Шупашкарта пурӑнакансене 10-мӗш троллейбус ҫаплах ҫӳреме тытӑнманни пӑшӑрхантарать. Сӑлтавӗ те паллӑ: нарӑс уйӑхӗнче республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хайхи маршрутпа троллейбуссем пӗр эрнерен ҫӳреме тытӑнассине хыпарларӗҫ. Вӑхӑт унтанпа самай иртрӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10-мӗш троллейбус пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна ҫула тухӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм ҫырать.
Чукун ҫул вокзалӗпе «Сад» микрорайона сыпӑнтаракан маршрутпа мӑйракасӑр 5 троллейбус ҫӳрессине пӗлтернӗччӗ. Шупашкара тӑваттӑшӗ ҫитнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах ҫук. Шупашкарти троллейбус управленийӗ шӑпах ҫав пиллӗкмӗш троллейбус килессе кӗтет иккен.
«Шантарнӑ вӑхӑтра поставщик илсе килеймерӗ. Кӳрсе килсен троллейбус тӗрӗслев витӗр тухӗ. Ун хыҫҫӑн вара, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, мӑйракасӑр 5 троллейбус 10-мӗш маршрутпа ҫӳреме пуҫласса шанатпӑр», – тенӗ Шупашкар хула администрацийӗнче.
Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче уҫнӑ зоокуравран хаклӑ попугай, Ара ӑрачӗллӗскер, ҫӗтнӗ. 180 пин тӑракан кайӑк ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ, ҫийӗнчех право хуралӗнчисене систернӗ.
Попугайпа пӗрле зоокуравра ӗҫленӗ каччӑ та ҫухалнӑ темелле. Унта уйӑха яхӑн тимленӗ Ставрополь тӑрӑхӗнчи 20 ҫулти ҫамрӑк шӑнкӑравласан телефона тытман.
Кӗҫех ӑна полицейскисем Улатимӗр облаҫӗнчи чукун ҫул станцийӗсенчен пӗринче тытса чарнӑ. Каччӑ «Хусан-Мускав» пуйӑсра ларса пынӑ. Пӗрле попугай та пулнӑ.
Каччӑ унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе пӗрре кӑна мар ҫакланнӑ иккен. Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменскер федераци шыравӗнче пулнӑ. Халӗ пакунлисем ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр ҫын ҫине ҫурт ҫивитти ҫинчен юр йӑтанса аннӑ. Хӗрарӑмӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл пуҫне тата сулахай аллинчи икӗ пӳрнине ыраттарнӑ. Тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Инкек пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Николаев урамӗнче пулса иртнӗ. Ку факта пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсен тӗллевӗ — инкек сӑлтавне палӑртасси. Тата тӗрӗсрех каласан, нумай хутлӑ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компани хӑйӗн тивӗҫне епле пурнӑҫланине тишкересси.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 14 ҫулти ача пульницӑра сипленмеллех шар курнӑччӗ. Ун ҫине юр тата пӑр йӑтӑнса аннӑччӗ. Ҫав факта тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑччӗ.
Шупашкарта малтанхи арӑмне тата унӑн аппӑшне ҫӗҫӗпе чикнӗ арҫынна тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Гладков урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра 49 ҫулти арҫын хайӗн арӑмӗ пулнӑ 42-ри хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ. Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн 44 ҫулти аппӑшне те ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Экс-арӑмӗ хӑйӗн 9 ҫулти хӗрӗпе урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Часах йӗркелӗх хуралҫисем ҫитнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑмӑн аппӑшне подъездра тупнӑ. Хӗрарӑмсене иккӗшне те пульницана ӑсатнӑ. Ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ арҫын вара, ӳсӗрскер, хваттерте шал енчен питӗрӗнсе ларнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, хайхи арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна ун чухне арӑмне хӗненӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке страхлама сӗннӗ. Арҫыннӑн карточки ҫинчен 2 пин тенкӗ ҫухалнӑ имӗш, ҫавна май ытти нухрата упраса хӑвармалла.
Ҫак хӗрарӑм сӗннипе арҫын ҫывӑхри банкомат патне пынӑ, лешӗ каласа пынипе темиҫе операци ирттернӗ.
Арҫын ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухламан – хӗрарӑма шанса вӑл мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Укҫа-тенке ҫухатсан Шупашкар ҫынни полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӗрача ӳстерет, анчах вӑл малтан ӑна тивӗҫлӗ воспитани паман – хушӑран хӑй эрех ӗҫкеленӗ. Ҫавна май ку ҫемьене опека органӗсем шута тӑратнӑ.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть опека органӗсем ҫак ҫемье патне ҫитнӗ. Хваттерте таса пулнӑ, хӗрача валли уйрӑм кравать, урок тумалли сӗтел ларнӑ. Ачан тӑхӑнмалли те, ҫимелли те пулнӑ. Амӑшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ача пахчин ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрне унта таса ҫи-пуҫпа ҫавӑтса килет, укҫа вӑхӑтра тӳлет.
Хӗрарӑм лайӑх енне улшӑннине кура ҫемьене шутран кӑларасшӑн. Комисси халӗ ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта халӑха йышпа зарядка тума Хӗрлӗ лапама пуҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ.
«Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи Хӗрлӗ лапамра Пӗрлехи зарядка кунӗ иртӗ!
Пурне те ирхи зарядкӑна йыхравлатпӑр! Хал пухассине тата хаваслӑ кӑмӑл пурне те шантаратпӑр», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче.
Канмалли кун хавас кӑмӑл шыраса ҫaвӑнта ҫити камсем каяссине пӗлеймӗпӗр. Массӑллӑ ҫавӑн йышши мероприятисене бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсене тата студентсене чылай чухне илсе тухни вӑрттӑнлӑх мар. Ыран та, ахӑртнех, Шупашкарти пульницӑсенче тӑрӑшакансемпе ытти хысна учрежденийӗнчи ӳркенмен маттурсем пухӑнӗҫ-тӗр.
Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шупашкарта ҪҪХПИ ӗҫченӗ Сергей Субботин троллейбус водительне, хӗрарӑма, уявпа саламласа чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кун пирки ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Людмила Иванова троллейбус рулӗ умӗнче 35 ҫул лурать. Ку – сахал мар, ҫапах вӑл ку таранччен ҫул-йӗр правилисене пӗрре те пӑсман.
Сергей Субботин Людмила Ивановӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламланӑ май ҫул-йӗр правилисене пӑхӑннӑшӑн тав тунӑ, малашне те ҫаплах пулма суннӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ республикӑра 100 ҫултан каҫнӑ миҫе хӗрарӑм пурнӑннине шутланӑ. Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ 61 ҫын кун кунлать. Вӗсенчен 57-шӗ – хӗрарӑмсем.
Палӑртмалла: пирӗн республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 374 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ – хӗрарӑмсем (248 пине яхӑн). Чылайӑшӗ – медицина ӗҫченӗ (90 процент), педагог (85 процент).
Ҫакна та каласа хӑварма кӑмӑллӑ: тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсенчен 19-шӗ Марта ятлӑ. Вӗсенчен 11-шӗ чӑнах та пуш уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Паян, пушӑн 8-мӗшӗнче, икӗ ватӑ хӗрарӑм, Марта ятлӑскерсем, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта вӑйӑ салонӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ, ку ӗҫпе тӑватӑ ҫынна тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ҫакскерсем Шупашкарта икӗ ҫӗрте вӑйӑ салонӗсен ӗҫне йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗри – Модӑсен ҫуртӗнче. Салон уҫсан вӗсем ҫынсене ӗҫе илнӗ, кирлӗ техника туянса лартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫак ҫынсен ӗҫне чарса лартнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе 12 шырав ирттернӗ, 50 ытла хатӗр-хӗтӗр туртса илнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |