Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем мӗнле хаҫат-журнал вулаҫҫӗ? Хальхи вӑхӑтра вӗсем "Советская Чувашия", "Республика", "Чебоксарские новости", "Российская газета" хаҫатсене, "Кадровик", "Советник бухгалтера бюджетной сферы" журналсене ҫырӑнса илеҫҫӗ. Ҫитес ҫур ҫула 6 хаҫат-журнал ҫырӑнса илме палӑртнӑ. Куншӑн 46243,7 тенкӗ тӳлеме хатӗр. Хальлӗхе аукциона хутшӑнакансем тупӑнман.
Шупашкар хула администрацийӗнче 10 хаҫат-журнал вулаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче "Хыпар", "Грани", "Российская газета", " Аргументы и факты", "Вести Чувашии", "Чебоксарские новости", "Коммерсанть","Комсомольская правда"хаҫатсем, " Наука и жизнь", "Цифровой океан" журналсем пур. Ҫитес ҫур ҫулта администраци хаҫат-журнал илсе ҫитернӗшӗн 35198,9 тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи нумай хваттерлӗ 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене ишсе антарасшӑн. Ҫавна май Шупашкар хула администрацийӗ аукцион ирттерӗ. Малтанхи хак - 1,5 миллион тенкӗ.
Икӗ ҫурчӗ те 1957 ҫулта тунисем. 9-мӗш ҫурт ишӗлсе аннӑпа пӗрех.
Энергетиксен урамӗнчи 9-мӗш,11-мӗш тата 16-мӗш ҫуртсене "Грандстрой" тулли мар яваплӑ обществӑн ишсе антармалла пулнӑ. Вӑл ҫак вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон тума пуҫланӑ. Анчах ӗҫ малалла кайман. Унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Сӑмах май, юлашки 10 ҫулта Шупашкарта нумай хваттерлӗ 257 ҫурт ишсе антарнӑ.
Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ.
Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре.
Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет.
Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн 50 ҫулти арҫыннӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 8 ҫул ирттерме тивӗ. Суд ҫапла йышӑннӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан ҫак арҫын савнине кӗвӗҫнӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ та ку ӑна мӑйӗнчен, сулахай аллинчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене, юн нумай юхтарнине пула тепӗртакран вилнӗ.
Нумаях пулмасть кӗвӗҫ арҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судья приговор вуланӑ.
Шупашкарта Гастелло урмӗнче ача машина айне лексе суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку паян 13 сехет те 40 минутра Гастелло урмӗнчи 19-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юраман ҫӗрте, «зебрӑран» 20 метрта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Ниссан» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 56 ҫулти арҫын ларнӑ.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, ачан ури хуҫӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗлӗшне пулӑшӑп тесе унран укҫа сӑптӑрнӑ. Сахал мар: 2,9 миллион тенкӗ таранах.
Ӑна укҫа-тенке илсенех, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ярса тытнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, унӑн пӗлӗшӗн упӑшкине ҫынна вӗлернӗшӗн айӑплама тӑнӑ. Ку арӑмне пулӑшас тенӗ, унран укҫа илсе ӑна йӗрке хуралҫисене пама шантарнӑ. Лешсем кун хыҫҫӑн арҫынна яваплӑхран тарма пулӑшӗҫ имӗш.
Ӗҫ-пуҫ вара пачах урӑхла ҫаврӑнса тухнӑ. Халӗ ав ҫав хӗрарӑмӑн хӑйӗн явап тытма тивӗ.
Шупашкарти «Экологи НПО» территоринче каллех пушар пулнӑ. Пушарнӑйсем киличчен предприяти ӗҫченӗ шар курнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ.
Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине те пулнӑ. Икӗ кунран ав каллех ҫулӑм алхаснӑ. Унта ҫӳп-ҫап ҫуннӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна 4 минутран ҫитнӗ. 7 техника ӗҫленӗ. 120 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫӳп-ҫап ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме хӑтланнӑ чухне аманнӑ ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: «Экологи НПО» лампӑсене, градусниксен, батарейкӑсене, ытти ӑпар-тапӑра утиле ярас тӗлӗшпе ӗҫлет.
Шупашкартан ҫитес кунсенче «Валдай» карапсем ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнӗҫ.
«Ҫывӑх вӑхӑтра, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 13-15-мӗшӗсенче, тата тепӗр 4 направленипе маршрутсем уҫӑлӗҫ: Шупашкар — Козьмодемьянск — Макарьев мӑнастирӗ, Шупашкар — Юрино, Шупашкар — Чулхула, Шупашкар — Сӗнтӗрвӑрри — Свияжск.
Хальхи вӑхӑтра виҫҫӗмӗш карапӑн экипажӗ ҫула тухма хатӗрленет», — тенӗ республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов.
Хальлӗхе «Валдай» Хусана ҫӳрет. Пилӗк кунта вӑл 403 пассажира турттарнӑ.
Аса илтерер: карап Шупашкартан 8 сехетре ҫула тухать те Хусана 11 сехете ҫитет, Хусантан 16 сехетре хускалса Шупашкара 19 сехет валли ҫаврӑнса ҫитет.
Шупашкарта троллейбус водителӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 31 водитель хутшӑннӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те аварие ҫакланман.
Водительсен пилӗк тӗрӗслев витӗр тухма тивнӗ. Ӑмӑртура 2-мӗш депо ӗҫченӗ Руслан Дмитриев ҫӗнтернӗ. Вӑл пилӗк ӑмӑртӑвӗнче те лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ: троллейбуса лайӑх пӗлнине,руль умӗнче ӑста ҫӳренине тата ытти ӑсталӑха кӑтартнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗн класс разрячӗ ӳсӗ. Эппин, унӑн шалӑвӗ те хӑпарӗ.
Паян 13 сехетре Шупашкарти Эльгер урамӗнче ача самокатпа ярӑнса пынӑ чухне машина кустӑрми айне пулнӑ. Ку Нумай функциллӗ центрпа мини-пасар хушшинче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 9 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине 51 ҫулти водитель пырса кӗнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна курман.
Арҫын ача, юрать, суранланнӑ ҫеҫ. Пуҫне амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |