Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ.
Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ.
Леонид Черкесов текех Шупакар хула пуҫлӑхӗ мар. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланни пирки унччен пӗлтернӗччӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен черетлӗ мар 11-мӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Леонид Черкесов ӗҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки депутатсем пурте сасӑланӑ. Унӑн тивӗҫӗсене халь Ирина Клементьева пурнӑҫлать.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗнче 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ӗҫлет. Юлашкинчен ӑна ку должноҫе 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланӑ.
Темиҫе ҫул каялла Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче ҫӳллӗ хутран ача ӳкнӗччӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫав урамра каллех инкек пулнӑ.
Ҫав кун улттӑмӗш хутран 6 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗчӗкскер васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ.
Ҫакӑн пирки «Про Город» хаҫата Николай Ефимов пӗлтернӗ. Ку инкек пирки вӑл кӳршисенчен пӗлнӗ.
Инкек пулнӑ кунхине ача килте пӗччен е ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ-и? Николай пӗлмест. Халӗ ку ӗҫе следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Пӗрлӗхлӗ дежурнӑй диспетчер службинче улттӑри ача васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнине ҫирӗплетнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
Шупашкарта ватӑ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. «Пахча ҫимӗҫе киле ҫитерсе парасси» ыркӑмӑллӑх акцийӗ старт илнӗ.
Ку акцие Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалланӑ. Ӑна Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр пуҫарнӑ.
Социаллӑ ӗҫченсем пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынсене пахча ҫимӗҫе, улма-ҫырлана пуҫтарма, вӗсене тӑварлама-маринадлама, пахчара тирпейлеме пулӑшаҫҫӗ.
Пахча ҫук тӑк социаллӑ ӗҫченсем пасартан пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла туянса киле ҫитерсе параҫҫӗ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акци пуҫланнӑранпа соцӗҫченсем 15 сусӑрпа ватӑ ҫынна пулӑшнӑ. Акци малалла пырать.
Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.
Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.
Инспекторсем икӗ маршруткӑна чарчӗҫ. Вӗсенчен иккӗшне те асӑрхаттару пачӗҫ. Пӗри, Ҫӗрпӳрен Шупашкара килекенскер, урапана газпа ӗҫлеттермелле тунӑ. Полицейскисем ку ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине каларӗҫ. Урапана улшӑнусем кӗртни инкекпе вӗҫленме пултарать. Инспекторсем ҫынсене ку маршруткӑран кӑларса теприне, хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине, лартрӗҫ. Ҫынсем Шупашкара чипер-йӗркеллех ҫитнӗ.
Тепӗр маршруткӑна чарсан вара вӑл пачах саккуна пӑсни палӑрчӗ. Хайхи водителӗн ҫынсене «Ҫӗрпӳ-Шупашкар» маршрутпа илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-мӗн.
Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна паллӑ тунӑ. Спорта юратакансем хулари тӗп урамсемпе утнӑ. Ку мероприятине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ку уява йӑлана кӗнӗ акципе пӗрлештернӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче ветерансем сывлӑхне ҫирӗплетсе утнӑ тата ҫынсем тухтӑрпа уҫӑлма тухнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна Олимп чемпионки Елена Николаева та хутшӑннӑ. Спортсменкӑн шухӑшӗпе, утасси — спортӑн чи ҫӑмӑл тӗсӗ. «Олимп медалӗ патне эпӗ нумай талпӑннӑ. 30 ҫулта Олимп чемпионки пулса тӑтӑм! Паянхи кун та утатӑп, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнатӑп», — тенӗ Елена Николаева.
Шупашкарти Тӗп пасар умӗнче ҫӗнӗ палӑк лартасшӑн. Ӑна ҫынсем курса ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Темӗнле сӑлтава пула палӑка каялла илнӗ. Ӑна ҫитес вӑхӑтра вырӑна тавӑрӗҫ.
Палӑк — хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине сутакан кинемей. Ку палӑка тахҫанах лартма шухӑшланӑ-мӗн. Ӑна хатӗрлемешкӗн 2 уйӑх кирлӗ пулнӑ.
Палӑка пасара кӗнӗ ҫӗрте паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна ирхине ҫынсем курса юлнӑ. Каҫ енне вара вӑл таҫта ҫухалнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра вӑл каялла таврӑнассине пӗлтереҫҫӗ.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта кинемейсем хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫакна асра тытса палӑк лартма шухӑшланӑ та. Ӑна тимӗртен тунӑ, пӑхӑр сӑрӑпа сӑрланӑ. «Кинемей» 300 килограмм таять.
Ку хӗрсем Африкӑран Чӑваш Ене ахальтен килмен. Кунта вӗсен «услам» пулнӑ.
Вӗсем укҫа ӗҫлесе илнӗ. Мӗнле? Хӑйсен кӗлеткине сутса. Африка хӗрӗсем ку ӗҫпе аппаланнине ҫурла уйӑхӗнчех тупса палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ вӗсене. Хайхискерсен Раҫҫейре пулмалли срок та вӗҫленнӗ-мӗн. Анчах вӗсем ҫӗршывран кайма васкаман.
Африка хӗрӗсене ҫӗршывран кӑларса яриччен ЧР ШӖМӗнчи ют ҫӗршыв гражданӗсене вӑхӑтлӑх тытмалли центра янӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн кашнине 2-шер пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӳтне сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче приставсем хӗрсене Мускава илсе кайнӑ. Унтан вӗсене Африкӑна самолетпа ӑсатӗҫ. Аса илтерер: 2014 ҫулта Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Ун чухне Нигерири 3 ҫынна ҫӗршывран ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |