Ҫынна мессенджерта сӑмахпа хӑртса тӑкнӑшӑн та судра явап тытмалла. Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫынпа.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнаканасем ҫурт чатӗнче ЖКХ ыйтӑвӗсене хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах... Икӗ ҫын вӑрҫӑнсах кайнӑ. 45 ҫулти арҫын теприне ҫурт чатӗнче япӑх сӑмахсем ҫырса кӳрентернӗ. Кайран хайхискер хӑйӗн патне ҫырса та хӑртса тӑкнӑ.
Ҫав арҫынна явап тыттарнӑ. Суд ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулхи хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫухалнӑ.
2008 ҫулта Ксения Никонова килтен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫти паллӑ пулман. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама пуҫланӑ.
Хӗрача 164 сантиметр тӑршшӗ, ҫырӑ, хӑмӑр куҫлӑ. Хура футболка, хура шӑлавар, хура-шурӑ кроссовки тӑхӑннӑ.
Халӗ вара ҫав хӗрача тупӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче, Ҫимӗкре, Шупашкарти Явӑш масарӗ ҫине илсе ҫитерекен Улатӑр ҫулне харпӑр транспорт валли пӳлӗҫ. Ку чару ирхи 5 сехетрен пуҫласа каҫхи 8 сехетчен пулӗ.
Ҫав вӑхӑтра Улатӑр ҫулӗпе общество транспорчӗ ҫеҫ ҫӳрӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дмитрий Денисов.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын экскаватор туяннӑ чухне ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Вӑл 4,6 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
44 ҫулти арҫын экскаватор сутнине тӗнче тетелӗнче курнӑ. Сутуҫӑпа техникӑна туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хайхискер Саратова хӑйӗн ҫыннине тата транспорта илсе ҫитермешкӗн трал янӑ.
Килӗшӳ тунӑ, транспорта ӑсатасси ҫеҫ юлнӑ. Шупашкар арҫынни сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 4 миллион та 682 пин тенкӗ. Анчах укҫа сутуҫӑ патне ҫитеймен. Ку ӗҫ-пуҫа ултавҫӑ сӑмса чикнӗ иккен. Вӑл Шупашкар арҫыннин укҫине вӑрланӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти Мир проспекчӗпе утса пынӑ. Ӑнсӑртран ӑна такам пуҫӗнчен ҫапнӑ та сумкине вӑрласа тарнӑ. Хайхискер ҫаврӑнса пӑхсан таракан арҫынна курса юлнӑ.
Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем вӑрра хӑвӑртах тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене, документсене унӑн хваттерӗнче тупнӑ.
Ҫав ҫын - Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын, унччен судпа айӑпланнӑскер. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урамра утакан ӳсӗр хӗрарӑма курсан унӑн тӑрук вӑрлас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑй те урӑ пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра стена кӑвакарса ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ҫуртра пурӑнакан пӗр хӗрарӑм евитленӗ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт ҫӗнӗ. Пурте усӑ курмалли балкон ҫине тухмалли вырӑнта, 21-мӗшпе 23-мӗш хутсенче, алӑк патӗнче штукатурка йӑтӑнса тӑрать, стена кӑвакарса ларать, хӗлле унта пӑрлансах ларать.
Хӗрарӑм ҫавӑн сӑлтавне палӑртма ыйтнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн застройщикӗн гаранти вӑхӑчӗ тухман иккен. Ҫурта тытса тӑракан «Управдом» управляющи компани строительство организацине кӑлтӑка пӗтерме ыйтнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн стенана тасатнӑ, штукатурка туса шуратнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Эткер» ятлӑ ача-пӑча уйлӑхӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ӗҫлет. Уйлӑхӑн пӗрремӗш сменинче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчи 30 ача хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетӗ.
Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ уйлӑхра ачасем кӑнтӑрла канаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ирпе килеҫҫӗ те куна вӗсем центрта ирттереҫҫӗ.
Ачасем валли аслисем кӑсӑклӑ тӗрлӗ программа хатӗрленӗ. Мероприятисен тӗп теми — чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ историйӗпе тата ҫыннисемпе паллаштарасси. Ҫавна тӗрлӗ вӑйӑ, конкурс, тупмалли юмахсем урлӑ ачасем патне ҫитерӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Аня Чижова ячӗллӗ фонд Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ паркра сывлӑх енчен хавшак ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли уяв ирттерме палӑртнӑ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.
Фонд "Тӗлӗнтермӗш кукӑль" конкурс ирттерӗ, парнесем парӗ. Ҫавӑн пекех пикник, ӑсталӑх класӗсем, квест пулӗҫ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ "Ковчег" зоокӗтесре пурӑнакан чӗрчунсене кӗрсе курӗҫ, вӗсене апат ҫитерӗҫ.
Уява 100 яхӑн ҫемье килмелле.
Палӑртса хӑварар: Аня Чижова ячӗллӗ фонд сипленмен чирсемпе нушаланакан ачасене пулӑшать.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти пӗр каҫхи клуб умӗнче 33 ҫулти арҫын ӑна шала кӗртменнипе харкашма пуҫланӑ. Клуб ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Пакунлисем вырӑна ҫитсен хайхи арҫынна лӑпланма ыйтнӑ. Лешӗ пушшех те урса кайнӑ - полицейские питӗнчен чӑмӑрӗпе ҫапнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.
Варнава митрополита асра тытнине палӑртса Шупашкарта музей-пӳлӗм уҫнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Варнава митрополит леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑранпа 2 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче музей-пӳлӗм уҫма йышӑннӑ.
Унта Варнава 1990-2020-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ кельӑна куҫарнӑ. Келья Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пӳлӗме ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса кайиччен ӑна сӑн тата видео ӳкерсе илнӗ. Кайран мӗнпур япалана хӑйӗн унчченхи вырӑнне вырнаҫтарса хунӑ.
Варнава Шупашкарпа Чӑваш Енӗн епархине 43 ҫул ертсе пынӑ. Пирӗн республикӑна вӑл куҫса килнӗ чух 35 прихут кӑна пулнӑ, Варнава ӗҫленӗ вӑхӑтра Турра кӗлтумалли ятарлӑ вырӑнсем 210-а яхӑн уҫӑлнӑ, 7 мӑнастире юсаса ҫӗнетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |