Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти нимеҫӗсем тивӗҫлӗ канури ватӑ ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ку «Лиза Алерт» историйӗнче ҫынна чи хӑвӑрт шыраса тупнӑ тӗслӗх пулнӑ.
Ҫак старик икӗ ҫул каялла та ҫухалнӑ пулнӑ. Ӑс-тӑнран хавшакскер ӑҫталла тухса утнине пӗлмест. Хальхинче вӑл килӗнче 12 сехет курӑнман. Ял тавра – уй-хир, йывӑҫ-тӗмпе хупланнӑ икӗ тарӑн ҫырма.
Ватӑ ҫынна ҫӗрле, 2 сехетре, шырама тытӑннӑ. Нимеҫӗсенчен чылайӑшӗн ирхине ӗҫе каймалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫакна пӑхса тӑман. 2 сехет 54 минутра пӗри уйра ҫын кӗлеткин ӗмӗлкине асӑрханӑ. Вӑл шӑпах ҫав старик пулнӑ.
Ватӑ ҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах хӑй ним ӑнланмасӑр таҫталла утнӑ. Ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пулӑшнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ирина Клементьевӑна суд хупса хума йышӑннӑ.
Ӗҫе эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухнӑ. Ирина Клементьевӑна «Чувашия-Мед» (чӑв. Чӑваш Ен-Мед) страхлакан компани пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне организацин укҫи-тенкине тӑкакланӑшӑн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Суд хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе 2 эпизодшӑн, 160-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйипе 2 эпизодшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл 20 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнине палӑртнӑ_. Ирина Клементьевӑна суд залӗнчен хуралпа илсе тухса кайнӑ.
Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ.
«Пирӗн тӑван ҫӗрӗн тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ та яваплӑ тата таса чунлӑ ҫыннисем. Шӑпах эсир хӑвӑрӑн кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ентешсене Республика кунӗпе саламланӑ май. Михаил Игнатьев саламне Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, тӑван республикӑмӑр ҫуралнӑ кунне ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уявлӗ. Анчах ҫав куна халалланӑ мероприятисем пуҫланнӑ ӗнтӗ. Шупашкарта паян, сӑмахран, культура форумӗ иртнӗ.
«Пирӗн тӑван ҫӗрӗн тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ та яваплӑ тата таса чунлӑ ҫыннисем. Шӑпах эсир хӑвӑрӑн кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр», — тенӗ Элтепер саламӗнче.
Шупашкарта паян культура форумӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Республика кунне халалланӑ. Форумӑн пленарлӑ ларӑвне Чӑваш Енӗн Правительствин Ертӳҫи Иван Моторин хутшӑннӑ. Вӑл иртнине манакан халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук тесе каланӑ май ӗнерхине упраса хӑварма тӑрӑшнине палӑртнӑ.
Шупашкарти культура форумне патшалӑх влаҫӗнче, общество организацийӗсенче тата культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, усламҫӑсем пухӑннӑ.
Пленарлӑ ларӑва «Forbes Russia» финанпа экономика журналӗн редакцин пуҫлӑхӗ Николай Усков тата Пӗрремӗш каналпа пыракан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) телекӑларӑм ертӳҫи, «Большая игра» (чӑв. Пысӑк вӑйӑ) ток-шоу модераторӗ Марина Ким йӗркелесе пынӑ.
Форумра экономикӑна аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
«Чӑвашлӑха аталантаракан ҫынсем кӗтмен ҫӗртен, ӑнсӑртран палӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри @red_a_red», — тесе пӗлтернӗ Инстаграмра Сантӑр Элтиярӗ.
Вӑл унта хыпарланӑ тӑрӑх, Кокель хушаматлӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ тӑрӑшнипе Шупашкар хулинче «Хулари ӳнер» проект пурнӑҫа кӗрсе пырать.
Республикӑн тӗп хулинчи «Каскад» канупа суту-илӳ центрӗ ҫумӗнчи лапам — Ксения Кокелӗн тата унӑн ушкӑнӗн Шупашкарти пӗрремӗш пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫӗ иккен.
Ксения малашне те тӗп хуламӑр урамӗсене чӑвашла граффитипе илемлетесшӗн-мӗн. Хальлӗхе хастарсем Петр Сизов ӳкернӗ «Нарспие» пысӑк хӳме ҫине куҫарнӑ.
Сантӑр Элтиярӗ Ксения Кокеле тата унӑн ушкӑнне ӑнӑҫу суннӑ. Эпир те ун пек маттурсене пултарулӑхра ҫавна пӗтӗм чунтан сунатпӑр.
Паян Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут йӗркеленнӗ.
Паян Андриян Николаев ячӗллӗ парка Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата районсенчи ҫӗр-ҫӗр ача пухӑннӑ. Шӑпӑрлансем вӑйӑ картине тӑнӑ, ҫакӑнтан пуҫланнӑ та уяв.
Уявра 9 лапамра вӑйӑ квесчӗ йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех конкурссем, наци сувенирӗсем тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗсем пулнӑ. Шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑсем те вуланӑ.
Чӑваш эрешӗсен лапамӗ кӑҫӑлхипе иккӗмӗш ҫул ӗҫленӗ. «Чӑваш Ен паттӑрӗ» конкурс та кӑсӑклӑ иртнӗ.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайона Республика кунӗнче 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ярӗҫ. Кун пирки маларах хыпарланӑччӗ. Ҫавна май микрорайонта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем тата пулӗҫ. Вӗсем валли вара ятсем кирлӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ чарӑнусене ятсем парасси пирки комиссие ходатайство янӑ.
Иван Прокопьев урамӗнче вырнаҫнӑ чарӑнусене ҫакнашкал ятсем парӗҫ: «Иван Прокопьев урамӗ», «65-мӗш шкул», «Бульвар», «Скейт-парк».
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫейре «Неделя сбора батареек Duracell» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗршыври хуласем тӑрӑх «Duracell Россия» тесе ҫырнӑ ятарлӑ контейнерсем ҫӳренӗ, кашнинчех пӗр эрнелӗхе чарӑнса тӑнӑ.
Шупашкарта кунашкал контейнера экологи управленийӗн ҫурчӗпе юнашар (Мир проспекчӗ) вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-9-мӗшӗсенче тӑнӑ.
Ҫынсем усӑ курнӑ батарейкӑсене хутаҫпа та, пӗршерӗн те йӑтса пынӑ. Пӗр эрне хушшинче самаях пухӑннӑ – 2,2 тонна. Халӗ тулли контейнера хуларан илсе кайнӑ ӗнтӗ.
Услампа ӗҫленӗ арҫыннӑн пысӑк парӑм пухӑннӑ. Унӑн 2,5 миллион тенкӗ парса татмалла.
60 ҫулти арҫынран парӑма шыраса илмелли хут Шупашкарти Ленин районӗнчи суд приставӗсен пайӗнче выртать. Приставсем унӑн фура – прицеплӑ МАЗ-5440069 автомобиль – пуррине тупса палӑртнӑ. Пысӑк машине Кӳкеҫ поселокӗнче ларнӑ.
Приставсем фурӑна арестленӗ, ӑна ятарлӑ астостоянкӑна кайса лартнӑ. Экс-усламҫӑ парӑма 10 кунра парса татмасть пулсан унӑн машинине сутӗҫ, укҫине парӑма татма ярӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |