Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи хӑйӗн те мар, кредитсем илнӗ вӑл.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ имӗш вӑл. Ҫак хӗрарӑм ячӗпе такам креди илесшӗн-мӗн, ахӑртнех, ултавҫӑсем. Арҫын операцие пӑрахӑҫлама сӗннӗ.
Вӑл каласа пынипе хӗрарӑм кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Хайхискер укҫана каялла тавӑрса парассине шантарнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫа 1,1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Паян Шупашкарта ултӑ ҫулхи велосипедист машина урапи айне лекнӗ.
Шар курнӑ ача урамра пӗччен, аслисемсӗр, ярӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.
Инкек Декабристсен урамӗнчи 33-мӗш урам картишӗнче 16 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ.
Шар курнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн тӗпчевҫисем тӗпчӗҫ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче «Солнечный» микрорайона 14-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах транспорта унта халӗ те яман-ха.
Кайран троллейбуса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне яма палӑртнӑ. Ун чухне те яман. Тинех троллейбус ҫӗнӗ микрорайона ҫӳреме тытӑнӗ. Республика кунӗ ячӗпе троллейбус маршрутне тӑсӗҫ.
Уявра Шупашкара 60 ҫӗнӗ троллейбуса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ – автономлӑ мелпе ҫӳрекенсем.
Шупашкарти 2-мӗш хула пульници каллех ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвиурспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ, ҫавна май хушма койкӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 1302 койка пулнӑ, вӗсенчен 94-шӗ ҫеҫ пушӑ.
Танлаштармашкӑн: ҫӗртмен 10-мӗшӗ тӗлне республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем валли 1160 койка пулнӑ, вӗсенчен 241-шӗ пушӑ тӑнӑ. Малашне Шупашкарти 2-мӗш хула пульницинче кӑшӑлвируспа чирлисене талӑкӗпех йышӑнӗҫ.
Шупашкарти троллейбуссенче икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Кунта сӑмах пӗр троллейбус ҫинчен пымасть. Вӗсен маршручӗсем расна.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонтан Университет урамне ҫӳрекен 3-мӗш троллейбусра салонри пассажир аманнӑ. Троллейбуса кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт чарнӑ, хӗрарӑм тытӑнса ӗлкӗреймен — суранланнӑ. Ӑна Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине илсе кайнӑ. Инкек транспорт мичман Павлов урамӗпе пынӑ чухне пулса иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 8-мӗш маршрутри троллейбусра (вӑл Хӗветухӑҫ проходнойран Кӑнтӑр посёлокне каять) кондуктор шар курнӑ. Салонта персе аннӑ хӗрарӑма хулари 1-мӗш клиника пульницине ӑсатнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье ҫак кунсенче тӑван тӗпренчӗкне чутах ҫухатман. Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехет те 35 минутра пулнине «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ.
Шупашкарти Тӗп пляжн сылтӑм енче 10 ҫулти ача шӑтӑка лекнӗ, путма пуҫланӑ. Инкек пирки ҫӑлавҫӑсене хӗрачан амӑшӗ пӗлтернӗ. Вӗсем ачана шывран туртса кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра шыва путса 6 ҫын вилнӗ, ҫав шутра икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑрнар районӗнче 6 ҫулхи арҫын ача велосипедпа пӗве ҫывӑхӗнче ярӑннӑ чух шыв кӗрсе ӳкнӗ, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти Афанасьев урамӗ тӗлӗнчи пляжра 14-ри яш Атӑла путнӑ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусӑн Инди штамӗ те ҫитнӗ. Кун пирки Шупашкар мэрийӗнче иртнӗ планеркӑра Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ.
«Пирӗн патра кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штамӗпе чирлисене шута илме тытӑнтӑмӑр. Маларах Британи штамне шута илнӗ, юлашки кунсенче вирусӑн Инди штамне регистрациленӗ», – тенӗ Вера Головач.
Мускав мэрӗ Сергей Собянин иртнӗ эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансенчен кӑшӑлвируспа чирленисен 90-а яхӑн проценчӗн Инди штамне тупса палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков та кӑшӑлвирусран паян прививка тутарнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарта ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Гастелло урамӗнчен инҫех мар, «Chevrolet Lacetti» автомобиль «Гранта» автомашина ҫине пырса кӗнӗ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑран виҫҫӗн сиксе тухнӑ, вӗсем пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. «Гранта» водителӗ вӗсене хӑваласа тытас темен. Кӗтмен ҫӗртен инкеке ҫакланнӑран тата машинӑри ҫынсем тухса тарасса кӗтменрен вӑл хӑй те аптӑраса кайнӑ курӑнать.
Пырса ҫапӑнакан машинӑран виҫҫӗн тухса тарнине асӑрхакан тупӑннӑ. Инкеке вӑл чӳречерен ӳкерсе илнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн ҫӗнӗ пуҫарӑвне «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) @og21gcheb порталта халӑхпа сӳтсе явассине тахҫанах йӑлана кӗртрӗ. Халӗ вӑл тепӗр пуҫару пирки ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланать.
Транспорт чарӑнӑва хӑҫан ҫитессине пӗлме ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Чарӑнури ятарлӑ хыпарлавҫӑ пулӑшнипе пӗр-пӗр вокзалтан е хулари паллӑ вырӑнтан тепӗр ҫӗре епле каймаллине те пӗлме май килӗ.
Сасӑ хыпарлавҫи вырӑсла тата акӑлачанла (шел, вӑл чӑвашла пуплемест) калаҫать.
Тӗрӗслев мелӗпе ҫӗнӗлӗхе «Республика тӳремӗ» чарӑнура ӗҫлеттерсе янӑ.
Шупашкарта 35 ҫулти арҫынна икӗ кун шыранӑ. Вӑл психика тӗлӗшӗнчен сывах мар. Арҫын ҫухални пирки тӑванӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кирпач Руслан Дмитриевич, 1985 ҫулта ҫуралнӑскер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Юлашки хутчен ӑна аэропорт ҫывӑхӗнче курнӑ.
Тӑванӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр, шизофренипе аптӑрать. Килтен кайнӑ чухне хӗрлӗ-кӑвак тӗслӗ футболка, хура шӑлавар, резина тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Арҫынна тупнӑ. Вал вӑрманта икӗ ҫӗр каҫнӑ. Хайхискер эмелсене ӗҫмен-мӗн, тӑванӗсем парсан кӑларса ывӑтнӑ. Халӗ хӑйне лайахах туять. Ӑна психиатри пульницине илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |