Шупашкарта Максим Егоров-Курмыш ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш каччи пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.
Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗрлӗ хулара (Максим Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисене асӑннӑччӗ) тӗлпулусем ирттерес шухӑшлине хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта ҫулҫӳревҫӗпе ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулма май килӗ. Курнӑҫу 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе, Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлнӑ. Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленине эпир кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Екатеринбурга «РУСЛАЙН» авиакомпани тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илсе ҫӳрӗ. Тунтикун самолет 19 сехет те 25 минутра ҫула тухӗ, Екатеринбургран — 17 сехет те 10 минутра; кӗҫнерникун самолёт Шупашкартан 15 сехетре вӗҫсе кайӗ, Екатеринбургран — 12 сехет те 45 минутра.
Пассажирсене 50 вырӑнлӑх «CRJ100/200» самолётпа турттарӗҫ. 829 километра 1 сехет те 30 минут вӗҫӗ.
Ыран Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗн репетицийӗ иртет. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫула вӑхӑтлӑха хупаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе тата Ленин проспекчӗпе, Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ таран, транспорт ҫӳремӗ. Машинӑсем кӑна мар, общество траспорчӗ те урӑх ҫулпа ҫӳрӗ. Ҫула парад репетицийӗ вӗҫленсен хупӗҫ. Вӑл миҫе сехетре пӗтессине вара хальлӗхе пӗлтермен.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ пулӗ. Ун чухне ирхи 8 сехетренех ҫӳлерех асӑннӑ ҫула пӳлӗҫ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Черчен чечексем» ача-пӑча ӳнер пултарулӑхӗн республикӑри фестиваль-конкурсӗн тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне маларах асӑннӑ культура керменӗ (вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ шутланать) йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ енчен пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттерне.
Пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑра 300 ытла ача (ҫав шутра — пултарулӑх ушкӑнӗсемпе 7-16 ҫулсенчи ачасем) хутшӑннӑ. Вӗсен тӑрӑшӑвне «Вокал», «Фольклор», «Хореографи», «Инструмент пултарулӑхӗ», «Илемлӗ сӑмах», «Декораципе прикладной ӳнер» номинацисенче хакланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ, Шупашкарти «Уяв» фольклор ансамблӗ хӑйсен ӗҫне юратнипе пурнӑҫлакан пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнче шутланса тӑрать. Ансамбле Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Пултарулӑх ушкӑнӗ конкурсра ҫӗнтерсе 2 миллион тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 84 регионӗнчи 263 коллектив хутшӑннӑ. 40 коллектив I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ, 20-шне лауреат тесе йышӑннӑ. Вӗсем Мускавра раштав уйӑхӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжра «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.
Ӑна педагогсем валли йӗркелӗҫ. Конференцие Николай Никольский профессор, вӑл «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи пулнӑ, ҫуралнӑранпа 143 ҫул ҫитнине тата ҫӗршыври Ӑслӑлӑхпа технологи ҫулталӑкне халалланӑ.
Докладсене хальхи вӗрентӳпе воспитани темине тӗпе хурса хатӗрле сӗннӗ. Конференцие хутшӑнма аслӑ, пӗтӗмӗшле, профессиллӗ, хушма пӗлӳ паракан шкулсемпе организацисен, ача пахчисен педагогӗсене йыхравлаҫҫӗ.
«Ҫыхӑнура» порталта ӗнер пӗр кӑсӑклӑ статья вырнаҫтарнӑччӗ, вӑл пирӗн сайт хӑнисемшӗн те интереслӗ пулӗ тесе эпир ӑна чӑвашла куҫарас терӗмӗр. Ӳкерчӗксене те, текстне те унтанах, «Ҫыхӑнура» порталтан, илнӗ.
1986 ҫулта, унтанпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ, Пионерсен керменӗ хыҫӗнче, Трусиха* юханшывӗн ҫырма тӑвайккинче, хула ҫыннисем валли питӗ чаплӑ канмалли вырӑн йӗркелесе панӑ пулнӑ. СУОР савучӗн отделка тӗлӗшпе ӗҫлекен мастерсен бригади пуҫарнипе (вӗсем кермене илемлетес ӗҫре тӑрӑшнӑ) ҫырмара авалхи ҫӑлкуҫа хӑт кӗртсе, планламан кӳлепе туса лартнӑ. Бригада ертӳҫи Нуриян Андербаев тӗп инженер пулнӑ.
Шупашкар канашӗн исполкомӗ ҫакӑн валли укҫа-тенкӗ уйӑрман, ҫавна май ҫак ушкӑн хӑйӗн пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртес тесе ӗҫ хыҫҫӑн юлса тата канмалли кунсенче ӗҫленӗ. Инженери тӗлӗшӗнчен ӑна тӗплӗн шухӑшласа тунӑ пулнӑ: ҫӑлкуҫ шывӗ валак тӑрӑх юхса анса малтан пӗчӗк кӳлленчӗке пухӑннӑ, тулнӑ шыв ун урлӑ тӑкӑнса тасатакан пӑрӑх урлӑ кӳлмеке юхса тухнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ансамблӗ, халӑх фольклор ансамблӗ – «Уяв» – кӑҫал 35 ҫул тултарать. «Ҫавра» датӑна пултарулӑх ушкӑнӗ ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ. Концерта вӑл Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменне йыхравлать.
«Уяв» ансамбль халӑх чӑннипех те юратакан пултарулӑх ушкӑнӗ ята тахҫанах тивӗҫнӗ. Ӑна тӑван тӑрӑхӑмӑрта ҫеҫ мар, республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр концерт-мероприятире ҫак йыша куракансем ялан хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн кашни номерне тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал эпир чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш челхи кунӗ иртсе кайрӗ. Паллӑ пулӑмсене халалласа шкулсемпе ача пахчисенче, культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртет.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркеленӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчи черетлӗ занятие Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Дмитрий Александров хутшӑннӑ. Вӑл журналистсене каланӑ тӑрӑх, унӑн ачалӑхӗнче хулари шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсем пулман. Паянхи ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫак чӗлхене пӗлни кирлине ӑнланса илнӗ вӑл.
МИХра ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, урока чӗлхене вӗренме мӗнрен пуҫламалли, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне мӗнле йӑнӑшсенчен асӑрханмалл тата ытти ҫавӑн йышши ыйту тавра йӗркелеҫҫӗ.
Черетлӗ заняти ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулӗ.
Паян Шупашкар ҫывӑхӗнче, Канаш ҫулӗ ҫинче, Лапсар тӑкӑрлӑкне кӗнӗ ҫӗрте, пысӑк пушар пулнӑ. «За рулем» партал пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пиломатериалсен склачӗ ҫуннӑ.
Пушара иккӗмӗш рангпа танлаштарнӑ. Вӑл сарӑлма пултарнӑ. Ӑна сӳнтерес тесе пушар чаҫӗсен икӗ резервне ҫӗкленӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче Канаш ҫулне пӳлнӗ. Пушарнӑйсем шланга ҫул урлӑ тӑснӑ.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра республикӑра типӗ курӑк ҫунтарнӑран пушар чылай пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫапа, типӗ курӑка ҫунтарма хушмаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |