсен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ: станок тата декораци композицийӗ, керамика, пусмана ӳкерсе капӑрлатни, тӗрӗ, пуканесем, кантӑка капӑрлатни.
Элли Юрьев ячӗллӗ художество шкулне 1985 ҫулта уҫнӑ. 2001 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Шупашкарпа Чӑваш Енӗн хальхи элемӗсен — гербпа ялавӗн — авторӗн ятне панӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулта ҫуралнӑ, 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шкулта художника халалланӑ мемориал экспозицийӗ уҫнӑ. Вӗренӳ программине Э. Юрьев пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекцисем кӗртнӗ.
Республикӑри сиплев учрежденийӗсем ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Гладков урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра, «А» корпусра вырнаҫнӑ) ҫав кун 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-00-25.
Республикӑри наркологи диспансерӗ 8 сехетрен 14 сехетчен кӗтет. Унта нарколог-психиатр, психолог тата психотерапевт консультаципе пулӑшӗҫ. Вӗсем патне лекме 23-41-68 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 1-мӗш номерлӗ поликлиники те (тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне хутшӑнать. Тухтӑр патне лекес тесен 26-03-03 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Тухтӑрсем направлени парсан ҫын ультрасасӑпа, электрокардиограмма, флюорографи, тӗрлӗ анализ парсах тӗрӗсленме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча поликлиники те Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Унти ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 76-33-80.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, — Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ кун.
«Чӑваш литературинче Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑнать, тӑван сӑмаха аталантарас тесе вӑл нумай тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ҫамрӑклах пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пулин те хӑйӗн хыҫҫӑн пӗлтерӗшлӗ йӗр хӑварнӑ. Унӑн мӗнпур сӑвви, хайлавӗ, тӗпчев ӗҫӗсем ӗмӗрлӗхе пирӗнпе юлаҫҫӗ», — тесе ҫырать Ҫеҫпӗл пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне литераторсем, культура ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе студентсем пухӑннӑ.
Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов та Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хунӑ, поэтӑмӑра асӑнса пуҫ тайнӑ. Конгресс Президенчӗпе пӗрле Мӑн Канаш тата «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет пайташӗ, «Республика» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Ҫеҫпӗл ентешӗ Лидия Филиппова та пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидатсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти праймериза епле ирттерессипе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Ку суйлав валли парти пайташӗсем виҫӗ кун уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Праймериз тӑватӑ меслетрен 3-мӗшӗпе иртӗ. Ку меслете хӑшӗсем чи вӑрттӑнни тата уҫҫӑн марри тесе хаклаҫҫӗ иккен.
Парти хушшинчи суйлав пилӗк муниципалитетра пулӗ: Етӗрне районӗнче — ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Шупашкарта — ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Патӑрьел, Канаш тата Елчӗк районӗсенче — ҫӗртмен 20-мӗшӗнче.
Партирен кама Элтепер пулма кандидата суйлассине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемсӗр пуҫне партин регионти уйрӑмӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ организацие хутшӑнакансемпе пайташсем хутшӑнайӗ.
Парти хушшинчи кандидатсене хӑш-пӗр регионта 1-мӗш меслетпе суйланӑ. Ӑна чи демократилли тесе калаҫҫӗ. Вӑл тӗслӗхре парти пайташӗ мар ҫын та, енчен ӑна партин 10 пайташӗ ырласан, хӑйӗн кандидатурине сӗнме пултарать. Суйлава вара кирек кам та хутшӑнаять.
11-мӗш класра вӗренекенсем Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытаҫҫӗ. Истори предмечӗпе те экзамен пулнӑ. Анчах унта пӗр ачана япӑх пулни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ каччӑ экзамен вӑхӑтӗнче аудиторире пӑчӑ пулни пирки ӳпкелешнӗ.
Асламӑшӗ Тамара Андреева каланӑ тӑрӑх, мӑнукӗ экзаменра шыв ыйтнӑ. Аудиторире шыв пулман та. Ӑна япӑх пулса кайнӑ. Каччӑна шкулти медицина пунктӗнче кӑштах вырттарнӑ. Унтан ӑна тата япӑх пулса кайнӑ. Ӑна кун хыҫҫӑн хула пульницине илсе ҫитернӗ. Ун патне ашшӗ-амӑшне кӗртмен-ха. Асламӑшӗ питӗ пӑшӑрханать: мӑнукӗ тепӗр хут экзамен тытайӗ-и?
Ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен республика центрӗн специалисчӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑран справка илсен вӑл экзамена резерв кунӗнче тытма пултарӗ.
Шупашкарта ҫӗртмен 13-мӗшӗнче хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Юлашки кунра 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртнӑ.
Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ хӗрӳ иртнӗ. Мӑкшӑ спортсменӗ Анися Кирдяпкина тата Вера Соколова 11-мӗш ҫухрӑмччен пӗрле пынӑ. Соколова пӗр вӑхӑт мала тухнӑ. Анчах Кирдяпкина парӑнасшӑн пулман. Анчах вӑл мала тухсан Вера Соколова ӑна хӑваласа ҫитнӗ. Ҫапла пирӗн ентеш финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Надежда Сергеева ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн спорта таврӑннӑ. Вӑл Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӑл дистанцире мӑкшӑ шкулӗн вӗренекенӗсене Екатерина Медведевӑна тата Мария Понаморевӑна парӑнтарайман.
Арҫынсен тупӑшӑвне 42 спортсмен тухнӑ. Пирӗн ентеш Петр Трофимов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Вера Соколовӑна, Денис Стрелкова, Станислав Емельянова, Александр Яргунькина тренер канашӗ тӗнче чемпионатне хутшӑнма сӗнӗ. Вӑл Пекинра ҫӗртмен 22–30-мӗшӗсенче иртӗ.
Йӑлӑмра паянтан спорт туризмӗ енӗпе тренировкӑсем пуҫланнӑ. Унта пуҫтарӑннисем хӑйсен ӑсталӑхне ҫӗртмен 24-мӗшӗчченех туптӗҫ.
Вӗренӳпе тренировка пухӑвне пырса ҫитнисем Союзлӑ патшалӑхӑн турист слетне кайма хатӗрленеҫҫӗ. Мероприяти ҫӗртмен 27-мӗшӗнчен тытӑнса утӑн 2-мӗшӗччен пымалла. Вӑл Курск облаҫӗнче иртӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Шупашкар хулисенчи 12 туристран тӑрать. Вӗсене ӑсталӑха Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн хушма вӗрентӗвӗн педагогӗ Андрей Ширшов хӑнӑхтарать.
Тренировка кунсерен иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче туристсем тактикӑпа техника тата техника хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлӗҫ. Физкультура занятийӗсем те пулӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта суя укҫасене туртса илнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем 1000, 5000 тенкӗллӗ виҫӗ банкнота палӑртнӑ.
Шупашкарти Гагарин урамӗнчи пӗр лавккара суя 1000 тенкӗллӗххи тупӑннӑ. Туянакан ҫын косметикӑшӑн 1000 тенкӗ панӑ та тӳрех тухса утнӑ. Ҫакна кура кассир сисчӗвленнӗ.
Суя 5000 тенке Шупашкарти пӗр банкра тупнӑ. Ӑна харпӑр усламҫӑран илнӗ тупӑша шутланӑ чухне асӑрханӑ. Ҫакӑ паллӑ: усламҫӑн суту-илӳ точки Шупашкарти пӗр пысӑк центрта вырнаҫнӑ.
Ҫав кунах Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр лавкка сутуҫи суя 5000 тенкӗ асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын канцтаварсемшӗн 5000 тенкӗлӗххипе тӳленине ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Шупашкара санкцилемен ҫуртсенчен малалла тасатаҫҫӗ. Ҫак кунсенче тепӗр киоска тӗп тунӑ.
Вӑл Николаев урамӗнче общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑнта пулнӑ. Киоскра шаурма сутнӑ-мӗн.
Киоска ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ишсе антарни пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ. Ӑна влаҫпа килӗшӳ тумасӑр хӑпартса лартнӑ пулнӑ.
Аса илтермешкӗн: стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗсене Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем йышӑннипе лартмалла. Кун валли кирлӗ документсем пулмалла. Ҫав шутра йышӑнакан лаптӑк тӗлӗшпе хатӗрленӗ документ та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |