Лавккара сутӑнакан теттесенче хими япали нумайрах пулнине тупса палӑртнӑ. Погремушкӑра стирол пулнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ лавккасене тӗрӗсленӗ. Китайра туса кӑларнӑ тетте пахалӑхӗ вӗсене тивӗҫтермен. Унра хими япали пуррине тупса палӑртсан лавккана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ку лавкка Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Сутӑнакан пур тетте те пахалӑхсӑр пулман. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ иккӗленӳ ҫуратнӑ.
Ҫав теттене 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Китайра туса кӑларнӑ. Вӑл таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшсе тӑман. Лавкка хуҫин куншӑн явап тытма тивӗ. Штрафшӑн укҫа сахал мар кӑларса хумалла: 300 пин тенкӗ. Теттене сентре ҫинчен илсе тӗп тунӑ.
Ыран Шупашкарта Сӗт фестивалӗ уҫӑлать. Ӑна юратакансене тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче кӗтеҫҫӗ. Вӑл унта 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулӗ.
Фестивальте конкурссем йӗркелӗҫ, сывлӑх центрӗ ӗҫлӗ. Унта сӗте тата юр-вара мӗнле тӗрӗс ӗҫмелли-ҫимелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Фестивале килекенсем сӗт тутанса пӑхӗҫ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнӗҫ. 9 сехетре концерт пуҫланӗ. Каток ҫинче ярӑнма та май пулӗ.
Уява Чӑвашри паллӑ сӗт предприятийӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале экологи тӗлӗшӗнчен таса, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе пропагандӑлас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе республикӑра пурӑнакансем кирлӗ нормӑран 77 процентне ҫеҫ ӗҫеҫҫӗ. Сӗте Чӑваш Енре нумайрах туса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа ку кӑтарту сахал.
Ултавҫӑсем ҫынсене шахвӑртмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Халӗ вӗсем ватӑ ҫынсем патне килеҫҫӗ те хӑйсемпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Любовь Степанова ултавҫӑсене хӑйӗн икӗ пенсине куҫарса панӑ. Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ун патне шӑнкӑравланӑ та Пенси фончӗн 2012 тата 2014 ҫулсемшӗн компенсаци тӳлемелли пирки каланӑ. Пӗтӗмпе — 18 пин те 670 тенкӗ.
Палламан ҫын банк карттин реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Унтан Любовь Анатольевнӑн телефонӗ ҫине код ҫырнӑ СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Ҫав палламан ҫын каллех шӑнкӑравланӑ та кодсене пӗлтерме каланӑ. Кинемей йӑлтах пӗлтернӗ. Кӑштахран карточка ҫинче пӗр пус та тӑрса юлман.
Халӗ ку ӗҫе полици тӗпчет. Кунашкал ултав пӗрре кӑна пулман. Пенси фончӗ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: унти специалистсем телефонпа нихӑҫан та шӑнкӑравламаҫҫӗ, кил тӑрӑх ҫӳремеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче шкулсене пилӗк кунлӑ эрнене куҫарассипе ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Тӑватӑ кунта тӑватӑ пин ытла ҫын хуравланӑ.
Республикӑн тӗп хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен ытларахӑшӗ, 92,8 проценчӗ, пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни енне туртӑнни сисӗннӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 81,1 проценчӗ пуҫламӑш классене кӑна мар, 5—8-мӗш классене те эрнере пилӗк кун кӑна вӗрентмелле тесе шухӑшлать иккен. 9—11-мӗш классенче ҫапах та ултӑ кунах хӑвармалла тесе шухӑшлакансем те сахалах мар-мӗн.
Шкулта миҫе кун вӗрентнине халӑх аванрах тесе шухӑшланине палӑртма ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫынсене пухсах сӳтсе явасшӑн. Хӑйсен шухӑшне пӗлтерес текенсене Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче 16 сехетре кӗтеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 14-18 ҫулсенчи ачасене ӗҫ сӗнеҫҫӗ. Уйӑхсерен вӗсене 1200 тенкӗ ытла ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ.
Специалистсен шухӑшӗпе, ачасем вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫлени сиен кӳмест. Ку укҫа ӗҫлесе илме, профессионаллӑхне ӳстерме пулӑшать.
Чи малтанах тулли мар ҫемьесенчи, ӑнӑҫсӑр тата нумай ачаллӑ кил-йышри ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ. Шкулта е ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑракан яш-хӗр тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ пулӗҫ.
Хальлӗхе 1129 ҫамрӑк валли ӗҫ тупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 51 вӗренӳ учрежденийӗпе, организаципе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ҫамрӑксем валли ятарлӑ хатӗрленӳ кирлӗ мар профессисем суйлаҫҫӗ: подсобнӑй, тӗпелти ӗҫчен, тирпейлӳҫӗ, урам шӑлакан, курьер, фасовщик.
Шупашкар ҫынни Крымри Аю-Даг тусем ҫинче аманнӑ. Суранланнӑ туриста иртен-ҫӳрен авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын тусем хушшинче, сивӗ те халӑх ҫӳремен вырӑнта, пӗр ҫӗр каҫнӑ. Вӑл амансан хӑй тӗллӗн утайман.
Ӑна ҫынсем асӑрхасан тӳрех ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 4 ҫынран тӑракан отряд ҫийӗнчех ҫитнӗ.
1985 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Аю-Даг тӑвӗсене курма шухӑшланӑ-мӗн. Анчах вӑл асӑрханмасӑр шуса ӳкнӗ. Унӑн пуҫӗ тата ури суранланнӑ. Ҫумра телефон пулман унӑн.
Арҫыннӑн ури ҫине шина хурса ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Юрать, унӑн хӑйӗнпе пӗрле ӑшӑ япаласем пулнӑ. Ку ӑна шӑнса вилесрен ҫӑлнӑ.
Комсомольски районӗнчи «Кӗтне» спорт комплексӗнче акватлон енӗпе республика шайӗнчи турнир иртнӗ. Фойере хыпар хӑми ҫакӑнса тӑнӑ. Ку каҫалсем дуатлон енӗпе икӗ хут Европа чемпионне Сергей Яковлева хисепленине кӑтартнӑ.
— Триатлон — пӗтӗм мышцӑна хускатакан спорт тӗсӗ: ачасем ишме вӗренеҫҫӗ, велосипедпа ярӑнма, чупма хӑнӑхаҫҫӗ. Ку, чӑннипе, ГТОн пиччӗшӗ. Эпӗ тӑван тӑрӑхра пулма май килнӗшӗн, кунта ӑмӑрту ирттернӗшӗн савӑнатӑп, — тенӗ Сергей Яковлев. Сӑмах май, вӑл Чӑваш Енри Ironmen дистанцие парӑнтарнӑ пӗртен-пӗр спортсмен.
Спортсмен парнисене ҫӗнсе илессишӗн 12-16 ҫулсенчи 50 ытла ҫамрӑк тупӑшнӑ. Каҫала Патӗрьельтен, Шупашкартан, Пӑваран килнӗ. Наградӑсене виҫӗ ушкӑнра пайланӑ. Каҫалсем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. «Кӗтнере» триатлон ҫук пулсан та мала тухма пултарнӑ вӗсем. Вӗсем 4 пӑхӑр тата 2 кӗмӗл илме пултарнӑ. Кирилл Денисов вара ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн урапи ҫул-йӗр правилисене черетлӗ хут пӑснине ҫынсем асӑрханӑ. Ӑна видео тата сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Ку паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ. 14 сехет тӗлнелле Михаил Игнатьевӑн урапине лартма юраман вырӑнта асӑрханӑ.
«Эпӗ Ленин проспекчӗпе утнӑ чухне темӗнле палланӑ урапана юраман ҫӗрте ларнине куртӑм. Номерсене пӑхрӑм та вӑл пирӗн Элтеперӗнни пулнине ӑнлантӑм. Ҫакна видео ӳкертӗм. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку урапана кам та пулин эвакуацилеме хӑймасть пуль», - тенӗ ҫакна куракан ҫын. Элтеперӗн урапи ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки полицие хыпар ҫитмен.
Аса илтерер: урапана юраман ҫӗре лартнӑшӑн 1500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Шкулта лайӑх вӗренекенсене хавхаланарма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳре палӑрнӑ ачасене укҫан хавхалантарасси пирки алӑ пуснӑ.
Ӳнер, литература тытӑмӗнче, пултарулӑхра ӳсӗм тунӑ шӑпӑрлансене уйӑхсерен 400 тенкӗ парӗҫ. Ӑна вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗҫ.
Элтепер алӑ пусса ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем валли 20 стипенди палӑртнӑ. Культура тата ӳнер тытӑмӗнче хушма пӗлӳ илекенсене 5 стипенди пама йышӑннӑ.
Палӑртмалла: 25 ачаран 4-шӗ Шупашкарта вӗренет.
Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине кам кайӗ? Сулава пӗтӗмлетнӗ. Кремльте пирӗн республикӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи Леонид Черкесов хӳтӗлӗҫ.
Тӗп суйлав комиссийӗн пӗр пӳлӗмӗнче 12 ҫын пухӑнса пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Вӗсем пӗр саслӑн пулса Патшалӑх Думине каякан депутатсене ҫирӗплетнӗ.
Канашри пӗр мандатлӑ округра Анатолий Аксаковшӑн 84920 ҫын сасӑланӑ. Ку 29,9 процентпа танлашать. Шупашкарта суйлавра Леонид Черкесов мала тухнӑ. Уншӑн 125456 ҫын сасӑ панӑ. Ку — 46,77 процент.
Каласа хӑварас пулать, вӗсемсӗр пуҫне парти списокӗпе Патшалӑх Думинче пирӗн республикӑран Валентин Шурчанов, Олег Николаев тата Алена Аршинова кайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |