Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Ленинград урамӗнчи ҫурт умӗнче пӗр хӗрарӑм машина багажникӗнче автомат илсе ҫӳренине курнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм пневматика пӑшалӗ илсе ҫӳренӗ-мӗн.
Кунашкал пӑшала вара упрама ирӗк илмелле мар, илсе ҫӳреме те юрать. Ҫапах ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пӑшал ӑна ашшӗнчен юлнӑ. Йӗрке хуралҫисем пневматика пӑшалӗпе те асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарать. Вӑл ҫурла уйӑхӗнче пулӗ. Анчах кӑҫал та кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пӗлтернӗ.
Кӑҫал уяв ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшне лекӗ. Ӑна хулара пурӑнакан ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне халаллама палӑртнӑ. Сӑлтавӗ пур: нумаях пулмасть Шупашкар «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре хальлӗхе кӑшӑлвирусран коллективлӑ иммунитет ҫук. Ку уйӑхра чару мерисене йышӑннӑ. Ладыков шухӑшӗпе, вӗсем ҫурла уйӑхӗнче те вӑйра пулӗҫ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнче ӗҫлекен арҫын ток ҫапнипе вилнӗ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 23 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра 51 ҫулти арҫын предприятири контакт линине юсанӑ. Ӑна ток ҫапнӑ. Арҫын ҫав самантрах вилнӗ.
Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑннӑ-и? Ҫакна палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗрин, Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Музейҫӑсем Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑста живопиҫре, графикӑра, ӳкерессипе ӗҫленӗ. Ӑна карикатурист пек те аван пӗлеҫҫӗ. Кашни ӗҫрех «агеев» стилӗ палӑрать.
Владимир Агеевӑн пултарулӑхӗн биографийӗнче мифологие, легендӑсене тата халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗн фондӗнче 20 живопись ӗҫӗ упранать. Курава ҫав ӗҫсенчен йӗркеленӗ.
Семен Ислюковӑн палӑкӗ пулӗ-и? «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ.
Унта 2604 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 1586 ҫын, патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалланӑ палӑк пулмалла тесе шутлать.
1018 ҫын палӑк лартассине хирӗҫ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне Шупашкар хула администацийӗн архитектура тата хула строительствин управленине панӑ.
Сӑмах май, Шупашкарта Семен Ислюкова халалланӑ урам пур. Вӑл – ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче.
Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ 4 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл тепӗр 3,5 милллион кредит илсе каллех ултавҫа панӑ. Ҫапла вӑл 7,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Ку ӗненнӗ, часрах банка чупнӑ, 4 млн тенке илнӗ. Банк ӗҫченӗ иккӗленнӗ, хӗрарӑм хӗрӗ валли хваттер илетӗп тесе улталанӑ. Банк ӗҫченӗ пурпӗрех ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ, кун пирки полицие те пӗлтернӗ. Вӗсем унпа калаҫсан та хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кайран вӑл тепӗр 3,5 миллион тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Республикӑн ӗҫлӗх службин ертӳҫи пулнӑ Леонид Шимин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унпа паян Хулари ритуал службинче 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашнӑ. Леонид Шимин 74 ҫулта пулнӑ.
Леонид Аркадьевич 1947 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Тутар Республикинче ҫуралнӑ. 1968 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Кунти «Рембыттехника», агрегатный савучӗсенче ӗҫленӗ. 1976- 1992 ҫулсенче парти тата совет органӗсенче тӑрӑшнӑ. 1996-2002 ҫулсенче Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2002-2010 ҫулсенче Чӑваш Ен патшалӑхӑн ӗҫсӗрлӗх службинче вӑй хунӑ: департамент ертӳҫи, управлени пуҫлӑхӗ, служба пуҫлӑхӗ.
Станислав Убасси журналист чӑваш апат-ҫимӗҫне Шупашкарта тата Чӑваш Енре тутанса пӑхма май ҫукки пирки Фейсбукра ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, журналист пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта — 100 ытла ресторан-кафе. Вӗсенчен иккӗшӗ кӑна чӑвашла ятлӑ — «Ехрем хуҫа» тата «Юлташ». Станислав Убасси ӳркенмесӗрех тӗрлӗ ҫӗре шӑнкӑравласа пӑхнӑ та пӗр 50 ресторан-каферен пӗринче те наци апачӗ ҫук тесе пӗлтернӗччӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ паян Шупашкарти ресторансенчен пӗрин менювне чӑваш апатне кӗртнине асӑрхарӗ. Апат-ҫимӗҫе уйӑрса кӑтартнӑ май «Чувашская национальная кухня» тесе ҫырнӑ. Асӑннӑ категорире — тӑватӑ тӗрлӗ апат.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи, педагогӗ Игорь Елин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 61 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Игорь Валентинович 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Афганистанра ҫарта тӑнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ, Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ.
Игорь Елинпа ыран 10 сехетре Шупашкарта Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗнче сывпуллашӗҫ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫынсене улталанӑ тӗслӗх нумайланса кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен Курильскри хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. 38-ти хӗрарӑм отпускра пулнӑ май Шупашкартан Чулхулана кайса килес тенӗ. Ун валли вӑл ҫынсене турттаракансем валли йӗркеленӗ приложенисенчен пӗринпе усӑ курнӑ. Водитель хӗрарӑма ҫул укҫин пӗр пайне куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм банк карттин реквизитне ҫырнӑ хыҫҫӑн унӑн банк картти ҫинчен 127 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ун хыҫҫӑн «водитель» ҫыхӑнӑва тек тухман.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти водитель улталаннӑ. Хусана кайма шухӑшланӑскер ултавҫӑ серепине ҫакланса 62 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |