Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ.
Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан».
Шупашкарти вокзалҫум автостанцийӗ ӗҫлеме чарӑннӑ. Ҫакӑ Чӑвашавтотранс панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри автовокзалсен сайтӗнче пӗлтернӗ.
Автостанцие пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӗҫ. Муниципалитетсен хушшинчи маршрутсене (пӗтӗмпе – 36) Хулаҫум автовокзалӗ хӑйӗн ҫине илӗ. Унта автобуссене йышӑнӗҫ, билет сутӗҫ, пассажирсене лартӗҫ.
Халӗ предприятин пурлӑхне сутма тӑратнӑ. «Ҫӗнӗ сала» тата «Вокзалҫум» автостанцисене 112 миллион тенкӗпе сутасшӑн, автобуссене – 114 миллион тенкӗпе. Палӑртмалла: «Ҫӗнӗ сала» автостанцие сутма тӑратнӑ пулсан та вӑл унчченхи режимпах ӗҫлӗ.
Аса илтерер: унччен сайтра Куславккари вокзал хупӑнма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти усламҫӑсенчен пӗри ҫӗр лаптӑкне хӑй тӗллӗн ярса илнӗ. Ҫавӑншӑн ӑна явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти Калинин район территорийӗнче хайхи усламҫӑ хӑма-чус тата ытти строительство материалӗн бази валли ҫӗр илнӗ. Ӑна асӑннӑ хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе ҫавӑн валли лаптӑк уйӑрса панӑ.
Анчах усламҫӑна сахалтарахӑн туйӑннӑ-ши — пурӗ 191 тӑваткал метр лаптӑка ытларах ярса илнӗ. Ҫакна Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗнчи прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ.
Ҫӗре ярса илнӗ усламҫӑна прокуратура йышӑнӑвӗпе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна штрафланӑ. Хӑй тӗллӗн ярса илнӗ ҫӗре хула администрацине тавӑрса памалла.
Шупашкарта пӗр арҫын ачине кӳмене лартса тӗксе пыракан хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Ют пурлӑха ярса илнӗскер часрах вырӑнтан тапса сикнӗ.
Шар курнӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Инкек Ислюков урамӗнче пулса иртнине ӑнлантарнӑ.
Пакунсем кӗҫех ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрах та вӑхӑт иртмен — хурахла тапӑннӑ тесе шухӑшлакан 35-ри арҫынна тытса та чарнӑ. Вӑрланӑ телефон ун ҫумӗнче пулман. Халӗ телефон ӑҫтине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те пакунлисен аллине ҫакланкаланӑ. Унтан та ытларах — вӑл темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ытти чух та ҫынсене вӑрӑ-хурахла тапӑнман-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ, ҫав версие тӗрӗслеҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра Пӑрачкав районӗнче автобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Мускавран Чӗмпӗре кайма тухнӑ «Сетра» транспорт Мочкас ялӗнче кювета чӑмнӑ.
Салонра ҫав вӑхӑтра 20 пассажир пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫын суранланнӑ, вӗсене вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ руле итлеттереймен. Халӗ Пӑрачкав районӗнчи полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ маршрутка та ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Юрать, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен пӗри ҫеҫ кайран тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хули, Шупашкар, технологилле хулана ҫаврӑнӗ. Ҫак шухӑша ӗнер, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ РФ строительство тата ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис каланӑ. Ӑна вӑл ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан асӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Андрей Чибис Шупашкарта ҫуралнӑ. Республикӑн тӗп хулинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ май вӑл тӑван тӑрӑхра тахҫанах пулманнине палӑртнӑ-мӗн.
Федераци министрӗн ҫумӗ Шупашкарта видеосӑнав лайӑх ӗҫленине ырланӑ. Ҫавна май Шупашкарта «Ӑслӑ хула» проекта пурнӑҫлама май килнӗ. Ӳлӗмрен Шупашкара технологилле хула тумаллине, вара вӑл ыттисемшӗн те тӗслӗх пуласса асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ача рюкзакне вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна куншӑн айӑпласшӑн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти Миттов бульварӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине пӗлӗшӗпе пӗрле унӑн ачине илме кайнӑ. Хайхискер унта тепӗр шӑпӑрланӑн амӑшӗ енчӗкне ачан рюкзакне чикнине асӑрхаса юлнӑ. Меллӗ самант пулсанах 35 ҫулти арҫын енчӗкри укҫине вӑрлас тесе рюкзака йӑкӑртнӑ.
Ҫак арҫыннӑн хваттерне ухтарнӑ, ачан рюкзакне шӑпах унта тупнӑ. Анчах енчӗкре укҫа пулман ӗнтӗ – вӑл ӑна тӑкаклама ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар хулинче полици ӗҫченӗсем 31 ҫулти усламҫӑран 200 курупка контрафактлӑ пирус туртса илнӗ. Вӗсене ҫамрӑк арҫын ытти регионсенчен кӳрсе килсе республикӑра курттӑмӑн сутнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пайтаҫӑн продукцине Чӑваш Енри темиҫе лавккара та тупса палӑртнӑ, ваккӑн сутӑ тӑвакансене вӑл пӗр пачкине вӑтамран 30-35 тенкӗпе сутнӑ. Предпринимателӗн гаражӗнче ухтару ирттернӗ май 100 пине яхӑн пачка пирус тупса палӑртнӑ, пӗтӗм тавара туртса илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна пысӑк виҫеллӗ контрафактлӑ продукципе сутӑ тунӑшӑн явап тыттарасшӑн. Хальхи вӑхӑтра следовательсем, ытти специалист тӗрлӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
«Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗ кӑтартмӑшсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма хатӗрленет. Ҫакӑ пирӗн редакцине «Мадагаскарӑн» тӗп директорӗ Е.А. Ворожцова янӑ ҫыруран паллӑ пулчӗ. Елена Александровна пӗлтернӗ тӑрӑх суту-илӳпе кану центрӗнче кӑтартмӑшсене ҫӗнӗлле йӗркелесшӗн, ятарлӑ проект хатӗрленӗ. Вӑл проектпа килӗшӳллӗн курӑмлӑ навигаци хатӗрӗсене виҫӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, ҫав шутра — чӑвашла та.
Асаилтеретпӗр, унччен малтан чӑвашла кӑтартмӑшсене «Пятерочка» суту-илӳ пӗрлӗхӗн лавккисенче хатӗрлеме пуҫларӗҫ. Паянхи кун вӗсен кашни ҫӗнӗ лавккинчи кӑтартмӑшсенче вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та ҫырнӑ.
Ҫӗнӗ кӑтартмӑшсем хӑҫан тата хӑш вӑхӑтра хӑйсен вырӑнне йышӑнасси пирки хальлӗхе пӗлтермен-ха.
— Паллах, кунашкал пулӑма ырламалла, — пӗлтерчӗ пире хӑйӗн шухӑшне ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин. — «Мадагаскар» тӑван чӗлхепе кӑтартмӑшсем вырнаҫтарни чӑваш чӗлхи бизнеса кирлине пӗлтерет. Мӗншӗн вӗсем чӑвашла та хатӗрлеҫҫӗ? Вӗсемпе ҫуммӑн халь пысӑк ҫурт-йӗр комплексӗ ҫӗкленет — унта вара ялтан килнӗ ҫынсем питӗ нумай. Апла-тӑк «Мадагаскар» ертӳҫисем ҫакна ӑнланаҫҫӗ, вӗсем халӑха ҫывӑхрах пуласшӑн.
Cаккун пӑсса пассажирсене турттаракан водительсен машинисене конфискацилеме сӗнеҫҫӗ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Сергей Яхатин прокуратурӑра иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Кунашкал практика Краснодар крайӗнче пур. Унта унашкал ӗҫсем Аслӑ суд таранах ҫитеҫҫӗ. Палӑртмалла: саккуна пӑсса пасажирсене илсе ҫӳрекен водительсен транспортне КоАПӑн 14.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (саккуна пӑсса услам йӗркелени) патшалӑх валли конфискацилеме юрать.
Кӑҫал кунашкал водительсен тӗлӗшпе 60 постановлени ҫырнӑ, административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсем пассажирсене «Блаблакар» тата «Контактра» тупнӑ. Ытларахӑшӗ «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳренӗ. Кунашкал водительсем рейс умӗн техосмотр тата медосмотр тухмасӑрах ҫула каяҫҫӗ.
Хальлӗхе ҫакнашкал водительсен машинине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ 4 тӗслӗх пулнӑ. Унта транспорта постановлени кӑлариччен 2 уйӑх таран тытаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |