14-мӗш номерлӗ троллейбус ҫулталӑк каялла Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайона ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ унӑн маршрутӗнче черетлӗ улшӑну пулса иртӗ – транспорт «Университет» микрорайона ҫитме пуҫлӗ. Асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Университет» микрорайон тӑрӑх автономи мелӗпе утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӳрӗ. Вӑл сехет йӗппи ҫаврӑннӑ евӗр ҫаврӑнӗ. Троллейбус «Миначев академик урамӗ», «Вӑрманлӑ», «Университет-2» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче чарӑнӗ.
Маршрут ҫинче 13 троллейбус пулӗ. Вӗсем халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра кашни 11-12 минутра пӗрре хутлӗҫ.
Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан Кокуринсем ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак ятпа вӗсене тӳре-шара саламланӑ.
Кокуринсем 6 ачана воспитани параҫҫӗ. Иринӑпа Александр кӑҫал шӑпах ҫемье юбилейне паллӑ тунӑ тата. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 25 ҫул ҫитнӗ.
Кокуринсене ҫӗнӗ хваттере "Ҫӗнӗ хула" микрорайонти Ҫӗнӗ хула урамӗнче уйӑрса панӑ.
Сӑмах май, саккунпа килӗшӳллӗн 5 е ытларах ачана ӳстерекен ҫемьесене социаллӑ найм мелӗпе хваттер параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫӗнӗ фермер пасарӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Элкер урамӗ, 11-мӗш ҫурт.
Ун вырӑнӗнче малтан кивӗ пасар пулнӑ. Пӗлтӗр ӑна пӑсса ҫӗннине тума йышӑннӑ. Ку тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче кивӗ тимӗр лавккасене пӑснӑ. Вӗсен вырӑнне 10 ҫӗннине туса лартнӑ. Варринче — суту-илӳ павильонӗ. Пасара икӗ ҫӗртен кӗме пулать, унти асфальта та ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех арман евӗр арт-обьект туса лартнӑ.
Ҫӗнӗ фермер пасарне ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
"Лиза Алерт" хастарӗсем пульницӑран тухса тарнӑ 2 ҫынна шыранӑ.
Утӑн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 79-ти пациент тухса тарнӑ. Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑран 56 ҫулти арҫын тухса кайни пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынна урамра пӗлӗшӗсемех асӑрханӑ та киле илсе кайнӑ. Вӑл тупӑнсан хастарсем Шупашкарти арҫынна ҫине тӑрсах шыранӑ. Ӑна таксист ӑнсӑртран асӑрханӑ та киле илсе ҫитернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ Пӗтӗм Раҫҫейри урамри кино фестивальне малалла тӑсса каллех мероприяти ирттерет. Унта ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗ, Юманлӑх рашчи.
20:30-21:00 сехетсенче пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт кӑтартӗҫ. Унтан уҫӑ тӳпе айӗнче кино кӑтартӗҫ. Юлашкинчен чи лайӑххине суйлӗҫ. Сӑмах май, кинона тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ.
Палӑртмалла: фестиваль кашни ҫулах иртет. Кӑҫал вӑл авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Шупашкар хулинче пӗр водитель курнӑҫланма шухӑш тытнӑ. Водитель ҫеҫ мар-ха. Салонта ларса пыракан пассажирсем те. Пӑтӑрмаха йӗрке хуралҫисем утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗнче тӗтелӗнче вырнаҫтарнӑ видео тӑрӑх асӑрханӑ, кӗҫех водителе те тупса палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тытса пыракан «Линкольн» автомобиль тӑрри ҫине виҫҫӗн улӑхса ларнӑ. Видеоран илнӗ скриншот тӑрӑх хакласан, вӗсенчен пӗри кабина ҫивиттийӗнчен пуҫне кӑларса пынӑ, пӗри тӑрри ҫине тӑсӑлса выртнӑ, тепри — ларса пынӑ.
Водителе ҫул-йӗр инспекторӗсем чӗнсе илнӗ. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырса ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Пассажирсене кабинӑра лартса ҫӳремелли йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 1000 тенкӗ штраф тӳлеме тивет.
Шупашкарти Татьяна Иванова пӗтӗм тӗнчери «Филантроп» премие тивӗҫнӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер енӗпе ҫитӗнӳ тунӑ сусӑр ҫынсене параҫҫӗ.
Премие пама тытӑннӑранпа – 20 ҫул. Ҫав вӑхӑтра ӑна ҫӗнсе илессишӗн 36 ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнчи 10 пин ытла сусӑр конкурса хутшӑннӑ. 470 ҫын преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарти Татьяна живопиҫпе тахҫанах кӑсӑкланнӑ. 5 ҫул каялла 1-мӗш ушкӑнри инвалид пулса юлнӑ, ун чухне хӗр 80 процент таран суккӑрланнӑ. 2 ҫул каялла вӑл Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрне ҫӳреме тытӑннӑ. Унта вӑл чун киленӗҫӗпе тепӗр хут кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Паян Шупашкарта Валентина Иванова журналиста асра тытса асӑну хӑми уҫнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Валентина Иванова ТАСС корреспонденчӗ пулса 27 ҫул тимленӗ, республикӑри хыпарсене ҫӗршыв шайне кӑларма пулӑшнӑ.
Пултаруллӑ калем ӑсти нумай ҫамрӑк журналистшӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ, вӗсем унтан вӗренме, ун пек пулма ӑнтӑлнӑ.
Асӑну хӑмине Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Пурӑннӑ пулсан Валентина Иванова паян 85 ҫул тултаратчӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫулланнӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене 1,5 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.
69 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ ҫынна вӑл такамсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне ватнӑ хӗрарӑм ячӗпе «кукӑр алӑллӑ» банк ӗҫченӗ кредит илнӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫав ҫынна тытса чарас тесен темле счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ.
Хӗрарӑм машина сутса янипе тунӑ 900 пин тенке, 100 пин тенке тӑванӗнчен кивҫен ыйтса тата ҫур миллион тенкӗ ытла банкран кредит илсе ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Асӑннӑ мелпе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта тата тепӗр икӗ ҫын улталаннӑ. 26 ҫулти хӗр 280 пинсӗр, 41 ҫулти хӗрарӑм 850 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарти тӳре-шара кашни эрнерех апат-ҫимӗҫ, ытти тавар хакне тишкерсех тӑрать. Хула администрацийӗ юлашки эрнере мӗн йӳнелнине пӗлтернӗ.
Тӗрӗслев акӑ мӗн кӑтартнӑ: тӗтӗмленӗ кӑлпасси 81 тенкӗ йӳнелнӗ, сысна ашӗн хакӗ - 63 тенкӗ, чей 51 тенкӗ чакнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑмарта 5 тенкӗ йӳнелнӗ, кишӗр вара - 2 тенкӗ.
Хаксене Авокадо, Магнит, Калач, Санар, Перекресток, Пятерочка,
Карусель, Свой гастрономчик, Лента, Метро лавккасенче тишкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |