Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Иван Моторин руль умне ӳсӗрле ларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.12.2020 19:22 | 1601 хут пӑхнӑ
Политика
"Чебмедиа" сайтри сӑн
"Чебмедиа" сайтри сӑн

Шупашкарти Гагарин урамӗнче Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрне Иван Моторина ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.

«Город Грехов» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Ҫакна инспекторсем курнӑ. Алкотестер Иван Моторин урӑ тесе кӑтартнӑ. Ачах темшӗн унӑн пӑрӑхӗ кӗтмен ҫӗртен татӑлса ӳкнӗ. Инспекторсем иккӗленнипе Моторина наркологие илсе кайнӑ.

0,325 мг/л – ҫапла кӑтарту пулнӑ наркологире. Экс-премье-министр тӳрре тухнӑ – вӑл темӗнле эмел ӗҫнӗ-мӗн, анчах ятне астумасть.

#Шупашкар, #тӳре-шара, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 2850.60.4792
2020.12.16 12:02
КУН ПЕКЕХ хӑтланма юрамасть! Никама та ним вырӑнне те хумаҫҫӗ!.. Пурнан пурнӑҫра тем те пулать...
Ҫынни ҫапах та чылай ҫул республика правительствине ертсе пынӑ, ятне яман... Пукунлисен ҫакна шута илмеллех!
КУН ПЕККИ Тутарстанпа Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пулма пултараймасть!
Мӗн, ку чухнехи Чӑваш Енре пурин валли те гильотина хатӗр-им?
ӐҪТА ҫитетпӗр эпир капла? Ӑҫта?!
Валери Туркай
2020.12.16 14:05
Аçтахар Плотников
Валери, ара руль умне ӳсӗрле ларма юрамасть-ҫке. Ӳсӗрсене пула ҫул-йӗрте мӗн чухлӗ пӑтӑрмах сиксе тухать, мӗн чухлӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлать. Саккун умӗнче пурте тан пулмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем