Паян Шупашкарти Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна асӑнса хисеп хӑми уҫӗҫ.
Захар Зиновьевич (26.05.1940-16.12.2015) – Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Рвҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хусанта ҫуралнӑскер унти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Сартури патшалӑх консерваторийӗнче скрипка класӗнче пӗлӳ илнӗ. 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче симфони оркестрӗн концертмейстерӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Захар Шапиро театрти чылай проекта пуҫарнӑ. Ҫав шутра – М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ, балет фестивалӗ, И. Штраусӑн Европӑри Сурхури фестивалӗ, Симфони музыкин каҫӗсем, Чӑваш музыкин кунӗсем т.ыт.те.
Тамара Чумакова (28.08.1932-17.01.2016) – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов яӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тата Чӑваш музыка театрӗнче ӗҫленӗ.
Юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раҫҫей туризмӗн мисӗ» конкурсӑн финалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 27 регионти 30 пике хутшӑнӗ.
16 ҫулти Дарина Богоявленская Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ, 17-ри Анна Логинова вара Шупашкаршӑн кӗрешӗ.
Аннӑпа Дарина илемпе пултарулӑх конкурсӗсене унччен те хутшӑннӑ, сумлӑ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Конкурспа килӗшӳллӗн «Раҫҫей теризмӗн мисӗ» те иртӗ. Унта хутшӑнакансем чаплӑ отельре пурӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене диадема парӗҫ тата укҫан хавхалантарӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тулӑран санавиаци вертолечӗпе пирӗн ентеше илсе килнӗ. Пуҫне суранлатнӑ арҫын ҫав хуларах сипленнӗ-мӗн, кайран сывалӑхне Шупашкарта ҫирӗплетме шухӑшланӑ.
Шупашкарта санитари вертолечӗ ӗҫленине унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл ав Тулӑна ҫитсе пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ, ӑна Республикӑри клиника пульницине вырнаҫтарнӑ. Пациента ҫакӑн пек инҫтрен санитари машинипе илсе килес тӗк вӑхӑт нумайрах кирлӗ.
Республикӑри ҫынсене те санавиаци пулӑшать. Ҫак кунсенче тепӗр 2 пациента Шупашкарти пульницӑна илсе килнӗ.
Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗчӗк мисс тата мистерӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 3-10-мӗшӗсенче иртӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 49 ача хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енрен те пулнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Арина Авксентьева конкурса ҫӗнтерӳҫӗ тата гран-при хуҫи пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мини мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет. Ҫитес ҫул Шупашкар чысне Францире Мода эрнинче хӳтӗлӗ.
Ксения Купташкина (59-мӗш шкул), Екатерина Иванова (5-мӗш гимнази), Дарья Владимирова (41-мӗш шкул) та тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче «ӑслӑ чарӑнусем» нумайлансах пыраҫҫӗ. Халӗ ун пеккисен шучӗ 150-а ҫитнӗ.
Чарӑнусенче электронлӑ информаци таблосем вырнаҫтарасси хулара малалла пырать. Вӗсенче тӗрлӗ хыпар пӗлме пулать: халӑха турттаракан хӑш транспорт миҫе минутран ҫитессине, урамри температурӑна, ытти пӗлтерӗве.
Электрон таблосене муниципалитетӑн «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) информаци тытӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Хальтерех вырнаҫтарнӑ 25 «ӑслӑ чарӑнусем» ҫине: «Уҫӑ хула» порталта ырланӑ», – тесе ҫырса хунӑ. Хӑш чарӑнура электрон табло вырнаҫтарассине халӑхпа палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче лавккара ҫын карттипе укҫа тӳленӗ ҫынна шыраҫҫӗ.
Хулара пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Кӑштахран вӑл унта пулнӑ 3 пин тенкӗ те 900 тенкӗ укҫа ҫухалнине сиснӗ. Ҫав укҫапа хулари Энгельс урамӗнчи лавккара тӳленӗ.
Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын карттипе 20-30 ҫулсенчи ҫамрӑк усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫутӑ симӗс кӗпе, хура куртка тӑхӑннӑ.
Видеокамерӑна лекнӗ каччӑна уйӑрса илнисене (8352) 34-18-40, 24-07-02 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен асӑрханмалли пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне таптаса каяс пек чышӑнмалла мар. Анчах йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаҫҫӗ. Халӑха турттаракан транспортра (уйрӑмах – ирпе ӗҫе кайнӑ чухне тата каҫпа ӗҫрен таврӑннӑ вӑхӑтра) салон лӑк тулли.
Прокуратура черетре халӑх йышлине те тупса палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Калинин районӗн администрацийӗн (вӑл Октябре 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ) фойинче 10 ытла ҫын черетре хӗсӗннӗ. Вӗсем социаллӑ хӳтлӗх пайне лекме ӑнтӑлнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пуҫлӑхне прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӗҫе хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса йӗркелеме сӗннӗ.
Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫасси мар тенӗ ваттисем. Пӗве кӗрсе ҫемье ҫавӑратпӑр, анчах пӗрне-пӗри ӑнланса пурӑнма ӑс-тӑнӑмӑр пур чухне те ҫитеймест. Кил-тӗрӗшре чашӑк-тирӗк шакӑртатмасӑр пулмасть-ха. Уйрӑлсан лайӑх-ши е пӗрле пурӑнсан-и? Пӗрне-пӗри каҫармалла-и? Ҫемьере килӗшӳпе тату хуҫалантӑр тесен мӗн тумалла? Ҫак тата ытти ҫавӑн евӗрлӗ ыйтӑва Шупашкар хулинчи Мӑшӑрлану керменӗнче кашни шӑматкунсерен 11 сехетре сӳтсе яваҫҫӗ.
Мероприятие республикӑн Юстици ӗҫӗсен комитечӗ йӗркелет. Ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ калаҫӑва мӑшӑрланас ӗмӗтлисем те, ҫемье ҫавӑрма ӗлкӗрнисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Шупашкар хулинче эвакуаци планӗсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Маларах ӑна хулари Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра ҫакса хунӑ, халӗ – Амӑшӗн палӑкӗн ҫывӑхӗнче.
Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче терроризмран хӳтӗлӗнмелли план пур. Ҫавна май эвакуаци планӗ те кирлӗ. Ҫынсен инкек-синкек сиксе тухсан ӑҫталла тармаллине, хӑш службӑна мӗнле телефон номерӗпе шӑнкӑравламаллине пӗлмелле.
«Ҫыхӑнура» форумра ҫак плансен усси пирки ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Унта хутшӑннисен хуравӗ тӑрӑх хакласан, ҫынсен пысӑк пайӗ ун пек план уссине ӗненменни сисӗнет.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти ҫамрӑк аварире шар курнӑ.
Эгер бульварӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче «Ладӑн» вунтӑвттӑмӗш моделӗ тата «Шкода» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тарӑх, «Лада» сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр машинӑна ҫул паман. «Ладӑри» 15 ҫулти пассажир аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑка тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |