Паян Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ психиатри пульницинчен обществӑшӑн хӑрушӑ пациент тухса тарнӑ. Ку 11 сехет тӗлнелле пулнӑ.
Атмалкин Александр Алекссевич унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн сипленнӗ. Вӑл 1991 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнать. Атмалкин А.А. 2010 ҫулта ҫаратнӑшӑн, вӑрланӑшӑн тата машина хӑваласа тарнӑшӑн судпа айӑпланнӑ.
Тухса тарнӑ арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ, кӗске. Хӑй ӗҫ тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунӗ Шупашкарта тата пӗр районта иртет. Ҫитес ҫул уява ӑҫта ирттерӗҫ-ха?
2019 ҫулта Республика кунӗнчи уявсем Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче ирттерӗҫ. Ҫавна май муниципалитета грант уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе районта хӑтлӑх, илем кӗртӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче ирттернӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫин ҫумне нумаях пулмасть суйланнӑ Александр Андреев тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен Шупашкарти центрӗнче пулнӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Леонид Читнаев ӑна центр ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, кӑтартса ҫӳренӗ. Александр Андреев «История Чувашии — история детского дома» (чӑв. Чӑваш Ен историйӗ — ача ҫурчӗн историйӗ) музейпа паллашнӑ.
Центрта паян — 16 ача. Учреждени пуҫлӑхӗ ачасене вӗренме тата пурӑнма мӗнпур услови туса панине ӗнентернӗ. Александр Андреев пӗчӗкскерсене чӑн-чӑн ҫын туса ӳстерме центр тӳпе хывнине палӑртнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Андреев депутата, вӑл — Раҫҫейри коммунистсен партийӗн пайташӗ, учрежденин попечительство канашне ертсе пыма сӗннӗ.
Шупашкарта приставра ӗҫленӗ арҫын должноҫӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ют ҫын пурлӑхне, парӑмҫӑнне арестленӗскере, хӑйӗн валли илнӗ-мӗн.
Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пристав хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ: парӑма кӗнӗ ҫыннӑн музыка центрне, ноутбукне, ытти пурлӑха арестленӗ. Анчах вӑл вӗсене учет кӗнекине кӗртмен, пурлӑхпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫын пурлӑхне хапсӑннӑ пристава вара 2016 ҫултах ӗҫрен кӑларнӑ.
Паян, чӑваш алфавичӗ йӗркеленӗ, чӑваш ялӗсенче шкулсем уҫнӑ Иван Яковлев вилнӗ кун, унӑн Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ палӑкӗ умӗнче Асӑну кунӗ иртрэнӗ. Мероприятие чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ертсе пынӑ.
Вӑл чӑваш ывӑл-хӗрӗ Иван Яковлев, Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай палӑкӗсем патне вӗсен ҫуралнӑ тата ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ кунӗсенче чечек ҫыххисем пырса хурсан ҫав халӑх — вилӗмсӗр тесе каланӑ.
Чечек хума республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Сӗнтӗрвӑрри епископӗ, Шупашкар епархийӗн викарийӗ Игнатий, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Владимир Иванов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев, ЧР Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи, «Хыпар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов хутшӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Сергей Алексеевич Александров ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» отряд ӑна халӗ те шырать.
Сергей Александров – строитель. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе ӑна никам та курман, тӑванӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Ҫамрӑк строитель 180 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ симӗс. Ҫухалнӑ чухне хура ветровка, Париж сӑнланӑ шурӑ футболка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Сергей Александров пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк полицие 02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин республикӑра тин ҫуралнӑ ачасен пурнӑҫне ҫӑлас тӗллевпе бэби-бокссем вырнаҫтарма сӗннӗ. Тӳрех палӑртмалла: кунашкал бокссем чылай регионта пур, ҫав шутра – Тутарстанра та.
Бэби-бокссем чӑннипех те кирлӗ. Кӑҫал ав республикӑра амӑшӗсем тин ҫуралнӑ виҫӗ ачана вӗлернӗ. Кунашкал тӗслӗх Шупашкарта иккӗ пулнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – пӗрре. Пӗлтӗр вара пӗр амӑшӗ ачана вӗлернӗ.
Аса илтерер: авӑнӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап проводӗнче ача виллине тупнӑ. Амӑшне, 17-ри студенткӑна, тӳрех тупнӑ. Вӑл хӗр пӗрчине ҫуратнӑ та тухса пенӗ.
Бэби-бокса амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине анонимлӑ майпа килсе хума пултарать. Вӑл – ачана ҫӑлмалли вырӑн. Килсе хунӑ пепкене тухтӑрсем илӗҫ, сывлӑхне тӗрӗслӗҫ.
Шупашкарта 22 ҫулти каччӑна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ. Артем Петрович Макаровран юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе сас-хура ҫук. Юлашки хутчен ӑна савнӑ хӗрӗ курнӑ.
Ҫав каҫ вӗсем кафере пулнӑ. Артем савнине киле ҫите ӑсатнӑ, хӑй ӗҫсем пур тесе кайнӑ. Ӑҫта тата камсем патне кайнине каччӑ каламан. «Нумайлӑха мар», - ҫапла ҫеҫ пӗлтернӗ вӑл.
Анчах Артем ҫӗрле те таврӑнман. Пике пӑшӑрханса ӳкнӗ. Тусӗсем те Артем ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Артем Макаров 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ кӗске. Ҫухалнӑ кун куртка, кӑвак джинс, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Артем ӑҫта пулнине пӗлекенсене 89196683600 (ашшӗ) е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта «Чӑваш Енри шӑпӑрт мис» пикене суйлӗҫ. Унта хӑлха илтмен сусӑр хӗрсем хутшӑнӗҫ.
Илем конкурсне Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрсем ҫитӗҫ. Конкурс программинче – темиҫе задани. Пикесем артист пултарулӑхне, спортпа туслӑ пулнине, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнине кӑтартӗҫ.
Конкурс юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче иртӗ. Унта кашниех ҫитме пултарать – тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Палӑртмалла: кунашкал конкурса сусӑр хӗрсен хушшинче кашни ҫулах ирттереҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн ларӑвӗ иртет. Унта хваттерсенче вырсарникун юсав ӗҫӗсем ирттерме чарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кайран ку ыйтӑва Патшалӑх Канашне пӑхса тухма парасшӑн.
Ҫак улшӑнусене пӑхса тухсан, вӗсене ырласан ӗҫ кунӗсенче 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, вырсарникун, уявсенче хваттерте юсав тунӑшӑн (шавланӑшӑн) ҫынсене 500-1000 тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен – 1000-1500, юридици сӑпачӗсен 2000-5000 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шӑматкун, ӗҫ кунӗсенче 9-13 сехетсенче, 15-19 сехетсенче юсав тума ирӗк пур.
Кунашкал сӗнӗве Антон Ковалев депутат пуҫарӑвӗпе пӑхса тухасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |