Чӑваш Енре ҫуралнӑ ӳнерҫӗне «Forbes» финанспа экономика журналӗ малашлӑ тесе хакланӑ.
23 ҫулти Полина Осипова «Ӳнер» ярӑмра малашлӑхлӑ 10 ӑста шутне лекнӗ.
«Forbes» «З0 до 30» лонг-лист хатӗрленӗ. Унта 30 ҫула ҫитмен пултаруллӑ ҫамрӑксене суйласа илнӗ. Вӗсем — професси енӗпе палӑрнисем тата ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнисем.
Шупашкарта ҫуралнӑ Полина Осипова хальхи вӑхӑтра Питӗр хулинче ӗҫлесе пурӑнать.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче ретро-троллейбус ҫула тухӗ. 1964 ҫулта туса кӑларнӑскер яланхи пекех 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ. Ҫула ирхи 9 сехетре тухӗ те 18 сехетре вӗҫлӗ.
Руль умӗнче троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Вӑл унта 48 ҫул ӗҫленӗ. Водитель те, кондуктор та ҫар тумӗпе пулӗҫ.
Троллейбус мӗнле ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать. Ӑна "Ретро 001" тесе палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ мероприятисем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта 10 сехетре пуҫланӗҫ. Ирхи 10 сехетре «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне тӳре-шарапа ветерансем чечек хума пуҫтарӑнӗҫ.
12 сехетре Республика тӳремӗпе Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗн тата ҫар техникин парачӗ иртӗ. Унта 1000 ытла ҫын хутшӑнмалла. Парада 100 ытла ҫар техникине илсе тухӗҫ.
Ҫӗнтерӳ парачӗ «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм ҫӗршыври акципе малалла тӑсӑлӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. Унта 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Унта хутшӑнакансем 11 сехет те 30 минутран Наци вулавӑшӗ умне пухӑнма тытӑнӗҫ. Колоннӑсем 12 сехет те 30 минутра хускалӗҫ.
15 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» акци иртӗ. 19 сехетре Хӗрлӗ лапамра концерт пуҫланӗ. 21 сехетре Ҫӗнтерӳ салючӗ пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсен тӗлне лексе вӗсене укҫа куҫарса панӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗнче тетелӗнче киленӳ кӳрекен хӗрарӑмӑн телефон номерне тупса ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Ку килӗшнӗ.
Тепӗртакран ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, страховкӑшӑн тӳлеме ыйтнӑ. Укҫана сеанс хыҫҫӑн тавӑрса пама шантарнӑ. Ӑна ӗненсе Шупашкар арҫынни укҫа куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 39 пин тенкӗ пӗтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет тӗлӗнче Шупашкар хулинче ҫамрӑк арҫын машина урапи айне чутах пулман.
Хайхискер Энтузиастсен урамӗнчи 3-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫас тенӗ. Унта ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ятарлӑ вырӑн пулман. Апла пулин те 36 ҫулти вӑйпитти ҫул урлӑ каҫма тытӑннӑ.
Ҫул-йӗр правилине катертекен этем ҫине «Лада Веста» автомобиль пырса кӗнӗ. Унпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн арҫын «BMW» автомобиль (вӑл пассажирсене антарса хӑварма тесе чарӑннӑ) ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Александр Арсентьев 95 ҫул тултарнӑ.
Вӑл вӑрҫа кайнӑ чухне 17 ҫулта пулнӑ. 1948 ҫулччен Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче тӑнӑ, ҫар тивӗҫне Инҫет Хӗвелтухӗнче пурнӑҫланӑ.
Сусӑр пулсан та Александр Арсентьев ҫӗвӗҫе вӗренсе тухнӑ, ӗҫленӗ. Каярахпа вӑл электрик профессине алла илнӗ.
Ветеран паянхи кун та ӑс-тӑнне ҫивӗчлетме тӑрӑшать. 88 ҫулччен вӑл Шупашкарти савутра ӗҫленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ӑмӑртусем Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче тата "Олимпийский" стадионта пулӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине спортменсем Атӑл хӗрринче старта тухӗҫ. Унта арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем 35 тата 20 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
Тепӗр кунхине стадионта ӑмӑртӗҫ. Унта спортсменсен 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарма тивӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем тупӑшӗҫ.
Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнчи ҫак ӑмӑртусем пӗлтӗр те Шупашкарта иртнӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр хваттерте хӗрарӑм алӑка хӑй тӗллӗн уҫайманни пирки ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Унӑн инсульт пулма пултарнӑ-мӗн.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем пусма тӑрӑх хӑпарса балкон ҫине кӗнӗ. Ҫав вӑхӑталла хӗрарӑм урайӗнче тӑнсӑр выртнӑ. .
Ҫӑлавҫӑсем хваттер алӑкне шалтан уҫса хӗрарӑма тухтӑрсен аллине панӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм бассейн туянас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче вӗрсе карӑнтармалли бассейна 35 процент йӳнетсе сутассине пӗлтернине курнӑ. кӑтартса 38 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртӗ. Хӑй улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑ тӗлӗшӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159.3-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗнчи уявсенче Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пирӗн пата килекен пуйӑссен шучӗ нумайланӗ.
Шупашкартан хушма пуйӑссем ҫу уйӑхӗн 2, 3, 7, 8, 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗҫ, Мускавран хушма рейс ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Сӑмахран, 228/227-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12:55 сехетре хускалӗ, Мускава тепӗр кунхине 03:20 сехетре ҫитӗ. Вӑлах Шупашкартан Мускава ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 22:45 сехетре хускалӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ҫу уйӑхӗн 13:10 сехетре пулӗ. Расписание хушма рейссем те кӗртнӗ. Вӗсемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулсен сайтӗнче паллашма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |