Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнӑ. Ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
Ача ун чух сывламан ӗнтӗ. Полицейскисем вырӑна ҫитсен ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Кинологсем те йытӑсемпе ӗҫленӗ. Ача амӑшне ҫийӗнчех тупнӑ.
Ҫав ҫуртра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ача амӑшӗ – ҫамрӑк хӗрарӑм, тен, студентка. Ахӑртнех, вӑл районтан килнӗскер. Хваттер унӑн пулман, вӑл тӑванӗсемпе е тусӗсемпе пурӑннӑ. Хӑй ҫӑмӑлттай пек курӑнмасть.
Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачине хваттерте пӗччен хӑварнӑ та хӑй лавккана тухса утнӑ. Каялла таврӑннӑ ҫӗре алӑк уҫӑлман – уҫҫи ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ.
Ку «Садовый» микрорайонта аван уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Дементьев урамӗнче пулнӑ. Киле кӗреймен хӗрарӑм Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ара, ача хваттерте пӗчченех юлнӑ вӗт, тем курасси пулӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, «Умелец» наборпа усӑ курса хваттере кӗмелли алӑка уҫнӑ. Юрать, ачапа нимӗн те пулман, вӑй йӗркеллех ларнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ кинемей РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗшӗн хӗпӗртенӗ. Вӗсене тӳре-шара та ҫуралнӑ кунпа, ҫавра юбилейпа, саламланӑ.
Анна Торганова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Президентран килнӗ саламлӑ ҫырӑва тата чечек ҫыххи тыттарсан ватӑскер шутсӑр савӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗ мӗн пулнине палӑртнӑ – ҫемье.
95 ҫул тултарнӑ Мария Васильева та Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ. Кинемей 10 класс пӗтернӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсене хатӗрлекен курса кайнӑ. Унӑн педагогикӑри стажӗ – 34 ҫул. Вӗренекенӗсем ӑна манмаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ колледж директорӗ хӑйӗн пӳлӗмне кӗнӗ те чӳречене пуля шӑтарнине асӑрханӑ. Хайхискер кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Чӳречерен студент пени паллӑ пулнӑ. Полици халӗ тӗрӗслев ирттерет. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӗм чӳречинчен 18 ҫулти студент пенӗ. Унран пневматика пӑшалӗ туртса илнӗ.
Студент киревсӗр ҫак ӗҫе мӗншӗн тунӑ-ха? Ахаль кӑна – ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл. Ун тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ: юраман ҫӗрте пӑшалтан пенӗшӗн тата ҫын пурлӑхне сиен кӳнӗшӗн. Ӑна штраф тӳлеттерме пултарӗҫ.
Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫекен самолетсен расписанине хушма рейссем кӗртнӗ. Анчах халех мар. Улшӑну юпа уйӑхӗнче пулӗ.
Расписанипе Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Шупашкарти аэропорт хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Хушма авиарейс кӗртекенни — «Победа» авиакомпани. Рейссене вӑл авӑн уйӑхӗн 14, 21, 26-мӗшӗсем валли уҫнӑ. Ҫав кунсенче самолет Мускавран 10 сехетре хускалӗ, Шупашкара 11 сехет те 20 минутра ҫитӗ. Шупашкартан 11 сехет 45 минутра вӗҫсе кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине 13 сехет 5 минута ҫитӗ.
Ҫакна та шута илмелле: аэропорт хальлӗхе ҫуллахи расписанипе ӗҫлет. Хӗллехи ҫине авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӗ. Ун пек йӗрке пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пырӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман.
Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
«Чӑвашфильм» ҫитес ҫул ҫӗнӗ фильм кӑтартасшӑн. Ун валли ят та тупнӑ ӗнтӗ – «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. «Варламов подполковник итлет»). Ку проект авторӗ - Юрий Спиридонов.
Тӗп сӑнар - Чӑваш ААСРӗн Вӑрнарти НКВД пуҫлӑхӗ Варсанофий Варламович Варламов, ӑна Юрий Спиридонов калӑплать. Вӑрҫӑ пирки ӳкерекен проекта Вера Кузьмина артистка та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фильма Куславкка, Шупашкар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта ӳкернӗ. Халӗ фильма монтаж тӑваҫҫӗ. Кинона Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Шупашкарти 2-мӗш шкула Совет Союзӗн Геройӗн Виталий Уроковӑн ятне панӑ. Распоряжение Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Виталий Уроковӑн ячӗпе Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шӑмӑршӑри урамсем хисепленеҫҫӗ. 1967 ҫулта Шӑмӑршӑра палӑк-бюст уҫнӑ, 2005 ҫулта Ҫӗмӗрлере Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми ҫакнӑ.
Виталий Уруков Чӗмпӗр кӗпернинче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Виталий Иванович пуҫ хунӑ. Ӑна ҫав ҫулах ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ятне пама йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлни пирки паян хыпарланӑччӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат министрпа ӑҫта тата хӑҫан сывпуллашни пирки пӗлтернӗ.
Сергей Шелтуковпа ыран, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти маунтинбайк аталанӑвӗн центрӗнче (Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗ) сывпуллашӗҫ. Вӑл Мускав проспектӗнчи 38-мӗш «В» ҫуртра вырнаҫнӑ. Траур митингӗ 11 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Ен влаҫӗн органӗсен порталӗнче хурланса ҫырнисене вырнаҫтарнӑ. Некролог айӗнче республика ертӳлӗхӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсен, Шупашкар тата ведомство пуҫлӑхӗсен ячӗсем пур. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Федераци Канашӗн вице-спикерӗн Николай Федоровӑн тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Алена Аршиновӑн ячӗсем вара ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |