Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Снежная королева» юмаха ача чухне чылайӑшӗ вуланӑ, телевизорпа та курнӑ. Унти тӗп сӑнар, хӗрача, Герда ятлӑ. Халӗ унашкал ятлӑ хӗрача Шупашкарта та пур.
Нумаях пулмасть тӗп хулара ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине Герда тесе ҫыртарнӑ. Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ят тахҫантанпах пулман.
Палӑртмалла: ку ят пирӗн пата Скандинави ҫӗршывӗсенчен килнӗ. Куҫарсан вӑл «хӑватлӑ копье» тенине пӗлтерет.
Agabazar // 6490.3.6320
2019.12.07 12:42 | |
Скандинавирен пулсан, мĕншен юмахĕ "Снежная королева" ятлă? Мĕншĕн Snedronningen мар? | |
