Пилӗк-ултӑ ҫул каялла Шупашкарти пӗрремӗш типографин тимӗр хапхи кашни кунах чӗриклетсе уҫӑлса каятчӗ, унтан йывӑр тиенӗ КАМАЗсем мӗкӗрсе тухатчӗҫ, тин ҫапнӑ паха кӗнекесене Мускава, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене леҫсе паратчӗҫ. Чӑваш кӗнекеҫисене те полиграфистсем лайӑх продукципе савӑнтаратчӗҫ.
Уйрӑм ҫын аллине куҫсан та ҫак типографи пӗр хушӑ чиперех ӗҫлерӗ. Анчах хушӑран-хушӑ начар хыпарсем те илтӗнкелетчӗҫ, ун хуҫисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен малалла тапӑлтатас темен, предприятине панкрута кӑларса ӑна хупма шутланӑ.
Тӑватӑ хутлӑ капмар ҫурт халь ишӗлес пек сулланса ларать. Тӗттӗмленсен ун чӳречисенчен сварка ялкӑшни курӑнать, Тимӗр касакан урапасем аҫтаха пек ҫулӑм сапаҫҫӗ. Кунти оборудование вакласа тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ пулас...
Ҫӗршывра «прихватизаци» текен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсенех ҫак типографине куҫ хывакансем тупӑннӑччӗ. «Руҫ» фирма ертӳҫи В. Глебов Мускава ҫитнӗ те М. Полторанин министр унпа пит ӑшшӑн калаҫнӑ, кирлӗ хутсене ним мар алӑ пусса панӑ, типографине вӑл йӗркеленӗ фирмӑна пама хушнӑ.
Шупашкарти Тӗп пасар ҫывӑхӗнче ҫул ҫинче пӑтӑрмах пулнӑ. Унта икӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫапӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗринче арҫын ача пулнӑ. Ӑна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайма тухнӑ.
Ку раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, 13 сехетре пулнӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ҪҪХПИ ӗҫченӗсем иртсе пынӑ. Вӗсем арҫын ачана тата унӑн ашшӗ-амӑшне хӑйсем патне лартса пульницӑна илсе кайнӑ.
Арҫын ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Унӑн аппендицит пулнӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2112 машина васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине кӗрсе кайнӑ. Тепӗр васкавлӑ медпулӑшу машини те «вуниккӗмӗш» модель ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Республикӑри ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксен реабилитаци центрӗ уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Центр сусӑр ачасене пурнӑҫра ҫул тупма, хӑйсене ҫирӗп тытма вӗрентет.
Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, ачи валли реаблитаци программи шыраканскерсем, Чӑваш Енре кунашкал центр пуррине пӗлмеҫҫӗ. Мария Павлова та ав кун пирки чухламан. Вӑл Соньӑна тӗрлӗ хулана илсе ҫӳренӗ. Шупашкарта пуррине пӗлсен унта кайнӑ. Унта вӗсене тӳрех килӗшнӗ.
Ку центр 1996 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫулсерен унта 1400 ача реабилитаци витӗр тухать. Унти тухтӑрсем лайӑх, массажистсем, логопед пур.
Унта тӳлевсӗрех сиплеҫҫӗ, ҫӗнӗ методикӑсемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫулсерен ДЦПпа чирлӗ ачасене ура ҫине тӑма пулӑшакан ҫӗнӗлӗхсем тупӑнаҫҫӗ.
20 ҫулта центрта 13 пин ача сипленнӗ. Чылайӑшӗ ун хыҫҫӑн пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупанӑ, пултарулӑх енӗпе аталаннӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене вӑхӑтлӑха усрамалли центр уҫӑлнӑ. Унта ҫапкаланчӑк йытӑсемпе кушаксем виҫӗ эрне каяллах пурӑнма тытӑннӑ-ха.
Халӗ унта 30 йытӑ кӗтес тупнӑ. Тӑватӑ ураллӑскерсене «Забота» тулли мар яваплӑ общество хайӗн хӳттине илнӗ. Вӑл «Спецавтохуҫалӑхпа» пӗрле ӗҫлӗ. Унччен ку организаци килсӗр чӗрчунсене тытса персе вӗлернӗ.
Кашни чӗрчуна малтан ветеринара кӑтартаҫҫӗ, прививкӑсем тӑваҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн хӑлхи ҫине тӗслӗ бирка ҫыпӑҫтараҫҫӗ. Йытӑ унта 15 кун пурӑнӗ. Ҫак тапхӑрта ун валли хуҫа тупма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫук тӑк – урама кӑларса яраҫҫӗ.
Шупашкарти машина хуҫисене Калугӑри вӑрӑ шар кӑтартнӑ. Ҫавсене вӑл хурахла ҫаратман. Тӑр кӑнтӑрлах, хитре калаҫа-калаҫах лешсене шӑнман пӑрпа лартса янӑ.
Максим Трошин ятлӑ каччӑ 23 ҫулта кӑна пулин те вӑл хӑйӗнчен аслисене те ним мар улталанӑ. Суя ҫулӗ ҫине 2014 ҫулхи раштавра тӑнӑ теме юрать. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл Шупашкарта «Nissan Teana» автомобиле тара парасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ асӑрханӑ. Транспорт хуҫипе ҫакскер пӗр уйӑхлӑх килӗшӳ тунӑ та машина хучӗсемпе уҫҫине илнӗ. Ҫак вӑхӑтра урапана вӑл Мускавра сутса янӑ. Машина хуҫине тӑкак 819 пин тенке ларнӑ. Ҫавӑн пек меслетпех Калуга ҫынни 2015 ҫулхи нарӑсра «Infiniti-FX35» автомобиле тара илсе 567 пинпе ярӑнтарнӑ.
Машина сутакансене те каччӑ улталаса пурӑннӑ. Автомобиль иленҫи пулса килӗшӳ тунӑ, укҫин пӗр пайне куҫарса панӑ та ыттипе кайран татӑлма пулнӑ. Анчах хай тӳлеме шутламан та.
Чӑваш Республикин прокуратуринчен пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть суд ултавҫа ҫирӗп режимлӑ тӗрмене 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа поэзи уявӗ иртнӗ. Мероприятие Шупашкартан ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.
Чӑвашри йыш «Ухсай вулавне» хутшӑннӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи учительсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑнса илме те май тунӑ.
Аслӑ поэтӑн ҫӗрӗ ҫинче пулнисем унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ, Яков Ухсай музейне кӗрсе тухнӑ, Слакпуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче иртнӗ «Яков Ухсай – халӑх поэчӗ» уявра пулнӑ. Унта вырӑнти хастарсем те кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Каҫхине Пелепейри Культура ҫуртӗнче поэтӑн 105 ҫулхи ячӗпе концерт иртнӗ.
«Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен клубӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ) кашни шӑматкунах чӑваш чӗлхине вӗрентеҫҫӗ. Ку майпа тӑван республикӑмӑрти урӑх наци ҫыннисем кӑна мар, мӗн пӗчӗкрен тӗпренчӗкӗсене вырӑсла хӑнӑхтарнӑ чӑваш ашшӗ-амӑшӗ те усӑ кураять.
12 сехет те 15 минутра пуҫланакан заняти вӑхӑтӗнче шкул ҫулне ҫӳремен ачасем валли «Ҫамрӑк полиглот» клуб ӗҫлет. Унта ачасем 40 минут выляса чӑвашла вӗренеҫҫӗ, унтан тепӗр минутне — 40 минут акӑлчанла. Вӗренӳре «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗн Александр Блиновӑн «Кала-ха» пособийӗпе усӑ кураҫҫӗ. «Хавал» вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Паян чӑваш халӑхӗ тӗнчипе паллӑ чӗлхеҫӗпе, чӑваш сӑмахӗн тӗпчевҫипе Михаил Иванович Скворцовпа сывпуллашрӗ. Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятийӗн сывпуллашу залӗнче иртрӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Г. Корнилов профессор, Ю. Виноградов чӗлхеҫӗ, А. Кипеч ҫыравҫӑ, Ю.Исаев министр, Т. Денисова чӗлхеҫӗ, Н. Егоров чӗлхеҫӗ, В. Туркай сӑвӑҫ, Е. Майков вӗрентӳҫӗ пулчӗҫ. Вӗсем пурте словарьсен авторне ырӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ, пурнӑҫне аса илчӗҫ. Михаил Ивановича Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи Шупашкар хула ҫӑви ҫине пытарчӗҫ. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи хӑйӗн канлӗхне кунти «Мухтав алеййинче» тупрӗ.
Асӑну каҫӗ малалла Шупашкарти «Сарпике» кафере иртрӗ. Ӑсчахпа пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем тата тӑванӗсем Михаил Ивановича ырӑ сӑмахпа аса илчӗҫ, асӑнчӗҫ.
Чӑваш Енре ача пахчисем хута ярас енӗпе федераци программи вӗҫленнӗ пулин те ӗҫ чарӑнса ларман-ха. Ҫитес ҫул Шупашкарта виҫӗ ача пахчи уҫасшӑн.
Ача пахчисем Алькеш поселокӗнче, «Радужный» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче уҫӑлӗҫ. Алькешрине авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Чылайӑшне халӗ кирпӗчрен купалаҫҫӗ. Кунта вара панель хута яма шухӑшланӑ. Унашкалли «Садовый» микрорайонта та пур.
Ача пахчинче 240 вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе 12 ушкӑн ӗҫлӗ. Малтанах ку ҫурта Шупашкарти фирмӑн хута ямалла пулнӑ. Строительсем никӗс чавнӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кайран Патӑрьел районӗнчи подрядчике тупнӑ.
Ҫӗнӗ ҫулччен стена панелӗсене монтаж туса пӗтерме палӑртнӑ. Ача пахчи ҫитес ҫулхи ҫулла хута каймалла.
Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре 6466 ҫын ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Ку, иртнӗ ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 2,6 процент нумайрах.
Чӳк уйӑхӗн варринчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлекенсен йышӗ 17 процент ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен 64 проценчӗ — 17 ҫул тултарман ачасем. Ҫак тапхӑрта 151 ҫынна ОРВИпе пульницӑна вырттарнӑ.
Ытларах Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 8 пациентӑн парагрипп, 3-шӗн аденовирус пулни паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |