Паян пирӗн республикӑра асар-писер ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкарти аэропортри самолетсем те вӑхӑтра вӗҫеймен. Аэропортӑн Инстаграмри аккаунтӗнче рейссем тытӑнса тӑрассине кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗ-ха. Ҫав хыпара вулакансенсен пӗри Мускавран килекен самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнине пӗлтернӗ. «Халӗ Шупашкара килетпӗр», — тенӗ вӑл. Паллах, самолетпа мар.
Ирхи 9 сехет те 20 минутра Мускаври Шереметьево аэропорта вӗҫсе каймалли самолет, тӗслӗхрен, халӗ те хускалайман. Шупашкарти аэропортран рейс 16 сехетсӗр те каяймассине, анчах ун чух та шанчӑклӑ пулассине татса калайман.
Мӗн тӑвӑн, васкакансен васкамалла пулӗ те, анчах васкакан вакка сикет тесе каланине те асра тытма тивет. Ҫутҫанталӑкӑн хайӗн саккунӗ...
Чулхулара Шупашкарти таксистсене хӗстерни пирки малтан хыпарланӑччӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче икӗ регионти таксистсем каллех пӗр чӗлхе тупайманни пирки, ҫапӑҫни ҫинчен ҫырнӑ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Чулхулара таксистсем ҫапӑҫнӑ. Унта пирӗн регионтисем те хутшӑннӑ. Малтанах вӗсем пухӑнса калаҫма ҫеҫ палӑртнӑ, анчах ку хирӗҫӗве куҫнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу та чӗнме тивнӗ.
Вырӑнти таксистсен шухӑшӗпе, Чӑваш Енрен, Мӑкшӑ Республикинчен тата ытти регионтан вӗсем патне ӗҫлеме килекен водительсем тарифсене пӗчӗклетеҫҫӗ, пӗтӗм саккаса илеҫҫӗ, ҫавна май «час пикре» коэффицент пысӑкланмасть.
Чӑваш Енри такситсем вара кунпа килӗшмеҫҫӗ. «Чылайӑшӗ чӑвашсем клиентсене туртса илнӗшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутлать. Ку ун пек мар!!! Клиентсем пурин валли те ҫитеҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ – клиентсене мӗнле тивӗҫтернинче. Ку тытӑмра тахҫанах йӗрке тумалла!» - ҫырнӑ Алексей халӑх тетелӗнче.
Пост патне ҫырнӑ комментарисене тишкерсен ҫакӑ паллӑ: Чулхулари клиентсем конкуренци пурришӗн, таксистсем пур саккаса та илнишӗн, хак пӗчӗкленнишӗн кӑмӑллӑ.
Шупашкарти пӗр медицина клиника ертӳҫи ултавҫӑсен аллине ҫакланса укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӗр кунхине клиникӑна «прокуратура ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, хайхискер ҫитменлӗхсене тупса палӑртнине пӗлтернӗ, ку «ыйтӑва» татса пама май пурри пирки каланӑ.
Клиникӑн хӑраса ӳкнӗ администраторӗ номере пуҫлӑхне панӑ. Лешӗ те сехӗрленсе ӳкнӗ, «хӑратнӑ прокурор» чӑнах та тӗрӗслеме ан килтӗр тесе унӑн счечӗ ҫине темиҫе хутчен те укҫа куҫарнӑ.
Ҫапла майпа клиникӑн 58 ҫулти ертӳҫи ултавҫа 36 пин тенкӗ куҫарса панӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ номере Краснодар крайӗнче регистрациленӗ.
Хӑш-пӗр усламҫӑ штрафсене, ытти тӳлеве вӑхӑтра парса татмасть, ҫапла майпа хыснана укҫа сахалрах кӗрет. Суд приставӗсем ӗнер Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» пасара рейда тухнӑ, парӑмҫӑсем патне ҫитнӗ.
Усламҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлессинчен хӑраса ҫывӑхри банкомат патне кайса парӑмсене татнӑ. Темиҫе сехетре приставсем 600 пин тенке яхӑн шыраса илнӗ. 13 усламҫӑн пурлӑхне вара арестленӗ, пӗтӗмпе – 830 пин тенкӗлӗх пурлӑха. Вӗсен парӑма 10 кунра татмалла, унсӑрӑн арест хунӑ пурлӑхне сутӗҫ.
Рейд вӑхӑтӗнче пӗр машина хуҫи 600 пин тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнине тупса палӑртнӑ. Унӑн машинине арест хунӑ. Халӗ машина ятарлӑ стоянкӑра тӑрать.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Халӗ предприятин автобусӗсене сутма тӑратасшӑн. Транспортсем ЧР Юстици министерствин зологӗнче тӑраҫҫӗ. Кун пирки «ИА Регнум» хыпарлать.
«Чӑвашавтотрансӑн» тӑватӑ автобусне сутасшӑн. Вӗсен малтанхи хакӗ – 16,7 миллион тенкӗ. Ку ыйтӑва кредиторсем ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче сӳтсе явӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Вӑрмарти автотранспорт предприятине сутус ыйтӑва та ҫӗклӗҫ. Инвентаризаци ирттерсен унӑн хакне палӑртнӑ: 18,8 миллион тенкӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти Вокзалҫум автостанцийӗ ӗҫлеме пӑрахни пирки пӗлтернӗччӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри ачасене ҫуллахи вӑхӑтра канма кайма путёвкӑсем пама пуҫлӗҫ.
Республикӑн Вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявленисене пӗрлехи автоматизациленӗ тытӑм урлӑ йышӑнӗҫ. Ҫак ӗҫ тӑватӑ тапхӑрпа пулса пырӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче социаллӑ центрсем йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчен заявленисем йышӑнма пуҫлӗҫ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Канаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ывӑл-хӗрӗ пурӑнакан шкулсенче ыйтса ҫырайӗҫ; ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Шупашкар хулинчисен заявленийӗсене шкулсенче йышӑнӗҫ; ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн — ытти мӗнпур районпа хулара.
Хула тулашӗнчи уйлӑхра 21 кну канма 14 962 тенке ларать, санатори-уйхлӑхра талӑкри хак — 935 тенке, хула тулашӗнчи уйлӑхсенчи профильлӗ сменӑсенче пӗр талӑкшӑн — 784 тенке. Ашшӗ-амӑшне путёвка хакӗ пӗр пайне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Тупӑша кура — 5 процентран пуҫласа 50 процент таран.
Кӑҫал Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Нумаях пулмасть юбилей валли паллӑ суйланине хыпарланӑччӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта пырать. Унта 10 ятран пӗрне суйлама сӗнеҫҫӗ.
Сасӑлава хутшӑнас килет тӗк портала кӗрӗр. Унта ҫак ятсене сӗннӗ: Чеба, Волгарик, Тарават (ырӑ кӑмӑллӑха, Шупашкарта нумай наци ҫынни пурӑннине кӑртартать), Савик («сав» чӑваш сӑмахӗнчен), Жемчужинка, Чеб, Чебокряша, Чебоксарик, Чебик. Сасӑлав умӗнхи ыйтӑма ача пахчисенче ирттернӗ, вӗсенче 200 ытла ят сӗннӗ. Вӗсенчен 10-шне сасӑлав валли суйласа илнӗ.
Аса илтерер: юбилей палли – кӑвакал, шӑпах ҫак кайӑк хулан гербӗ ҫинче пур.
Шупашкарта хальхи вӑхӑтра тӑвакан ача пахчисенче ӗҫлеме килӗшекенсене шыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Университет, Кувшинка, Хӗвеллӗ, Соляное, Ҫӗнӗ хула, Садовӑй микрорайонсенче тата Йӑлӑмри Сосновка посёлокра ача пахчисем хӑпартаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкар хули 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче уҫасшӑн.
Ҫӗнӗ ача пахчисенчен хӑшӗсем валли ертӳҫӗсем тупӑннӑ та иккен. Халӗ воспитательсене, кӗҫӗн воспитательсене (унчченхилле каласан, няньӑсене), методистсене, кухньӑра ӗҫлекенсене, вахтёрсене, администраципе хуҫалӑх енӗпе тӑрӑшакансене шыраҫҫӗ.
Ӗҫе вырнаҫас текенсене Мускав проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртри 3-мӗшпе 4-мӗш пӳлӗмсенче кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 24 ҫулти арҫынна транспорт полицийӗ тытса чарнӑ. Хайхискере наркотик вырнаҫтарма тӑнӑ чухне ярса илнӗ.
Ҫак арҫын Шупашкарти пӗр транспорт комплексӗн объектӗнче «закладка» тума хӑтланнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Кун хыҫҫӑн унӑн килӗнче ухтарнӑ. Оперативниксем ун чухне полимерлӑ чӗркемсем тупнӑ: 191,65 грамм гашиш, 10,9 грамм амфетамин, 3904,02 грамм синтетика наркотикӗ. Арҫын ҫак япаласене малашне вырнаҫтарас тӗллевпе упранӑ.
Шупашкар ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна тӗрмене мӗн виличчен лартма пултараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Мурманск облаҫӗн ертӳҫи Марина Ковтун отставкӑна панӑ. Кун хыҫҫн РФ Президенчӗ Владимир Путин РФ строительство министрӗн ҫумӗпе Андрей Чибиспа тӗл пулнӑ, ӑна облаҫе вӑхӑтлӑха ертсе пыма сӗннӗ.
Ҫапла майпа пирӗн ентеш Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑннӑ. Палӑртмалла: Андрей Чибис 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, 2001 ҫулта Мускав потребитель кооперацийӗн Шупашкарти филиалӗнчен «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ.
Чибисӑн ӗҫ биографийӗ пуян. Тӗрлӗ ҫулта вӑл ваккатра, Рязань облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫинче, Строительство департаменчӗн директорӗн ҫумӗнче тата ытти ҫӗрте вӑй хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |