Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова сӗтев илнӗ тесе айӑплӗҫ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пуҫарнӑ, кайран РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ малалла тӑснӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Ҫитес уйӑхӑн 3-мӗш—4-мӗш каҫхине Чӑваш Енре «Ночь искусств» (чӑв. Ӳнер каҫӗ) культурӑпа вӗренӳ акцийӗ иртет. Ӑна, сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫейӗпех йӗркелеҫҫӗ. Акцие пирӗн тӑрӑхри культурӑпа ӳнер учрежденийӗсем те хастар хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ те ыттисенчен юлас темен. Унта 22 сехетре «Нарспи» мюзикл лартӗҫ. Ӑна тӳлевсӗрех кӑтартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми тӑрӑх темиҫе пьеса ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера лартнӑ, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах ҫамрӑксен чунне вӑл витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ. Ҫапла вара Николай Казаков кӗввине хывнӑ, Борис Чиндыков либреттине ҫырнӑ. Нацин пӗрремӗш мюзиклне куракан патне ҫитерме республика ертӳҫин грантнеуйӑрнӑччӗ.
10 кун каялла Шупашкарта 24 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Татьяна Семенова юлашки хутчен амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ. Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.
Телефонпа калаҫнӑ чухне Таня хӑй Ҫӗмӗрлере пулнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн телефонӗ сӳннӗ. Унччен кунашкалли нихӑҫан та пулман.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Таня унчченхи савнийӗпе каллех тӗл пулма пуҫланӑ. Ҫывӑх ҫыннисем куншӑн савӑнман. Унччен лешӗ Таньӑна пӑрахса тусӗпе ҫӳренӗ. Кӑҫал ҫулла ҫав хӗрӗн виллине тупнӑ. Суд каччӑ айӑплӑ тесе йышӑнман пулин те тӑванӗсем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ.
Тӑванӗсем Таньӑн сӑнӳкерчӗкне пичетлесе хулара ҫакса тухасшӑн, волонтерсене пулӑшма чӗнесшӗн. Таня 170 сантиметр ҫӳллӗш, кӗрен куртка, ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, кӗрен кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта управляющи компанийӗсем Шупашкар ҫыннисене ҫур миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт-йӗр саккунне пӑснине тупса палӑртмашкӑн 51 мероприяти ирттернӗ.
Кун хыҫҫӑн управляющи компанийӗсем йӗркене пӑснӑ 43 тӗслӗхе пӗтернӗ, ҫынсем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн 479,9 пин тенкӗ ытларах тӳлени ҫиеле тухнӑ.
22 материала пӑхса тухма янӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне – Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине, пӗри – миравай судьяна, иккӗшӗ – Роспотребнадзора, вунпӗрӗшӗ – прокуратурӑна.
Шупашкарти 43-мӗш шкул ачисем апатпа наркӑмӑшланса пульницӑна лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗренекен 7 шӑпӑрлана инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Телее, халӗ вӗсене киле яма тытӑннӑ. Ачасем наркӑмӑшланнине шута илсе Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерме палӑртнӑ. Паян хулари 58 шкула тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Апатланӑшри вӗри апата уйрӑмах тимлӗ пӑхнӑ.
43-мӗш шкула халӗ куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта шкул ачисене апатлантарас йӗркене пӑхса тӑрассине ҫирӗплетме йышӑннӑ.
Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи киоска турттарса кайнӑ. Вӑл текех ӗҫлемӗ. Ӑна мӗншӗн илсе пени те паллӑ: унта унччен «фанфурик» сутнӑ.
Киоск Чернышевский урамӗнчи 6-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче турттарса кайнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарти тепӗр 5 киоска ҫавнашкал шӑпа кӗтет. Спиртлӑ шӗвек сутакан киосксене илсе пересси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ.
Ҫитес вӑхӑтра турттарса каймалли пилӗк киоск хуҫисене кун пирки хулари пурлӑх комитечӗ асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енри шкулсенче ачасене шахмат выляма вӗрентме тытӑнӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра ку урока кашни ача ҫӳреме тытӑнӗ.
Пӗтӗм тӗнчери шахмат федерацийӗн президенчӗ Кирсан Илюмжинов ТАССра иртнӗ пресс-конференцире ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шахматы в школе» (чӑв. Шкулти шахмат) ҫӗнӗ проекта иртнӗ ҫул Мускавра пуҫарнӑ. Малашне вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчен регионсене куҫӗ. Проект ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑна ҫитӗ. Кунсӑр пуҫне Саха Республикинче, Белгород тата Липецк облаҫӗсенче уроксенче шахмат вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Шахмата физкультурӑн хушма урокӗнче ӑша хывтарӗҫ. Вӑл ачасен ӑс-тӑнне, шухӑшлавне аталанма пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шахмата программӑна кӗртнӗ шкулсенче ачасем унчченхинчен 40 процент лайӑхрах вӗренме тытӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулти наркӑмӑшланнӑ ачасене тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ. Хӑсӑк килнипе, температура хӑпарса кайнипе, хырӑм ыратнипе ӗнер шкулти медицина пӳлӗмне сакӑр ача пынӑ. Тухтӑр тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене сипленме киле янӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗш—26-мӗш каҫхине Хулари ача-пӑчан иккӗмӗш пульницине маларах асӑннӑ шкулта вӗренекен икӗ ачана вырттарнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла тата тепӗр ачана унти тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тарӑх, тухтӑрсем тата Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ ачасем чирленӗ тӗслӗхсене тӗрӗслеҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине эпир ӗнер ҫырнӑччӗ. Маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче те шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑччӗ. Ку факта унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта «Чӑваш Ен студенчӗсен мисӗ» республика шайӗнчи конкурсӗ иртнӗ. Унта 18–22 ҫулсенчи 10 студентка хутшӑннӑ.
Пикесем тӗрлӗ конкурс витӗр тухнӑ: хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, литературӑри сӑнар костюмне тӑхӑнса хӑйсен кӑмӑлне уҫса панӑ, йывӑр ыйтусене хуравланӑ.
Чи маттурри Шупашкарти коопераци институчӗн студентки Наталья Забалуева пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Анна Северенчук тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студентки Мария Осипова тивӗҫнӗ.
Раҫҫей шайӗнчи конкурс Ставропольте чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Унта 50 регионти пикесем хутшӑнӗҫ. Унта пирӗн республика чысне Наталья Забалуева хӳтӗлӗ.
РФ Общество палати ҫӗршыври чи ырӑ чунлӑ пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар унта 4-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.Акци пуҫланнӑранпа пирӗн хула ҫыннисем 24 ырӑ ӗҫ тунӑ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Мускав тухнӑ. Иккӗмӗш йӗркере Питӗр вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗш йӗркене Якутск йышӑннӑ.
Танлаштарӑма кунсерен ҫӗнетсе тӑрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тӑвӗҫ.
Акцие хутшӑнас тесе добродела.рф сайтра регистрациленмелле. Унтан задани ҫырнӑ ҫыру килӗ. Ӑна пурнӑҫланине ӗнентерсе сӑн ӳкерӗнмелле. Ӑна ярса памалла та тепӗр задание пурнӑҫламалла. Пӗр ҫынна 5 ырӑ ӗҫ тутараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |